Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗрҫуллӑх тӗлне ҫӗнӗ сорт

Ҫӗнӗ сортсене кӑларасси тӑтӑшах пырать, анчах лайӑх сорта туса кӑларма 10 ҫул ытла кирлӗ пулма пултарать

 

Тутар наукӑпа тӗпчев ял-хуҫалӑх институчӗн ӑсчахӗсем ТАССР 100 ҫул тултарнӑ тӗле ҫӗнӗ тулӑ сортне кӑларнӑ. Ӑна "ТАССРа 100 ҫул" ят панӑ. ТР Ял-хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, институт ҫӗнӗ сорта патентлама заявка ярса панӑ ӗнтӗ. 
"Ҫӑкӑр пӗҫерме юрӑхлӑ, нумай белок тата клейковинӑллӑ туллӑн ҫемҫе сортне кӑларма тӗллев лартнӑччӗ эпир. Шӑпах ҫакӑн пек тырра экспорт рынокӗнче нумай ыйтаҫҫӗ, – пӗлтернӗ наукӑпа тӗпчев институчӗн директорӗ Марсель Тагиров.
"ТАССРа 100 ҫул" туллӑн сортне институтӑн ертсе пыракан наука сотрудникӗ Нурания Василова кӑларнӑ. Ун сӑмахӗсемпе, ҫӗнӗ сортсене кӑларасси тӑтӑшах пырать, анчах лайӑх сорта туса кӑларма 10 ҫул ытла кирлӗ пулма пултарать. Ҫапла, "ТАССРа 100 ҫул" тулӑ сорчӗпе вӑрлӑхсене 2010 ҫултах пӗтӗҫтернӗ.
Нурания Василова палӑртнӑ тӑрӑх, кӑларнӑ сортра кӑткӑс комбинаци – унӑн тытӑмӗнче "Амир", "Асамат кӗперӗ" тата ыттисем. Туллӑн ҫӗнӗ сорчӗ "вӑйлисен" шутне кӗрет, мӗншӗн тесен вӑл чирсене парӑнмасть тата тухӑҫлӑхӗпе арграрийсем кӑмӑллакан "Йолдыз" сортран ирттерет.
Хальхи вӑхӑтра институт "Надира" ятлӑ тата пӗр тулӑ сортне тӗрӗслет, унӑн вӑрлӑхӗсем хӗрхӗлтӗм (фиолетовый) тӗслӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев