Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РФ çын прависемпе уполномоченнăйӗн Татьяна Москалькован шухăшӗпе Тутарстанăн стратегийӗ ытти регионсемшӗн те интереслӗ пулмалла

Сентябрӗн 11-12-мӗшӗсенче Хусанта, Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра «Омбудсменсен эффективлă практикисем: наци хăйевӗрлӗхӗсем, универсаллă майсем» халăхсен хушшинчи наукăпа-практика конференцийӗ иртрӗ. Тутарстан черетлӗ хутчен Ази çӗршывӗсенчен, Раççей регионӗсенчен хальхинче çын прависемпе уполномоченнăйсене йышăнчӗ.

Сентябрӗн 11-12-мӗшӗсенче Хусанта, Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра «Омбудсменсен эффективлă практикисем: наци хăйевӗрлӗхӗсем, универсаллă майсем» халăхсен хушшинчи наукăпа-практика конференцийӗ иртрӗ. Тутарстан черетлӗ хутчен Ази çӗршывӗсенчен, Раççей регионӗсенчен хальхинче çын прависемпе уполномоченнăйсене йышăнчӗ.

Сентябрӗн 11-мӗшӗнче Омбудсменсен Ази Ассоциацийӗн Директорсен канашӗпе ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин тӗл пулчӗ. Кӗскен республикăн социаллă экономикин аталанăвӗпе, Патшалăх Канашӗн, парламент комитечӗсен ӗçӗпе паллаштарчӗ. «Раççейпе Омбудсменсен Ази Ассоциацийӗн хутшăнăвӗсене Тутарстан тивӗçлӗ тӳпе кӗртессе шанатăп», – терӗ Фарид Мухаметшин хăнасене сывлăх сунса.

РФ Çын прависемпе уполномоченнăйӗ Татьяна Москалькова омбудсменсен наукăпа практика конференцийӗн Çын прависемпе декларацийӗн 75-çуллăхӗнче иртни пӗлтерӗшлӗ тесе палăртрӗ.

Сăмах май, Омбудсменсен Ази Ассоциацийӗ 1996 çулхи апрелӗн 16-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Ун йышне 25 çӗршывран (Пакистан, Азербайджан, Иран, Китай, Япони, Малайзи, Индонези, Корея, Инди, Вьетнам, Узбекистан, Армени, Грузи тата ытти çӗршывсем) 44 çын  кӗнӗ. Çавсенчен 9-шӗ Директорсен канашне йӗркеленнӗ. Тутарстан Республикин çын прависемпе уполномоченнăй органӗ çак организацире 2009 çултанпа тăрать. Ассоциацин президенчӗн тивӗçӗсене  Пакистанăн федераллă омбудсменӗ Эджаз Ахмад Куреши пурнăçласа пырать.

ТР çын прависемпе уполномоченнăйӗ Сария Сабурская шучӗпе, пӗрле ӗçлесен кăна çын прависене хӳтӗлессипе тата социаллă тӗрӗслӗхе йӗркелессипе çыхăннă ыйтусене татса пама пулӗ.

Сентябрӗн 11-мӗшӗнче Омбудсменсен Ази Ассоциацийӗн Генеральнăй ассамблейин 17-мӗш, Омбудсменсен Ази Ассоциацийӗн Директорсен канашӗн 24-мӗш ларăвӗ тата çавра сӗтел ӗçӗ иртрӗ. Мероприятисем Хусанти федераллă университетра пулчӗç. Унта ют çӗршыв студенчӗсен прависемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрӗç.

Мероприятин иккӗмӗш кунӗнче Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра Омбудсменсен Ассоциацийӗн Генеральнăй ассамблейин наукăпа-практика конференцийӗн ларăвӗсӗр пуçне тӗрлӗ секцисем ӗçлерӗç.

Ассоциацин пленарлă ларăвӗнче тухса калаçакансен шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, РФ çын прависемпе омбудсменӗ Татьяна Москалькова, Эджаз Ахмад Куреши, РФ Президенчӗн полномочилле представителӗн аппарачӗн Тутарстанри тӗп федераллă инспекторӗ Виктор Демидов, РФ сенаторӗ – ТР патшалăх власть органӗн представителӗ Александр Терентьев, РФ Ют çӗршыв ӗçӗсен министерствин Хусанти представителӗ Радик Вахитов пулчӗç.

Фарид Мухаметшин сăмахӗпе, çын прависемпе уполномоченнăйсем патне килекен ыйтусем йышлансах пыраççӗ. Ку тӗнчери лару-тăрупа та çыхăннă. Çавна май уполномоченнăйсен витӗмӗпе пӗлтерӗшӗ те патшалăх ӗçӗнче ӳссе пырать. «Эсир çынпа власть хушшинчи кӗпер пулса тăратăр», – терӗ вăл ТР Раисӗн сăмахӗсене ларăва хутшăннисен  патне çитерсе. Рустам Минниханов омбудсменсен ӗçӗн кирлӗлӗхӗ çинчен каласа çыннăн прависемпе ирӗклӗхне хӳтӗленӗ чухне вăл мӗнле тӗн тата наци çынни пулнине пăхмасăр кирлӗ пулăшупа тивӗçтермелли çинчен каланă. ТР Раисӗ Хӗвелтухăç экономика форумне хутшăннипе Хусанти мероприятие хăй килеймен.

Хăй енчен Фарид Мухаметшин чи кирли регионсенче халăхсен тăван культурипе чӗлхине сыхласа хăварасси çинчен каларӗ. Ятарлă çар операцине пула тӗрлӗ ыйтусем çуралнине те асăнса хăварчӗ парламент пуçлăхӗ. «Аманса таврăнакансем, хыпарсăр çухалнисем пур, тиев-200 те сахал мар. Çаксем пурте çӗнӗ ыйтусем кăларса тăратаççӗ. РФ Президенчӗ маларах йышăну туни, халăх тӗрев пани вӗсене вăхăтлă татса пама пулăшаççӗ», – терӗ Фарид Хайруллович. Тутарстанри Çын прависемпе уполномоченнăйӗн стратегине палăртса ăна ытти регионсен хушшинче сарма сӗнӳ пачӗ. «Çав документа эпир çын прависемпе çыхăннă мӗнпур ыйтăва кӗртме тăрăшрăмăр. Сария Сабурскаяна закон кăларас полномочипе те тивӗçтернӗ. Вăл унпа активлă усă курать», – терӗ Фарид Мухаметшин. Юлашкинчен   наукăпа практика конференцине хутшăнакансене ăнăçлă ӗçлеме сунчӗ.

  «Эпир те хамăр енчен республика ертӳçисен шанăçне тӳрре кăларма тăрăшăпăр», – терӗ пленарлă ларăвăн модераторӗ Сария Сабурская.

Татьяна Москалькова Тутарстанра йӗркеленӗ хатӗрлев ӗçӗсене пысăка хурса хакларӗ.

ИТ-парк хăйне тӗлӗнтернине кура хатӗрленӗ доклада та кăштах улăштарнине каларӗ. «Пирӗн ӗçри ИТ технологисен усăллăхӗпе сиенӗ» тесе палăртрӗ вăл хăй докладне. Москалькова шучӗпе, çӗнӗ технологисем омбудсменсене çынсемпе хăвăрт та тӳррӗн çыхăнма, ыйтусемпе проблемăсене эффективлă татса пама пулăшаççӗ. Пандеми вăхăтӗнче ИТ технологисем вăйлă пулăшнине асăнчӗ. Сиен шутӗнче – çыннăн харпăр пурнăçӗ, унăн даннăйӗсем ытлашшипех уçă пулни. Ку вара федераллă закона та хирӗçлет. «Çавăнпа эпӗ РФ Правительство Председателӗ Михаил Мишустин патне пирӗн валли ятарлă федераллă патшалăх информаци системине йӗркелесе яма ыйтрăм. Вăл уполномоченнăйсене пӗр çаврăма пуçтарса çынсенчен килекен ыйтусене эффективлăрах, тула кăлармасăр татса пама пулăшӗччӗ. Эсир ак манран федераллă уполномоченнăй патне мӗнле ыйтупа килеççӗ тесе час-час ыйтатăр. Вара эпӗ питӗ нумай вăхăта даннăйсене пухса тӗпчесси çине яратăп. Мӗншӗн-ха çынсем регион шайӗнче ыйтăва татса парайман? Мӗншӗн ман пата килеççӗ? Ку регионăн хăйевӗрлӗхпе çыхăннă. Приморски тăрăхӗнче экологи ыйтăвӗсем çивӗч пулсан, центрти регионсенче – кил-çуртпа медицина ыйтăвӗсем. Пуринчен ытла федераллă шая уголовнăй ӗçсемпе, преступленисен следствийӗпе çыхăннă ыйтусемпе тухаççӗ. Çавăнпа та федераллă патшалăх информаци системине туни çын прависемпе çыхăннă проблемăсене пурне те курса тăма, вăхăтлă татса пама пулăшӗ», – терӗ Татьяна Москалькова.

Уполномоченнăй шучӗпе паян обществăра тӗрӗслӗхпе, наци тивӗçӗпе, социаллă сферăри проблемăсене татса пама пултаракан механизмсене çирӗплетессипе çыхăннă ыйтусем тӗп вырăнта. Çавăнпа омбудсменсен ларăвӗнче вӗсене тӗп тимлӗхе илнӗ те.

Татьяна Москалькова çӗршывсен уполномоченнăйӗсен хушшинче меморандумсем çирӗплетни ют çӗршывра йывăрлăха кӗрсе ӳкнӗ  Раççей гражданӗсене пулăшма май пани çинчен те каларӗ. Сăмах май, кăçал Татьяна Николаевна Турци тӗрмине çакланнă Раççей хӗрарăмӗ патне лекме пултарнă. Меморандум çирӗплетни омбудсмена Турци влаçӗпе калаçса татăлмасăрах хăйпе пӗрле кирлӗ çынна илсе кайма май панă. «Çак практикăна халӗ пысăкрах шайра сарас килет», – терӗ уполномоченнăй.

Пленарлă лару хыççăн сесси ӗçӗсем пуçланчӗç. «Çыннăн социаллă прависене хӳтӗлесси: çӗнӗ вызовсем, актуаллă проблемăсем, вӗсене татса парасси» сессие РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова йӗркелесе пычӗ. Унта хăйсен ӗçӗпе Азербайджанăн çын прависемпе уполномоченнăйӗ Сабина Алиева, Свердловск (Татьяна Мерзлякова), Оренбург (Анатолий Чадов), Новосибирск (Нина Шалабаева), Иркутск (Светлана Семенова) облаçӗсен, Хабаровск тăрăхӗн (Игорь Чесницкий), Дагестан Республикин (Джамал Алиев) омбудсменӗсем паллаштарчӗç.

«Право хӳтӗлессинчи обществăлла организацисен пӗлтерӗшӗ, эффективлă та кирлӗ практикăсем» сессире Раççей регионӗсен – Марий Эл республикин, Тула, Пермь, Тамбов обаçӗсен уполномоченнăйӗсемсӗр пуçне Китай, Пакистан омбудсменӗсем хăйсен практикипе паллаштарчӗç.

Наукăпа практика конференцийӗ резолюци йышăннипе вӗçленчӗ.

Калас пулать, сентябрӗн 11-мӗшӗнче Ассоциацин Директорсен канашне çӗнетнӗ. Унта ТР çын прависемпе уполномоченнăйӗ Сария Сабурская та кӗнӗ.          

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество