Хусанти «Салам» Раççей вăйă картинче
Августăн 15-мӗшӗнче Раççейӗн 100 хулинче, çав шутра Ешӗлварпа Менделеевскра та, «Хороводы мира» Пӗтӗм Раççей акцийӗ иртрӗ.
Августăн 15-мӗшӗнче Раççейӗн 100 хулинче «Хороводы мира» Пӗтӗм Раççей акцийӗ иртрӗ. Ăна çӗршывра пурăнакансем пӗрле пуçтарăнса хăйсен шăпине палăртчăр текен тӗллевпе йӗркеленӗ. Тутарстанран унта икӗ хула – Ешӗлварпа Менделеевск хутшăнчӗç. Пӗрремӗшӗ Хусан çывăхӗнчех вырнаçнипе эпир унта кайса килтӗмӗр. Йӗркелӳ ӗçӗсене кунта Ешӗлвар районӗн Горький ячӗллӗ культурăпа халăх пултарулăх центрӗн директорӗн творчество енӗпе çумӗ Ильсияр Аронова хăй çине илнӗ. Çак тӗлӗнсе каймалла уçă кăмăллă хӗрарăм кашнинех чи хаклă хăнана кӗтсе илнӗ пек йышăнчӗ. Мероприяти кунта çавра сӗтел ӗçӗнчен пуçланчӗ. Унта ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн, ТР Индуссен наципе культура пӗрлешӗвӗн, Тутар конгресӗн, Ешӗлварти Вырăссен наципе культура пӗрлешӗвӗн, «Ак калфак» представителӗсем, «Волжская вольница», (Марий Эл) тата «Салам» (Хусан) ансамбльсем хутшăнчӗç. Хисеплӗ хăнасен шутӗнче ТР Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн председательне Александр Семенова, Чăваш халăх академикӗсен Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçине Евгений Турхана, Донецк облаçӗнчен килнӗ А.М.Ширинские асăнмалла.
– Эпир пурте çак çӗр çинче пурăнатпăр. Анчах пӗр-пӗрин çинчен нимӗнех те пӗлместпӗр. Асăрханă чух тӗлӗнсе иртсе кайнипех çырлахатпăр. Пӗр-пӗрин культури, историйӗ, ăçтан пулса кайни пирки ыйтса та пӗлместпӗр. Калаçса кайсан вара пире пӗр тымарсем çыхăнтарса тăнине, тăванла йăхсем пулнине, Атăлçи Пăлхар пуçланса кайичченех пӗр халăхран тухнине пӗлетпӗр. Сăмах май, Пăлхар малтан Краснодар крайӗнчи хальхи Тамань вырăнӗнчелле тӗпленнӗ пулнă. Тарăн чавма пуçласан индуссемпе те эпир çывăх. Хамăрăн кӳршӗсене юратсан, хисеплесен питӗ нумай çӗннине пӗлме пулать. Вăйă карти вăл – пӗрлештерекен символ. Паянхи мероприяти чăннипех авалхи Раççей çӗрӗнче пурăнакансен туслă карти пулса тăрать. Наци йăли-йӗркисене реставрацилесе эпир пӗр-пӗрне шалтан пӗлме тытăнатпăр, – терӗ Ильсияр Узбековна çавра сӗтеле уçса.
Центр ертӳçин çумӗ палăртнă тăрăх, Ешӗлвар Чăваш Енпе, Марий Элпа чикӗленнӗ вырăнта ларать. Çавăнпа «Хороводы мира» фестивале кунта ирттерни уйрăмах вырăнлă. Çавра сӗтел ӗçӗнче кашни хăйпе паллаштарса мӗн енӗпе ӗçлени çинчен каласа пачӗ. Малашнехи ӗç енӗпе сӗнӳсем пулчӗç. Каярахпа центр çумӗнче «Иске-Искона» йăлари халăх культурин центрне» туса хума шутларӗç. Малашне организаци Ешӗлварта, Тутарстанăн ытти хулисемпе районӗсенче, кӳршӗллӗ Чăваш Енпе Марий Эл Республикинче пурăнакан тӗрлӗ наци çыннисен пуçарăвӗсене пӗрлештерессипе ӗçлеме тивӗç. Çак йышăнăва резолюци çырса Ешӗлвар район администарцийӗн пуçлăхне пама алă пусрӗç.
Унтан Культура çурчӗ умӗнче уяв концерчӗ пуçланчӗ. Пуçтарăннă халăха хăйсен пултарулăхӗпе «Салам», «Волжская вольница», Ешӗлвар казакӗсем, уйрăм солистсем савăнтарчӗç. Уяв вара пысăк та илемлӗ вăйă картипе вӗçленчӗ. Артистсемпе пӗрле куракансем те тăчӗç туслă картана. Вăйă картине вырăс халăх культурине тӗпчекен, вăйă картипе вăйă праçникӗсен ертӳçи Евгений Васюнин йӗркелерӗ. ( Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев