Республикăра кăçал 6666 ӳсӗре руль умӗнче тытса чарнă
«Выртакан полицейскисем» çул çинчи травматизма аванах чакарнине шута илсе кăçал ял-хуласенче çул урлă çын каçса çӳрекен вырăнсенче тата 684 искусствăлла тикӗсмарлăх вырнаçтарӗç
Тутарстанри гаишниксем çур çулхи ӗçне пӗтӗмлетрӗç. Ăна уçăмлатма журналистемпе вӗсен пуçлăхӗ Ленар Габдурахманов тӗлпулчӗ.
Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ çынна çуралсанах пырса тивет. Кашни çемьере тенӗ пекех çăмăл машина пур. Эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ, ачасне машина лартса çӳрес йӗрке çирӗп. Инспекторсен ăна пурне те пăхăнтарас килет. Шел пулин те пур ашшӗ-амăшӗ те тимлемест çакна. Инкеке лексе çăлăнса тухайманнисем те пур. Статистикăна кӗнӗ фото тата видео кадрсем хăрушă. Васкани те пулать, манса кайни те. Çул-йӗр правилисене юнпа çырнине пӗр саманлăха та манас марччӗ. Уйрăмах хальхи, машинасем ӳссе пынă вăхăтра. Çавăнпа та ТР ГИБДД Управленийӗн пропаганда ӗçченӗсем пулас аннесене пуçтарса пепкесене машина салонӗнче мӗнле лартса çӳремелли çинчен кӗске лекцийӗсем ирттереççӗ. Садиксенче те çул-йӗр хăрушсăрлăхӗпе вӗрентӳ чылай çӗрте пур, шкулсем те ку енӗпе хастар ӗçлеççӗ. Çуллахи каникулсен вăхăтӗнче, ниçта та канма кайма çук вăхăтра урамра ача нумай. Çавăнпа та руль умӗнчи аслисен те тимлӗ пулмалла.
Кăçалхи статистикăра, коронавирус пандемиине пула-и, пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кăтартусем пӗчӗкрех. Çапах та нумая мар. Кăçалхи январь-июнь уйăхӗсенче Тутарстан çулӗсем çинче 1640 ДТП регистрациленӗ, ку пӗлтӗрхинчен 271 аварине сахалтарах. Шел пулин те вӗсенче 126 çын вилнӗ, 2018 çын аманнă. Çапах кăтартусем пӗлтӗрхи çак вăхăтран иртмеççӗ. Федерацин Атăлçи округӗпе илсен, Тутарстан çул-йӗр аварийӗсене чакарассипе малта пырать. 1640 аварирен 741-шӗнче машинасем пӗр-пӗринпе çапăннă, 428-шӗнче транспорт çынна персе ӳкернӗ, 146 аварин сăлтавӗ çул условийӗсем е асфальт тăнкăр-танкăр пулни. Тӗрӗсрех каласан, водитель асăрханмасăр çӳрени.
Çакна та уйрăммăн палăртрӗ Габдрахманов. 164 авари вăхăтӗнче салонра çул çитмен ачасем пулнă. Çур çул хушшинче çул-йӗр инкекӗсенче 178 ача аманнă, 4-шӗ вилнӗ.
Чылай чухне авари сăлтавӗ – ӳсӗр водительсем пулса тăраççӗ. Республикăра кăçал 6666 ӳсӗре руль умӗнче тытса чарнă. Вӗсенчен 595-ӗшне (ӳсӗрле машинапа çӳренӗшӗн çакланнăшăн) наказани срокӗ тухманнине пăхмасăрах иккӗмӗш хут ӳсӗрле руль умне ларнăшăн Уголовнăй Кодексăн 264-мӗш статйин 1-мӗш пункчӗпе судпа айăплаççӗ. Ку кăтарту нихçанхинчен нумайрах.
Полицейскисенчен çăмăлах тараймăн, халӗ вӗсем ӗлӗкхи пек кивӗ хăтлăр-халтăр машинасемпе çӳремеççӗ. Республикăри автоинспекторсем пӗлтӗр 40 çӗнӗ автомашина илнӗ, кăçал тата 39 «Шкода» килмелле полка.
Журналистсем электосамокатпа çӳрекенсем çул-йӗр правилисене пăсни пирки ыйту парсан ГИБДД ертӳçи хумханнине пытармарӗ. Велосипдистсем валли законра çӳрев йӗрки çырăннă пулсан, батареяллă самокатпа ярăнакан – унăн «транспорт хатӗрӗ» сехете 50 км е ытларах та хăвăртлăх кăтартма пултарать пулсан та – çуран çӳрекен шутланать.
«Законра йӗрке çырăнман-тăк, явап тыттарма май çук. Çапах электробайкпа çӳрекенӗн «М» категориллӗ права пулмаллах», – терӗ Габдрахманов.
Çавăн пекех автополицейскисем машинасене вăйлă аудиосистема лартса урамра темиçе децибеллă сасăпа кӗвӗ кăларса кантăксене чӗтреттерекен çамрăк водительсене те «пусармалли» мелсене тумаймаççӗ-ха. Глушитель конструкцине улăштарса вăйлă сасă кăларнине виçекен прибор – шумомер – пур вӗсен, магнитолла динамикӗсен сассине виçекенни çук. Çапах каçхине 23 сехет хыççăн çурт таврашӗнчи каçхи шăплăха машинаран вăйлă кӗвӗ кăларса татакансене явап тыттарас практика Административлă Кодексра пур.
Эпир куратпăр ӗнтӗ, çул-йӗр инспекторӗсем хальхи вăхăтра та пурте маскăсемпе тата перчеткесемпе ӗçлеççӗ. Вӗсен пуçлăхӗн сăмахӗсемпе, çак сыхлану меслечӗсем чăнах та коронавирусран хӳтӗлеççӗ. Март уйăхӗнченпе 1590 гаишникран 15-шне кăна ернӗ усал чир.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев