Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РЕСПУБЛИКА ЕРТӲÇИН ЯЧӖ МӖНЛЕ ПУЛАССИ ПАЛЛĂ

Тутарстаншăн чи çӳллӗ должноçа президент пек палăртни унăн социаллă-экономика аталанăвӗшӗн, çӗршывсен хушшинчи хутшăнусемшӗн пӗлтерӗшлӗ

Декабрӗн 23-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн черетлӗ ларăвӗнче республикăн Конституцине улшăнусем кӗртессипе çыхăннă закон проектне йышăнчӗç. Унпа килӗшӳллӗн Тутарстанăн чи çӳллӗ должноçне йышăнакана малашне «Глава – Раис Республики Татарстан» ятпа палăртаççӗ. 

Президент должноçне Пуçлăх тесе палăртасси пирки республикăра нумай шăв-шав пулчӗ. Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Тутарстан халăхӗ Президентшăн сасăланине тӗп çирӗплетӳ вырăнне хурса ăна çаплипех хăварма çине тăчӗç. Патшалăх Думинче те пӗрре мар тутарстансен шухăш-кăмăлне палăртса сăмах тытрӗç. Çапах республика Конституцине Раççей Федерацийӗннипе пӗр килтермеллех. Çак ыйтăва татса пачӗç те Çӗнӗ çулчченхи пӗтӗмлетӳ ларăвӗнче депутатсем. 

 

Унччен маларах ТР Патшалăх Канашӗнче Патшалăх строительствипе тата вырăнти хăйтытмлăх комитечӗн çавра сӗтелӗ пулчӗ. Ăна комитет председателӗ Альберт Хабибуллин ертсе пычӗ. Лару ӗçӗ питӗ те хӗрӳ иртрӗ. Депутатсем Президент должноçне çаплипех хăварасси пирки пӗринчен тепри çивӗчрех аргументсем илсе кăтартрӗç. 

Римма Ратникова республика ертӳçине мӗнле те пулин тӗрӗк сăмахӗпе палăртма сӗнчӗ. «Ку манра пысăк кăмăлсăрлану çуратать, сăмахăм чи çӳллӗ должность ятне палăртасси çинчен. Закон проектӗнче темиçе тӗлте Пуçлăх тени тӗл пулать те чӗре тăнкăртатма пуçлать, – пăшăрханнине пытармарӗ депутат. – Пур вӗт-ха тӗрӗк сăмахлăхӗнче çак должноçа палăртакан сăмахсем. Тӗслӗхрен, «юлбашчы» («çул кăтартса пыракан» тесе куçать. – Авт.). Тутарстанра эпир Президента суйланă-çке-ха? Сӗннӗ закон проектӗнче ăна Тутарстан Республикин Пуçлăхӗ тесе палăртнă». 

«Чи çӳллӗ должноçа урăхла сăмахпа палăртма пирӗн ирӗк пур. 414-мӗш законпа килӗшӳллӗн сӗннӗ икӗ ятсăр пуçне – пуçлăх е кӗпӗрнаттăр – РФ субъекчӗ хăйӗн историне, наци е ытти йăла-йӗркисене шута илсе уйрăм ят йышăнма пултарать. Çавăнпа хам енчен çак ирӗкпе усă курма сӗнтӗм те», – терӗ каярах журналистсемпе тӗл пулса Римма Ратникова. Тӗрӗк сăмахӗпе палăртас текенсем татах пулчӗç. Ркаил Зайдулла шучӗпе, «Илбашы», Рамиль Тухбатуллиншăн «Дэулэт башлыгы» ятсем вырăнлă. Марат Галеев депутат сăмахӗпе, ят хуть те мӗнле чӗлхепе те ăнланмалла пулмалла. Çавăнпа «президентшăн» тăчӗ вăл, ун шучӗпе, хальхи президентăн полномочийӗсем вӗçленичченех сыхланса юлмалла.   

Альберт Хабибуллин ку çулта ТР Конституцийӗ 30 çул тултарнине аса илтерсе унăн республика аталанăвӗнчи историлле пӗлтерӗшӗ çинче чарăнса тăчӗ. Конституци социаллă пулăм пек вăхăта кура улшăнса пынине палăртрӗ. Хальхи вăхăтра Тӗп закон çичӗ пайран тата 126 статьяран тăрать. Улшăнусем 6 пайăн 58 статйине пырса тивнӗ, Конституцин 22 норми вара вăйран тухнă. Сăмахран, РФ Генеральнăй прокуратури ТР прокурорне республикăпа канашламасăрах должноçра çирӗплетме пултарать. Ăна Федераци Канашӗпе сӳтсе явнă хыççăн палăртаççӗ, должноçран та РФ Президенчӗн йышăнăвӗпе кăна хăтараççӗ. Хабибуллин шучӗпе, Конституцие улшăнусене кӗртнӗ чухне вӗсем социаллă политикăпа экономикăшăн мӗн тери теветкеллӗ пулма пултарассине шута илмелле. Тутарстаншăн акă чи çӳллӗ должноçа президент пек палăртни унăн социаллă-экономика аталанăвӗшӗн, çӗршывсен хушшинчи хутшăнусемшӗн пит те пӗлтерӗшлӗ.  

Чӗлхе ыйтăвӗ те депутатсене питӗ пăлхантарать. Раççей субъекчӗн чи çӳллӗ должноçне йышăнакан умне лартнă требованисене федераллă шайра çеç çырса кăтартнă. Çапла вара ТР Конституцине кӗнӗ улшăнусем тăрăх чи çӳллӗ должноçа йышăнаканскер республикăн икӗ патшалăх чӗлхине пӗлмессе те пултарать пек пулса тухать. 

Депутатсен пăлханăвне чарса Альберт Хабибуллин патшалăх влаçӗн, вырăнти хăйтытăмлăх, патшалăх учрежденийӗсен органӗсенче республикăн патшалăх чӗлхисемпе пӗр пек шайра усă курнине аса илтерчӗ тата ТР чи çӳллӗ должноçне йышăнаканскер хăй полномочийӗсене пурнăçланă чух вӗсемпе усă курмалли пирки требовани кӗретех.  

Хăйсен шухăшӗсене Николай Рыбушкин, Хафиз Миргалимов депутатсем те пӗлтерчӗç. Республика ертӳçине Пуçлăх тесе палăртасси вӗсене те килӗшмест. Николай Рыбушкин пӗрремӗш пулса закон проектне вӗри пуçпа тӳрех йышăнмалла марри çинчен каларӗ. 

ТР Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче лару-тăру уçăмланчӗ. Республика ертӳçине «Глава – Раис Республики Татарстан» тесе палăртрӗç, кӗске формипе «Раис Республики Татарстан» пулать. Çакăншăн депутатсен иккӗ виççӗмӗш пайӗ сасăларӗ. «Ку пӗр енчен пире 414-мӗш федераллă закон требованийӗсене тивӗçтерме, тепӗр енчен историлле, наципе культура хăйевӗрлӗхне палăртма пулăшать. Çав вăхăтрах чи çӳллӗ должность ятне улăштарса Тутарстанăн ӗçлекен Президентне Рустам Минниханова Президент пек суйланине те ăнланатпăр. Халăх уншăн çак ятпа сасăланă», – пӗлтерчӗ хăй шухăшне Альберт Хабибуллин. Ун сăмахӗпе, çӗнӗ ят чи çӳллӗ должноçа çитес суйлавра палăртнипе пӗрле  тин вăя кӗмелле. 

«Паянхи тема пуриншӗн те хумхануллă, çăмăл мар. Сирӗн эмоцисене пит лайăх ăнланатăп, анчах пирӗн малаллах утмалла, йышăну тумалла, – терӗ ларăва хутшăннă ТР Президенчӗ Рустам Минниханов. – Президент ята упраса хăварас тесе эпир нумай турăмăр, оппонентсем йышлă пулин те, çапах пурпӗрех республикăна ертсе пыракана хамăрăн палăртма ирӗке çирӗплетеймерӗмӗр, – терӗ Тутарстан ертӳçи малалла закон йӗркипе утма сӗнсе. – Йышăнăва паян тумалла, закон çавна ыйтать. Яланах мӗнле кӗтнӗ пек пулса пымасть». Депутатсен ыйтăвӗсене хуравласа Рустам Минниханов Тутарстан çӗршывăн тӗрев регионӗсенчен пӗри пулнине палăртрӗ. «Паян чи кирли – хамăрăн çынсене паха пурнăç шайӗпе тивӗçтересси. Федераллă тӗрев  республикăн пур, вăл курăмлă. Çӗршыв ертӳçисемпе те хутшăнусем лайăх. Паян, ятарлă çар операцийӗн вăхăтӗнче,  çӗршывăн пӗрлӗхне упраса хăварни кирлӗ», – терӗ республика ертӳçи. Юлашкинчен вăл депутатсене закона кӗнӗ тӳрлетӳсене йышăнма ыйтрӗ. 

Çапла закон проектне пӗрремӗшпе иккӗмӗш вулав хыççăн урăх тӳрлетӳсем кӗртмесӗр виççӗмӗшӗнче  йышăнчӗç. 

 

Ирина ГОРДЕЕВА.

Сăнӳкерчӗк 

dossov. tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев