Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салютсăр та хаваслă

Тутарстан Республикин кунӗ яланах пысăк, тӗлӗнмелле илемлӗ мероприятисемпе пуян иртет


 
Тутарстан Республикин кунӗ яланах пысăк, тӗлӗнмелле илемлӗ мероприятисемпе пуян иртет
 
Çак кун Хусан хулин кунӗ те пулни  уява тата вăйлатать. Хусанпа унăн хăнисемшӗн кăна мар, Тутарстанри кашни çыншăн пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать çак кун.
 
Чăн та, Телеграм-каналсенче кăçал уява хутшăннисен йышӗ ытти çулсенчипе танлаштарсан сахалрах пулнине палăртаççӗ – 330 пинрен 290 пин юлнă пулать (12 процент сахалрах). Республикипе илсен те çак тенденцие асăрхатпăр: кăçал 400 пин çын уява хутшăннă, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 20 процент сахалрах. 
Уяв кунне Хусанта ытти çулсенчи пекех салютпа вӗçлесшӗнччӗ, анчах юлашки кунсенче ку шухăша пăрахăçларӗç. Хусан çыннисем те, хăнисем те çакна хирӗçлемесӗр, ăнланса йышăнчӗç.
Республика экономикишӗн, социаллă пурнăçшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ объектсене пысăк уявра уçасси тахçанах йăлана кӗнӗ. Чылай чухне çынсем çулсерен кӗтни çак кун пурнăçланать. Хăш чухне питех кӗтменни те, тӗслӗхрен, Хусанти метрора сăн пăхсах çулшăн тӳлесси. Хальлӗхе çакăн пек мелпе тӳлемелли оборудование «Качака слободи», «Яшьлек» станцисенче çеç лартнă. Ӳлӗм кашни станцирех пулӗ. Пассажирăн биометри даннăйӗсем Патшалăхăн пӗрлехи реестрӗнче (ЕГРН) пур-тăк, сăнне «курсах» ăслă хатӗр банк картти çинчен укçа илет.
Республикăн ача-пăча клиника больници таврашӗнче туса лартнă «Шăплăх сачӗ» тӗн комплексне шăп августăн 30-мӗшӗнче уçнă. Мешехере ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, ТР мăсăльмансен Тӗн управленийӗн пуçлăхӗ, Тутарстан муфтийӗ Камиль хазрат Самигуллин, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл тата ыттисем пулнă. Тӗн комплексӗ «Авиценна» мечӗтпе «Целительница» чиркӗве пӗрлештерет. Республика ертӳçи салам сăмахӗнче Тӗн комплексне Республикăн ача-пăча клиника больници çывăхӗнче туса лартнине ырласа ку ӗç пархатарлă, Турра тивӗç пулни çинчен каланă. 
Кăçал Çемье çулталăкӗ пулнине уяв йӗркелӳçисем асрах тытнă – Республика кунӗнче 45 мăшăр пӗр харăс çырăнса çемье çавăрнă. Ку мероприяти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче иртнӗ. Çамрăк мăшăрсене тăванӗсемпе çывăх çыннисем çеç мар, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов, ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева тата паллă артистсем саламланă. 
Лейла Ринатовна мăшăрсене тепӗр виçӗ çултан çемье опычӗ çинчен каласа пама çак тӗлтех тӗл пулма сӗннӗ. 
Кремль çывăхӗнчи Казанка çыранӗнче шăп августăн 30-мӗшӗнче «Елмай» ача-пăча паркӗ уçăлнă. Куншăн кам ытларах савăнчӗ-ши? Ачисем е ашшӗ-амăшӗ? Хула варринчи «Кырлай» ача-пăча аттракционӗсен паркне хупнă хыççăн Хусанта ачасен выляма аттракционсемпе пысăк парк çукчӗ вӗт (пытармăпăр). Çӗнӗ паркра симӗс лабиринт, тавралăха сăнамалли тӳрем, павильонсем пӗринчен тепри кăсăкрах. Паркран Карл Фукс садне пусмапа хăпарма пулать, наци библиотеки те темиçе утăмрах. Ку тăрăхра Хусан мэрӗпе Ильсур Метшинпа ТР Раисӗ Рустам Минниханов пулнă, ачасене выляса савăнма уçнă локаципе кăмăллă юлнă. 
XIX ӗмӗртенпе хулана илем кӳрекен Карл Фукс садне те хитрелетнӗ. Кăçал унăн лаптăкӗ самай ӳснӗ –   11 пин тăваткал метр. Ландшафт дизайнерӗсем унăн ӗмӗр каяллахи сăнне тавăрма хăтланни куçкӗрет – вăл вăхăтри сăнӳкерчӗксене пăхса сакăсене те çав вăхăтри пек ăсталанă, йывăç-курăкне лартнă чух Фукс сачӗн концепцине çирӗп пăхăннă.
 Августăн 30-мӗшӗнче пулнă мероприятисем çинчен пурин çинчен те тӗплӗн çырма мар, сăмах май асăнма та хут çитмӗ – питӗ нумай пулчӗç. Хусан варринче çеç мар, хулан кашни районӗнче, çуртсен картишӗсенче иртрӗ уяв. 
Анчах чи паллă мероприятисене асăнса хăварар, вӗсем уявăн кульминацийӗ пулчӗç те. Чи малтанах Диксилендсен съездне асăнмалла. Кун пек чаплă джаз фестивалӗ тата ăçта пулнă-ши? 12 çӗршывран 152 виртуозла ăста вылякан музыкант Хусана чăннипех джаз тӗп хулине çавăрчӗ. Йӗркелӳçӗсем ăна ытарлăн БРИКС+ çӗршывӗсен саммичӗн музыка анонсӗ тесе те ят пачӗç, Хусан çыннисем юратма ӗлкӗрнӗ «Сотворение» халăхсен хушшинчи фестиваль кăçал джаз темипе иртет тесе те пăхрӗç. Паллă писателӗн, Хусан хулин пуçлăхӗн çемйинче çуралнă хăйне евӗрлӗ, пысăк талантлă çыравçăн, кашни хайлавӗнче джаз музыкине юратса асăннă Василий Аксеновăн çуралнă кунӗ тӗлне ирттерекен «Аксенов-Фест» та кăçал Диксилендсен съездне «парăнчӗ». «Мир» кинотеатр хыçӗнчи Аксенов скверӗнче джаз çинчен ӳкернӗ фильмсем кăтартрӗç, музыкантсем ку е вăл паркра уçă çӗртех концерт лартрӗç. Бауман урамӗпе парадри пек утса иртрӗç. Тӗллӗн-тӗллӗн Бауман, Петербург урамӗсенче концерт пулчӗ. Г.Камал театрӗ умӗнчи сцена çинчен чăн-чăн джаз концертне кăтартрӗç. Паллах, курмалли те, итлемелли те, пуринчен ытла тӗлӗнмелли, пайтах пулчӗ çак кунсенче.
Августăн 30-мӗшӗнче Г.Камал театрӗ умӗнчи пӗрлехи концерт тата хӗрӳллӗрех, хăватлăрах пулчӗ. Ӗçлекен çамрăксен «Наше время  – Безнен заман » творчество конкурсӗн лауреачӗсем (200 çын), Диксилендсен съездне килнисем (152 çын) тата Тутарстанăн паллă артисчӗсем –  пурте пӗрле тутарла Тутарстана юратни çинчен юрласа пачӗç. Паллах, çак картинăна кульминаци, апогей теме пулать. Анчах...
Çак вăхăтрах «Казан» Çемье центрӗ умӗнчи тӳремре поп-концерт пычӗ. Республикăри халăх юратакан юрăçсемпе пӗрлех Раççей çăлтăрӗсем те уявпа саламлама сцена çине тухрӗç. РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ Дима Билан, «Братья Грим» ушкăн. Чаша умӗнчи лаптăкра улма ӳкме вырăн çук – питӗ йышлăн пухăннă çынсем. Каçхине 10 сехетчен пынă концертпа куракансен кăмăлӗсем çырлахрӗç. Çакă мар-и кульминаци? 
 
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество