Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Руслан Морозов: «Теттелле вылямастпăр вӗт – чăтмалла»

Аксу районӗнчи Аксу хула евӗрлӗ поселокӗн каччи Руслан Васильевич Морозов (1993 çулхи) ятарлă çар операцийӗнче 2022 çултанпа. Тулли мар мобилизацин иккӗмӗш тапхăрӗпе кайнăскер, пӗрремӗш кунранах мотострелоксен 430-мӗш полкӗн 2-мӗш батальонӗнче Кăнтăр Донецкпа Запорожье енче Тăван çӗршывăн интересӗсене хӳтӗлет. Çак вăхăтра I, II степеньлӗ «За храбрость», Суворов, Жуков, «За боевое отличие», I, II степеньлӗ «За доблесть», «За боевое Содружество», «Участнику СВО» медальсене тивӗçнӗ. Черетлӗ кӗске отпуска таврăннă БПЛА операторӗпе, аслă сержантпа пирӗн те калаçма май пулчӗ.

Руслан Морозов Аксу хула евӗрлӗ поселокра çуралса ӳснӗ. Çемьери пилӗк ачаран кӗçӗнни вăл. Вырăнти иккӗмӗш номерлӗ шкулта 11 класс пӗтерсен Хусанти патшалăх аграри университетӗнче «Электрооборудование и электротехнологии в АПК» специализаципе инженер-технолога вӗренсе тухнă (2016 çул). Малалла йăлт хăй йӗркипе, пин-пин çамрăкăнни пекех: çар служби, ӗç. Аслă пӗлӳллӗ специалист 2017 çулта çартан таврăнсан «Хусанти çу комбиначӗ» предприятие видеосăнав енӗпе инженера вырнаçать. Унтан... 2022 çул.

Çапла кирлӗ пулчӗ-тӗр

«СВО пуçланнă хыпара пит хумханса йышăнтăм теместӗп. «Пуçланчӗ-тӗк, апла Правительствăна кирлӗ», – терӗм кăна. Ун чухне вӗт хăвăрт пӗтессӗн туйă­натчӗ, вăл вара тăсăлса кайрӗ», – лăпкăн пуçларӗ калаçăва енте­шӗмӗр. 

Çарта хăйне РФ Хӗç-пăшаллă вăйӗсен служба йыттисене ӗрчетекен Г.П. Медведев генерал-майор ячӗллӗ 470-мӗш вӗрентӳ центрӗнче кинолога хатӗрленӗрен-ши, учебка хыççăн Мускав облаçӗнчи Дмитров хулинчи 4-мӗш танк дивизийӗнче те çак специальноçпах служба иртнӗрен-ши, СВО вутне кӗрессе шутлама та пултарайман вăл малтан. Анчах инженер-технолог вăрçăра кирлӗрех пулчӗ-тӗр. Çапла Руслан Морозов 2022 çулта тулли мар мобилизацин иккӗмӗш тапхăрне лекет. «Повесткăна мана ӗçе пырса пачӗç. Ӗç урлă кайнă эп», – тăсăлчӗ малалла калаçу. 

«Повесткăна алла илсен, мӗншӗн манăн каймалла темерӗн-и?» – ыйтрăм ентешӗмӗртен. «Тӗрӗссипе, пиртен кашнин: «Мӗншӗн эпир кăна каймалла, мӗншӗн ыттисен те мар?» – текен ыйту пулнă малтан. Мӗн тăвăн, çапла кирлӗ пулчӗ-тӗр», – хăйне ятарлă çар операцине кайма шăпа тухнăшăн никама айăпламасăр, хурламасăр малалла та лăпкăн калаçрӗ вăл. 

Руслан Морозов аслă сержанта 2022 çулхи мобилизаци кампанийӗ вăхăтӗнче Хусанта, ытларах тутарстансенчен, йӗркеленӗ мотострелоксен 430-мӗш полкне илеççӗ. 2-мӗш батальона лекет вăл. 

Хусанти танк училищин полигонӗнче хатӗрленӗ хыççăн 2022 çулхи декабрь уйăхӗн вӗçӗнче, шăпах Çӗнӗ çул умӗн, Украинăна ăсатаççӗ вӗсене. РФ Хӗç-пăшаллă вăйӗсен «Восток» группировкинчи пӗтӗмӗшле çар тӗсӗсен 29-мӗш гварди çарӗн (29-ая общевойсковая армия) йышне кӗнӗ 430-мӗш полк паянхи кунччен Кăнтăр Донецкпа Запорожье енче неонацистсемпе кӗрешет. 

Хăвăрт хăнăхнă

«Эпӗ 430-мӗш полкăн 2-мӗш батальонне мӗнле лекнӗ, çавăнтах юлнă. Ятарлă çар операци­йӗ­н условийӗсене адаптаци йывăр пулнине астумастăп. Хăвăрт хăнăхрăмăр, мӗншӗн килнине тӳрех ăнланатăн унта тата ансатрахчӗ те ун чух, оборонăра кăна тăраттăмăр. 2023 çулхине ВСУн контрнаступленине унтах кӗтсе илтӗмӗр...» – çăмăл мар вăхăтсене аса илчӗ Руслан.

2023 çулта июнь уйăхӗнче ВСУ çарӗсем Мариупольтен хӗвел­анăçнелле Азов тинӗсӗ патне тухас шутпа контрнаступлени пуçласан пирӗн 430-мӗш полк Донецк Халăх Рес­публикипе Запорожье облаçӗ чикӗленекен Великая Новоселка направленийӗн­чи Времевка сăмсахӗ патӗнчи Старомалиновка, Руслан Морозовăн 2-мӗш батальонӗ вара Урожайное ялӗсем çывăхӗнче çапăçăва кӗрет. Июнь уйăхӗнчен пуçласа августчен пырать вăйлă çапăçу, пирӗннисем пурпӗр оборонăна татма памаççӗ. Тепӗр пысăк операцие те асăнмасăр май çук. Вăл – 2024 çулта кӗркунне ытти çарсемпе пӗрле вăйлă çапăçусемпе Угледар хулине илни. Ирӗке кăларнă çак хулана ун чух 430-мӗш полк чăн малтан кӗрсе хула çийӗн Çӗнтерӳ тата Тутарстан ялавӗсене çӗклерӗ. Унтан Разлив, Отрадное, Поддубное, Толстое, Зеленый Гай ялӗсем...

9 медаль

Руслан Морозов çак вăйлă çапăçусенче икӗ хутчен аманать, сипленет те каллех строя тăрать. Вăл мӗнле салтак пулнине наградисем çирӗплетеççӗ. Вӗсем вара аслă сержантăн сахал мар: I, II степеньлӗ «За храбрость», Суворов, Жуков, «За боевое отличие», I, II степеньлӗ «За доблесть», «За боевое Содружество», «Участнику СВО» медальсем.

Патшалăх наградисене ахаль памаççӗ, мӗншӗн тивӗçрӗн тесен те акă: «Тӗрлӗ задачăсене пурнăçлама тивет. Манăн ӗç ытларах тӳпепе çыхăннă. Эпир ялан тӳпере: сăнатпăр, хамăр вӗçтеретпӗр. Эпир тунă ӗçсем çав тери нумай», – терӗ сăмаха пит вакламасăр. 

Ятарлă çар операцине пӗр вăрçăпа та танлаштарма çук, тактики куллен тенӗ пек улшăнать. Разведкăн, çапăçăвăн чи кирлӗ инструменчӗ халь – пилотсăр вӗçев системи. Çавăнпа БПЛА операторӗсен ӗçӗ çав тери кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ. Шăп çак ӗçе пурнăçлать те Аксу район каччи. «Пилотсăр система вăл – йăлт урăх япала. Гражданкăра илнӗ хăнăхусем мана питех кирлӗ те пулмарӗç. Кунта вӗт пирӗн те, ВСУн та çӗнни нумай. Çавăнпа урăх хăнăхусене хăвăрт хăнăхма, яланах хатӗр пулма тивет», – гражданкăра видеосăнав енӗпе инженер пулсан та фронтри хăнăху ун çывăхне те пыманнине палăртрӗ Руслан Морозов.

Каллех çула тухмалла

БПЛА операторӗсен кӗске отпускӗ нумай чухне улăштаракан специалист пуррипе çуккинчен килет, çавăнпа отпуск вăхăтне вӗсен тепӗр чух вăрах кӗтме тив­сен те ӳпкелешмерӗ вăл:«Гражданкăра мар, теттелле вылямастпăр вӗт унта – чăтмалла», – терӗ кăна. 

Руслан Морозов тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине кайнăранпа 4 çула яхăн. Çак вăхăтра çар опычӗ çителӗклӗ пухăннă ун. Йывăр самантсенче чăн малтан шăпах опыт пулăшнине пытармарӗ ентешӗмӗр. Паллă ӗнтӗ, кашни салтакшăн чи вăйлă мотиваци вăл – хăвăртрах киле таврăнасси, чи пысăк ӗмӗт вара мирлӗ пурнăçпа пурăнасси. Хальлӗхе мирлӗ пурнăçа таврăнма вăхăт çитеймен-ха пирӗн салтаксен, çавăнпа кӗске отпусксене кӗтесси юлать. Вăл вара салтакшăн кăшт сывлăш çавăрса ямалăх самант кăна. «Мирлӗ пурнăçа хăнăхмалăхах мар вăл, хăвăрт иртсе каять тата шухăшсемпе пурпӗр унтах эс. Тăвансемпе, çывăх çынсемпе, юлташсемпе калаçма та ӗлкӗрейместӗн. Килте те пулăшса хăварас килет кăшт», – терӗ аслă сержант çакна çирӗп­летсе. 

Ентешӗмӗрӗн черетлӗ отпускӗ вӗçленсе пырать ӗнтӗ, çитес эрнере унăн каллех çула тухмалла. Килте вара яланхи пекех амăшӗ Зинаида Евгеньевна, пӗр тăванӗсемпе çывăх çыннисем пăшăрханса куç пек кӗтӗç. Кăмăла кайнă хӗрӗ пулсан та, Руслан Морозов хальлӗхе авланман-ха. Çамрăк-ха вăл, пурне те ӗлкӗрӗ, вăрçи кăна чарăнтăр. Аслă сержанта эпир те хăюлăхпа паттăрлăх тата киле ырă-сывă таврăнма ăнăçу сунатпăр.

 

Р.Морозов харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои