Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов заправкăсене тӑтӑшах тӗрӗслеме хушнӑ

Юлашки кунсенче Хусанта топливо ыйтăвӗ çивӗчленни палăрать. Çавна май хулари автозаправкăсем илсе килекен бензинăн калăпăшне ӳстернӗ, анчах та ку ыйтăва татса пама пулжшайман. Рустам Минниханов логистика ыйтăвӗсене тӗрӗслеме хушнине пӗлтернӗ ТР Раисăн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова.

«Паянхи куна топливо туса илекенсем потребительсен хушшинче паника пулнине палăртаççӗ. Пӗр заправка маларах 15 тонна топливăна 24 сехетре сутнă пулсан, паян çав калăпăша 6 сехетре сутса пӗтерет. Сăлтавӗ – водительсем топливăна кирлинчен ытларах илнинче», – тенӗ хыпарта.

Республикăри заправкăсенче бензина канистрăсене яма чару кӗртнӗ. Анчах та ăна пур çӗрте те пăхăнмаççӗ. Çавна пула заправкăсенче  вăрăм черет йӗркеленет, ку объективлă сăлтав çук çӗрте топливăн искусствăлла дефицитне туса ярать. Çавна май республикăра пурăнакансене автомобильсене кирлӗ таран çеç заправка тума ыйтаççӗ, паникăна пăхăнмалла мар.

«Рустам Минниханов топливо секторӗшӗн яваплă мӗнпур службăна АЗСсенче  тăтăш тӗрӗслевсем ирттерме тата йӗркене пăснине тупса палăртсан тивӗçлӗ мерăсем йышăнма хушу панă», – пӗлтерет Галимова.

Паянхи кун тӗлне автозаправка станцийӗсене топливо графикпа илсе килеççӗ, топливо запасӗ те çителӗклӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: азс Раис РТ топливо бензин