САДОВНИКОВ ХУТЬ ХĂШ ХАЛĂХĂН КОНЦЕРТНЕ ИЛЕМ КӲРЕТ
Тутарстанри чăваш композиторсенчен пӗри çак кунсенче 70 çул тултарчӗ
Тутарстан чăвашӗсен хушшинче мӗнле кăна пултаруллă çын çук-ши? Тава тивӗçлӗ çӗр ӗçченӗсем те, вӗрентекенсем те, тухтăрсем те, меценатсем те, паллă спортсменсем те пур пирӗн, ăсчахсем те, паттăр офицерсемпе çар пуçӗсем те. Поэт-писательсенчен те чухăн мар эпир. Вăл кăна-и? Калем ăстисем шăрçаланă сăвăсене юрра кӗвӗлекенсем те хамăрăнах. Тутарстанра пурăнакан чăваш композиторсем, сахалăн юлчӗç пулсан та, пур-ха пирӗн. Вӗсенчен пӗри, Лениногорск хулинче пурăнакан Геннадий Садовников ку эрнере 70 çул тултарчӗ. Геннадий Николаевича «Сувар» вулакансем аван пӗлеççӗ. Ун çинчен хаçатра пӗрре мар çырнă. Пултаруллă юрăçă, музыкант, композитор нумай çул ӗнтӗ республика шайӗнчи чăвашсен уявӗсене хастар хутшăнать.
Геннадий Николаевич Садовников 1953 çулхи январӗн 24-мӗшӗнче Аксу районне (ун чух Алексеевски районӗ пулнă) кӗрекен Çӗньял ялӗнче çуралнă. Ялӗнчи пуçламăш е Емелькинăри вăтам шкулта вӗреннӗ чухне юрă-кӗвӗпе туслашнă-ши пулас композитор, татса калама çук. «Хама мӗн астăвасса юрлатăп эпӗ. Емелькино шкулӗнче вырăс чӗлхи вӗрентекен Тамара Никитична Филиппова агитбригада йӗркеленӗччӗ. Унтакшă, Çӗмӗртлӗ, Емелькино тата Çӗньял клубӗсенче тăтăшах концертсем лартаттăмăр», – ача чухнехине аса илет вăл.
Пӗр шутласан шкулта вӗреннӗ чухне эпир пурте тенӗ пекех юрласа-ташласа ӳснӗ-ха ӗнтӗ. Анчах çитӗнсе çитсен пӗр-пӗр професси суйлатпăр та манатпăр илемлӗ пултарулăх пирки. Геннадий вара чун киленӗвне малалла аталантарма шутланă – 1970 çулта Лениногорскри музыкăпа ӳнер училищине вӗренме кӗнӗ. Музыка тӗнчипе профессиллӗ шайра паллашма пысăк хавхаланупа пуçăннă Çӗньял каччи. Анчах та часах салтак çулне çитнӗ йӗкӗте вӗреннӗ çӗртенех çара илеççӗ.
Çарта та юрă-кӗвӗрен пӗр самантлăха та уйрăлман вăл: салтаксен хушшинче иртекен смотрсене тăтăш хутшăннă. Хӗсмете «вӗрсе каламалли кӗвӗ хатӗрӗсен оркестрӗн инструкторӗ» (старшина) должноçӗпе вӗçлет вăл.
Салтакран таврăнсан тăван училищӗне таврăнать, вӗренӗве малалла тăсать. Диплом илнӗ çул çамрăк музыкант тутарсен паллă композиторӗпе Энвер Бакировпа паллашнă. Унпа пӗрле Лениногорск районӗнчи Анат Чершила ялӗнче ача-пăча музыка шкулне уçать. Çамрăк специалист вӗрсе каламалли кӗвӗ хатӗрӗсен оркестрне йӗркелесе ярать, ачасене тӗрлӗ музыка инструменчӗсемпе калама вӗрентет. Тӗрлӗ конкурссене хутшăнма пуçлаççӗ ачасемпе. 1979 çулта Пӗкӗлмере иртнӗ оркестрсен смотр-конкурсӗнче пӗрремӗш вырăн çӗнсе илеççӗ. Çакăн хыççăн пултаруллă музыканта Лениногорск хулинчи Культура керменне дирижер пулса ӗçлеме чӗнсе илеççӗ.
Кунта та талантлă музыкант пуçарулăхпа тӗлӗнтерет, «Альтаир» эстрада тата вӗрсе каламалли кӗвӗ хатӗрӗсен оркестрӗсене ертсе пыма пуçлать. 1989 çулта Г.Садовников пуçарăвӗпе Лениногорскра «Шурă хурăн» чăваш фольклор ансамблӗ йӗркеленнӗ. Халӗ ӗнтӗ ку коллектив тахçанах халăх ансамблӗн ятне тивӗçнӗ. «Шурă хурăн» республика шайӗнче иртекен конкурссенче, фестивальсенче, смотрсенче час-часах лауреат е дипломант ятне тивӗçет.
Геннадий Николаевич хăйӗн пултарулăхӗпе пурне те тӗлӗнтерет. Чаплă концертмейстер пур çӗре те ӗлкӗрет: мăкшă-ирçесен ансамблӗ юрланă чух та, тутарсен, вырăссен е чăвашсен концерчӗсенче те. Кӗскен каласан, талантлă музыкант хуть хăш халăхăн пултарулăхне те кӗвӗ каласа илемлетме, пуянлатма пӗлет. Çавăнпа хаклаççӗ ăна Лениногорскри Культура керменӗнче.
Халь те хастар ӗçлет Г.Н.Садовников. 2020 çулта, тӗслӗхрен, купăсçăсен ансамбльне йӗркелесе янă вăл. Çав çулах республикăри ветерансен хушшинче иртекен «Балкыш» фестивальте малти вырăна йышăнма пултарнă Лениногорск купăсçисем.
Каларăмăр ӗнтӗ, Геннадий Садовников – Тутарстанри профессиллӗ чăваш композиторӗсенчен пӗри. Юлашки 20 – 30 çулта вăл çӗр ытла юрă çырчӗ пулӗ. Вӗсенчен хăш-пӗрисемпе «Сувар» хаçата вулакансем паллашнă. Вăхăтран вăхăта кун çути куракан «Шурăмпуç» журналăн кăларăмӗсем те Г.Садовниковăн юррисемсӗр тухмаççӗ. Вырăс, тутар, мăкшă поэчӗсен сăввисене те самай юрра хывнă пултаруллă композитор. Анчах та, куллен тӗрлӗ халăх хушшинче ӗçлеме тивсен те, Геннадий Николаевич хăй чăваш ывăлӗ пулнине пӗр самантлăха та манмасть. Çавăнпа та вăл кӗвӗленӗ юрăсенчен ытларахăшӗ чăвашла пулнинчен тӗлӗнмелли çук. Чăвашсем сахалăн пурăнакан Лениногорск районӗнче акă ӗнтӗ миçе çул хамăр халăхăн культурине сыхласа хăварас тата аталантарас, çамрăк ăрăва хамăр пӗлнине парса хăварас тесе хăйпе пӗр шухăшлă çынсемпе пӗрле ырми-канми тăрăшать Г.Садовников. Ытти халăхсен хушшинче чăваш сасси те тивӗçлӗн янăратăр тесе чунне пама хатӗр 50 çул ытла çемйипе Лениногорскра пурăнакан ентешӗмӗр.
Ахальтен мар Геннадий Николаевич Ш.Бикчурин ячӗллӗ преми лауреачӗн ятне, ТР Культура министерствинчен «Культурăри тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» палла илме тивӗçнӗ. Çавăн пекех Г.Н.Садовникова ТР Президенчӗн Указӗпе «Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» ята панă. Чăннипех тивӗçлӗ.
Ентешӗмӗре малашне те курăмлă ӗçлеме ăнăçу сунатпăр, çӗнӗ юрăсем кӗвӗленсех тăччăр.
Г.Садовниковăн харпăр
архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев