Республикăн клиника больницин цифровизаципе опычӗ ыттисемшӗн тӗслӗх
Малашнехи планра медклиникăсене цифровизацилесси. Раççейре халăхсен хушшинчи стандарта пурӗ те 2 клиника кăна тивӗçтерет. Вӗсенчен пӗри Тутарстанăн Республика клиника больници.
Сывлăх сыхлава илес пулсан, юлашки çулсенче медицина организацийӗсенче 19 пин автоматизациленӗ ӗç вырăнӗ уçнă. Кăçал 4 пин ӗç вырăнӗпе тата 2,5 пин нумай функциллӗ устройствăсемпе тивӗçтернӗ. Çак пуçару медучрежденисенчи 5 çулран кивӗрех оборудованисен шутне 70 процентран 30-а чакарма пулăшнă. Кун пирки ТР цифра аталанăвӗн, патшалăх управленийӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗ Илья Начвин ведомство коллегийӗнче пӗлтерчӗ. Министр медицинăпа вӗрентӳри цифровизаци, ИИ аталанăвӗ пирки каласа ИИ тухтăра та, вӗрентекене те улăштарайманни çинче пусăм турӗ. Ун сăмахӗпе, вăл кăткăс процессенчи пулăшу инструменчӗ кăна.
«Хамăрăн цифра решенийӗсене шутласа кăларассине хăвăртлатасси – стратегилле задача. Республикăра ку енӗпе питӗ нумай ӗç пурнăçланать. Приоритетра социаллă сфера цифровизацийӗ», – терӗ Илья Начвин.
Малашнехи планра медклиникăсене цифровизацилесси. Раççейре халăхсен хушшинчи стандарта пурӗ те 2 клиника кăна тивӗçтерет. Вӗсенчен пӗри Тутарстанăн Республика клиника больници. Кунта HIMSS халăхсен хушшинчи цифровизаци стандартне пăхăнса ӗçлеççӗ. Министр çак опыта ытти клиникăсенче те сармаллине каларӗ. Цифровизаци стандарчӗсемпе ӗçлени экономикăшăн та эффективлă. РКБ çуллен эмелсем çине каякан тăкаксене 60 миллион таран чакарнă. Унсăр пуçне койка-вырăнсен шутне 3 процента ӳстернӗ. Ку ытларах пациента йышăнма май парать. Радиологин дата-центрӗнче искусствăлла интеллектпа усă курса ăнăçлă ӗçлени те паха опыт. Асăннă центр республикипе те телерентгенологин пӗрремӗшӗ пулса тăрать. 2026 çул вӗçленнӗ тӗле пайăрлă диагностикăри (лучевая диагностика) ИИ-алгоритмсене 3-рен 8 çитересшӗн. Ку пуç мимипе çурăм шăмми снимокӗсене тишкерессине самай хăвăртлатӗ.
ИИ малашне пациентсен медицина карточкисене тишкерсе тӗпчеме те пулăшӗ. Ку чире малтанхи тапхăрта тупма май парать. Çапла вара тӗрӗс диагноз лартса çынсен сывлăхне сиплесси лайăхланӗ, тӗрӗс мар сиплев е эмел çырса парассинчен сыхлӗ.
Тепӗр çивӗч проблема – тухтăрсен онлайн-практики. Сервис чăхăмлани республикăн пӗтӗмӗшле пурнăçне те пырса тивет. Çуллен республикăра пурăнакансем тухтăрсем патне 16 миллион ытла хутчен çырăнаççӗ. Июньте кăна 115 пин чухлӗ çырăнайман тӗслӗхе палăртнă. Министр шучӗпе, кун пек пулмалла мар. Сăлтавӗ кунта технически чăрмавсемсӗр пуçне йӗркелӳпе те çыхăннă. Проблемăна сывлăх сыхлав министерствипе пӗрле татса памаллине асăрхаттарчӗ министр. Йышăну расписанине вăхăтра лартманнипе, пациента тӗрӗс мар çырăнтарнипе те чăрмавсем пулаççӗ. ИИ ку çитменлӗхсене татса парасса шанаççӗ тӳресем.
Ирина Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев