Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов тутарстансене чӗнсе калани

Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине кӗртекен улшӑнусене ырлассипе ҫыхӑннӑ Пӗтӗмраҫҫейри сасӑлав – историлле пулӑм

 

 

Хисеплӗ тутарстансем!

Июнӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен эпир историлле пулӑма – Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине кӗртекен улшӑнусене ырлассипе ҫыхӑннӑ Пӗтӗмраҫҫейри сасӑлава хутшӑнакансем пулса тӑратпӑр.
Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ, малта пыракан политика тата обществӑлла вӑйсем Конституцири тӳрлетӳсене ырларӗҫ, мӗншӗн тесен ку вӑл ҫӗршывӑн хӑватне ҫирӗплетекен тата тӑван республикӑна чечеклентерекен майсем.
Пирӗн ҫӗршыв несӗлсен аслӑ паттӑрлӑхӗпе тулнӑ пӗрлехи пуян истори ҫине таянать. Ҫакӑнта пирӗн вӑй!
Федераллӑ центр тата Владимир Владимирович Путин хӑй тӗрев панипе пысӑк программӑсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Республика – чылай кӑтартупа малта пырать.
Конституцие кӗртекен тӳрлетӳсем – пур ҫитӗнӳсене ҫирӗплетсе пулас ӑнӑҫусем валли никӗс хывни. Ҫавӑнпа тӳрлетӳсене ырласа сасӑланӑ чухне тутарстансем пӗрлешсе тӗрев пани кирлӗ те.
Пирӗн халӑхшӑн ҫемье малти вырӑнта пулнӑ. Тӳрлетӳсем ачана гармонире ҫитӗнтерме май туса параҫҫӗ, йӑлари ҫемье йӗркисене упрама  хистеҫҫӗ: аттепе анне, аслисене хисеплесси, ҫемьери темиҫе ӑру пӗр-пӗрне пӑхни. Ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ!
Ҫак тӳрлетӳсем коронавирус пандемии вӑхӑтӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ. Паян паха медицина пулӑшӑвӗ кашни ҫыншӑн пысӑк хаклӑлӑх пулса тӑчӗ, ҫӗршыв шайӗнче вӑл наци хӑрушсӑрлӑхӗн пӗлтерӗшӗнче.
Унсӑр пуҫне социаллӑ хӳтлӗх, ӗҫлекен граждансене тӗрев парас ыйтусем ҫивӗчленчӗҫ. Кашни ҫын хӑйне хӳтлӗхре туймалла, патшалӑх пурнӑҫ тӑршшӗпех тӗрев парасса шанса пурӑнмалла.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул, ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ҫулталӑкра историне фальсификацилеме юраманни ҫинчен калакан тӳрлетӳсем уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Раҫҫейӗн хӑвачӗ – унӑн халӑхӗсен культурисем тӗрлӗрен тата ҫӗршыв халӑхӗн идеалӗсем пӗр пулнинче. Тӳрлетӳсем мӗн пур халӑх хӑййевӗрлӗхне хӳтӗлеҫҫӗ, чӗлхисен, культурине, йӑлисене упраҫҫӗ. Раҫҫейӗн культура еткерлӗхӗ патшалӑх хӳттинче пулнине палӑртаҫҫӗ.
Хаклӑлӑхсем, йӑласем, суверенитетпа патшалӑх пӗрлӗхӗ – пирӗн ҫӗршыв тытӑнса тӑракан никӗс. Конституцин тӳрлетӗвӗсем ҫак никӗсе ҫирӗплетеҫҫӗ. Хальхи тӗнчере Раҫҫейӗн вырӑнӗ ӳснине тӗкӗрлет, Тӗп законӑн приоритечӗсене – граждансен прависемпе интересӗсене хӳтӗлессине, социаллӑ гарантисене ҫирӗплетет.
Пиртен кашнийӗ ӑнланмалла, Конституци вӑл эпир! Ҫак законра пирӗн пурнӑҫ, тӑвансен, ҫывӑх ҫынсен пурнӑҫӗ, пирӗн ачасемпе ҫӗршывӑмӑрӑн пуласлӑхӗ. Ун тӑрӑх пирӗн пурӑнмалла, пирӗн ӑна тӗсетмелле.
Хисеплӗ юлташсем!
Эрне хушшинче хамӑра мӗнле меллӗ, ҫавӑн пек сасӑлама пулать.
Сасӑлава йӗркеленӗ ҫӗрте хӑрушсӑрлӑхӑн мӗн пур енӗсене тивӗҫтернӗ. Вӑл контактсӑр иртет, мӗн пур хутшӑнакана харпӑр хӳтлӗх хатӗрӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ.
Тутарстансенчен ытларахӑшӗ активлӑ граждан позицине кӑтартса пӗтӗмраҫҫейри сасӑлавра тӳрлетӳсене ырласса шанатӑп.
Сире ырӑ сывлӑх, телей, ӑнӑҫу тата оптимизм сунатӑп!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев