Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Роспотребнадзор кăçал Тутарстанра шăши сивчирӗ ӳсесси пирки асăрхаттарать

«Çак чир кашни 3-4 çултан çӗкленет. Пӗлӗр тата, прогнозсем тăрăх, кăçал ГЛПС-па (геморрагическая лихорадка с почечным синдромом) чирлесси самай ӳсессине кӗтетпӗр», – тесе пӗлтернӗ журналистсене Роспотребнадзорăн Тутарстан Республикинчи Управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина.

Хӗл ăшă пулнипе шăшисемпе йӗке хӳресен шучӗ ӳсет, çавна кура чирлӗ чӗрчунсемпе çын контакта кӗрес хăрушлăх та ӳссе пырать. 2022 çул пӗтӗмлетӗвӗсемпе, Атăлçи федераллă округăн субъекчӗсен хушшинче çынсем шăши лихорадкипе чирлессипе Тутарстан виççӗмӗш вырăна тухнă.

Шăши лихорадкинчен прививкăсем çук, çапах та асăрхансан вăл хăрушах та мар. Пысăк температурăсемпе хӗвел çутинчен «хăрать» вăл.

Çуллахи пӳртсене пурăнма куçиччен мӗн пур пӳлӗмсене хлорлă тасатмалли хатӗрсемпе çуса тухăр. Хӗлле пухăннă тусансене резина перчеткесем, сăмсапа çăвара лайăх хуплакан маскăсем тăхăнса шăлмалла.

Харпăр гигиена пирки те манса каймалла мар. Çурт-йӗре тирпейленӗ хыççăн аллăрсене супăньпе çуса тасатăр. Туртакан çынсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, таса мар алăсемпе сигарет тытмалла мар. Астăвăр, аллăра тăтăш çуса тăрсан, эсир хăрушă вируса организма çакланма памастăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев