Рекеев вулавӗсем – тăваттăмӗш хут
Нумай пулмасть Чăваш Енри Елчӗк округӗнчи Лащ Таяпа ялӗнче Епархи вӗрентӗвӗн регионсен хушшинчи Рекеев вулавӗсем 4-мӗш хут иртрӗç – «Прихут храмӗсем: тӗн службин опычӗ тата астăвăм». Ăна кăçал Лащ Таяпари Таса Турă Амăшӗ çуралнă ячӗллӗ чиркӗве сăвапласа тасатнăранпа 185 çул çитнине, прихут священникӗ Василий Дмитриев ку тӗнчерен куçса кайнăранпа 60 çул çитнине, Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ пулнă Таса Тихон вилнӗренпе 100 çул çитнине халалланă.
Ку мероприяти çулран-çул аталанса пынине те палăртмалла. Тăватă çул каялла вăл Силуан иероманах тăрăшнипе Кивӗ Эйпеçре шкул шайӗнче иртнӗ пулсан, кăçал Лащ Таяпана хăнасем темиçе регионтан килсе çитрӗç. Çавсен шутӗнче 10 ытла священникчӗ. Кăçалхи пухăва Хусан тата Чӗмпӗр епархийӗсем те хутшăнчӗç.
Алексей Рекеев (1848 – 1932) – И.Я.Яковлевăн пӗрремӗш вӗренекенӗ, унран Чӗмпӗр чăваш шкулӗн историйӗ пуçланса каять. Çакăнтан вӗренсе тухса вăл педагог, халăха çутта кăларакан, чиркӳ тата общество ӗçченӗ пулса тăрать. Çаплах эпир ăна этнограф тата куçаруçă пек те пӗлетпӗр. Алексей Васильевич 40 çул ытла священникра тăрăшнă, вӗсенчен 36 çулне (1881 – 1917) Кивӗ Эйпеç ялӗнчи чиркӳре службăсем илсе пынă. Вăл тăрăшнипе кӳршӗ ялсенче 11 шкул уçнă. Кивӗ Эйпеçе килсен çӗнӗ чиркӳ тума та нумай вăй хунă вăл. А.В.Рекеева Кивӗ Эйпеçри чиркӳ çумӗнче пытарнă, каярах ăна асăнса бюст та лартнă.
Çӳллӗ шайри пӗрремӗш Рекеев вулавӗсем вара 2022 çулта иртнӗ, вӗсен пуçаруçи тата йӗркелӳçи – Силуан (Козлов) иероманах. Пӗр хушă вăл Кивӗ Эйпеçри чиркӳ прихутне те ертсе пынă.
Кăçалхи Рекеев вулавӗсене Канаш епископӗ Стефан владыка та килсе çитрӗ, ăна чиркӳ умӗнче çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç. Хаклă хăна чиркӳре пӗтӗмӗшле кӗлӗ ирттерчӗ. Унта ял халăхӗ, килнӗ хăнасем тата кӗçӗн çулти ачасем хутшăнчӗç. Ачасем тӗн çинчен сăвăсем вуларӗç. Çаплах храм музейӗнчи документсенчен хатӗрленӗ курав кăтартрӗç.
Малалла мероприяти наукăпа практика конференцийӗн формипе ялти В.Андреев ячӗллӗ вăтам шкулта тăсăлчӗ. Ăна Лащ Таяпа чиркӗвӗн настоятелӗ Силуан иероманах тата истори наукисен кандидачӗ, Раççей Журналистсен союзӗн пайташӗ Роза Макарова (Яманчурелӗнче çуралса ӳснӗ, халь Ульяновскра пурăнать) йӗркеленӗ, вӗсемех ертсе пычӗç.
Çаплах Р.Макарова кунта Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчен вӗренсе тухнă священниксем çинчен курав хатӗрлерӗ, ку документсемпе кашни паллашма пултарчӗ.
Кунта чи малтан Стефан владыка сăмах илчӗ, мероприятие ырларӗ, ăна хатӗрлесе ирттерекенсене мухтарӗ. Унтан пухăннисене Елчӗк округӗн пуçлăхӗн çумӗ – вӗрентӳпе çамрăксен политикин пайӗн пуçлăхӗ Владимир Николаев саламларӗ.
Канаш епархийӗн пресс-службин ертӳçи Сергей Карсканов иерей Тихон Патриарх пурнăçӗпе паллаштарчӗ. И.Я.Яковлевăн миссионерла ӗçӗсем пирки Чӗмпӗрти Таса Сывлăш Апостолсем çине аннин ячӗллӗ чиркӳ (халăхра ăна Чăваш чиркӗвӗ теççӗ) клирикӗ Василий атте каласа пачӗ.
Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялӗнчи И.Я.Яковлев музейӗн ертӳçи Алексей Пыркин Яковлевпа Рекеев халăхра православи тӗнне сарассишӗн пӗрле тăрăшса ӗçлени çинчен сăмах хускатрӗ, çаплах кăçал И.Я.Яковлев вилнӗренпе 95 çул çитнине асăнни пирки каларӗ.
Шупашкарти Чăваш наци библиотекинчи православи кӗнекин «Радонеж» центрӗн ертӳçин Татьяна Никитинан теми фондри православи кӗнекисене чăвашла куçарни пирки пулчӗ. Истори наукисен кандидачӗ Роза Макарова Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесӗнчи прихут храмӗсен историйӗпе паллаштарчӗ. Халӗ ку ялсем Елчӗк округне кӗреççӗ. Роза Владимировна ку енӗпе пысăк ӗç туса ирттернӗ, ăна архив докуменчӗсемпе çирӗплетнӗ. Силуан атте репрессие лекнӗ Василий Дмитриев священник çинчен каласа пачӗ.
Лащ Таяпара çуралнă Василий Дмитриев – вӗрентекен, священник, куçаруçă, миссионер, И.Я.Яковлевăн ӗçри юлташӗ – 1905 çултан пуçласа нумай çул Матак чиркӗвӗнче службăра тăнă. Халӗ ку чăваш ялӗ Çӗпрел районне кӗрет. Конференцие Матакри С.Радонежский ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗ Вячеслав (Кузьмин) протоиерей килсе çитрӗ, вăл Василий Дмитриевăн хăйсен ялӗнче ӗçленӗ çулӗсем пирки каласа пачӗ.
Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ Николай Ларионов Чӗмпӗр тăрăхӗнчи хальхи çыравçăсем И.Я.Яковлев ӗçне малалла тăсса ачасем валли кӗнекесем çырса кăларни пирки сăмах хускатрӗ, хăйӗн кӗнекисене шкула парнелерӗ. Хусанти тӗн семинарийӗн преподавателӗ Айсылу Гумерова вара мероприятие куçăн мар хутшăнчӗ, доклад тата презентаци ярса пачӗ. Унăн теми – «19-мӗш ӗмӗрӗн вӗçӗнче–20-мӗш ӗмӗр пуçламăшӗнче чăвашсене шыва кӗртнӗ вăхăтри тӗн юррин вырăнӗ».
Юлашкинчен конференцие хутшăнакансем резолюци йышăнчӗç: малашне те Рекеев вулавӗсене çулсерен ирттермелле, кашни чиркӳ историне архивсенче тӗпчемелле, статьясем çырса пичетлемелле, кӗнекесем кăлармалла. Çаплах Алексей Рекеев ячӗллӗ медаль туса хатӗрлемеллине палăртрӗç. Конференцие Лащ Таяпари тата Кивӗ Эйпеçри юрă ушкăнӗсем хутшăнчӗç, Раççее мухтаса юрларӗç.
Кайран эпир Кивӗ Эйпеçри А.Рекеев вилтăприйӗ çине çитсе пуç тайрăмăр.
Николай ЙӖЛМЕЛ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев