Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Салтаксем нурлатсен пулăшăвне кӗтеççӗ

Нурлат – ятарлă çар операцийӗ пуçлансан салтаксене гуманитари пулăшăвӗ леçме тытăннă чи пирвайхи районсенчен пӗри республикăра. Паян кунта волонтерсен ушкăнӗ темиçе те. Вӗсенчен пӗринпе, Тутарстанри Афган, ытти вăрçă ветеранӗсемпе инваличӗсен обществăлла организацийӗн Нурлат районӗнчи уйрăмӗ çумӗнче йӗркеленнӗ «Все для Победы Нурлат» фондпа эпир республика Уявӗнче паллашрăмăр. Волонтерсем ун чух 17-мӗш гуманитари пулăшăвне леçсе таврăннă кăначчӗ-ха, хальхинче Белгородпа Курск облаçӗсенчи 16 çар подразделенине çитсе килнӗччӗ вӗсем.

– Маларах Луганскпа Донецк халăхӗсене гуманитари пулăшăвӗ панă пулсан, халӗ ентеш-салтаксен заявкисемпе кăна ӗçлетпӗр. Мӗн ыйтнине спонсорсем, Нурлат хулипе район çыннисем пулăшнипе йăлтах тивӗçтерме тăрăшатпăр. Паянхи кун тӗлне гуманитари пулăшăвӗпе 17 хут кайса килтӗмӗр ӗнтӗ. Кашнинче çула виççӗрен кая мар машинăпа тухатпăр. Луганск, Донецк, Запорожье, Херсон, Курск, Белгород облаçӗсенче, урăхла каласан вăрçă пыракан кашни регионта, пултăмăр. Çитес вăхăтра Брянск облаçне çитсе килесшӗн. Унта та пирӗн салтак-срочниксем пур, пулăшу ыйтрӗç, – паллаштарчӗ хăйсен ӗçӗпе гуманитари пулăшăвне йышăнакан пунктăн (Нурлат хули) ертӳçи Рафаэль Зиганшин. Сăмах май, гуманитаркăна вăл хăй те леçме çӳрет. 

Позывной пурăнать

Фонд ӗçлеме тытăннăранпа фронта тӗрлӗ техника: Нива, УАЗ, автобус, мобильлӗ мунча, «Веном Камикадзе» гусеницăллă робот-платформăсем ăсатнă. Аманнисене эвакуацилемелли, боеприпассемпе провизи турттармалли роботлă пӗчӗк техникăна пуç хунă ентеш-салтаксен позывнойӗсене парассипе акци те йӗркеленӗ вӗсем. Чи пирвайхине Росгвардин «Барс – 26» отрячӗн ефрейторӗн, Пӗчӗк Хăмăшлă чăвашӗн Андрей Кульметьевăн позывнойӗпе «Банкир» ят панă.

– Пирӗн атьсем ан манăçчăр, позывнойӗсем пурăнччăр тесе эпир ку техникăна вӗсен подразделенийӗсенех леçме тăрăшатпăр. Данник, Доступ, Легион, Хитрец, Батя, Сталин... пурте пирӗн атьсен позывнойӗсем кусем, – шурă сăрăпа курăнмалла çырнă робот-техникăсен сăнӳкерчӗкӗсене кăтартать волонтер. 

– 1230-мӗш полкăн салтакӗсем укçа хушса туяннă автобуса кӳрсе пама ыйтрӗç. Бензин çине кăна миçе тенкӗ кайнине шутларăмăр та пысăк сумма пуçтарăнать, çавăнпа фура çине хурса каяс терӗмӗр. Шутлама шутларăмăр-ха, çăмăл мар иккен. Габаричӗсем пысăккипе фурăна вырнаçмасть, кустăрмисене пушатма, люкне, куçкӗскийӗсене сӳтме тиврӗ. Лере çитес умӗн антарса пӗр 70 километр хăй тӗллӗн çӳресе пычӗ. Автобуса курсан пирӗн атьсем хытă тӗлӗнчӗç, – КАвЗ автобуса мӗнле нушапа илсе кайнине кулса аса илчӗç хăйсем.

Салтак-ентешсем вилочный погрузчиксем те кӳрсе пама ыйтаççӗ. Дронсем вӗçнипе боеприпассене май пур таран хăвăртрах тиесе каймалла вӗсен. «Укçа пухассине пӗлтернӗ хыççăн тепӗр сехетренех яланхи пулăшуçă шăнкăравласа погрузчик пур ман, илсе кайăр тет. Пӗлетӗр-и, Турă пулăшать кун пек чух, хăйпе хăй пулса пырать, – калаçăва хутшăнчӗ фондăн ертӳçи Рашит Сафиуллин.

Шанмасан пулса кур

Гуманитари пулăшăвӗ пухакан пунктрах фонд хăйӗн музейне йӗркеленӗ. Паллă ӗнтӗ, экспонатсем – фронтран илсе килнӗ трофейсем, лента леш енчи сăнӳкерчӗксем, ентешсем парса янă парнесем. Хăйсен онлайн-музейӗ те пур. 

– Экспонатсене мероприятисене илсе тухатпăр, шкул ачисем, аслисем нумайăн килеççӗ, интересленеççӗ. Эпир кашни трофейăн историне: ăçта, хăçан, мӗнле тупнине каласа паратпăр. «Труба» операци пирки илтнӗ-и? Вăт кунта эпир шăпах «Восток» штурмовиксен подразделенийӗн Зомби позывнойлă командирӗпе, Раççей Геройӗ, 6 хутчен Паттăрлăх орденне илнӗ вăл. Январь уйăхӗнче ӳкерӗннӗччӗ, февральте унăн подразделенийӗ «Труба» операцие (газ труби тăрăх тухса Суджа район центрне ирӗке кăларнă) хутшăнчӗ. Хăй шевронне алă пуссах парса ячӗ пире. Ку ак Элкел районӗнчи Елка позывнойлă ентешӗмӗр, вăл та Раççей Геройӗ, – стенд çинчи сăнӳкерчӗксемпе паллаштарчӗç волонтерсем.

Ятарлă çар операцийӗнче чăннипе мӗн пулса иртнине шанманнисене пӗрле илме те хирӗç мар волонтерсем. 

– Телеграмра хамăрăн ушкăн пур пирӗн. Кун пеккисене пӗрле пыма чӗнетпӗр, хăйсен куçӗпе курччăр, тен, ун чух шухăшӗ улшăнӗ, – терӗ Рафаэль Зиганшин. Кун пек «туристсем» иккӗн пулнă иккен вӗсен.

Ашшӗпе ывăлӗн тӗлпулăвӗ

17-мӗш хут гуманитари пулăшăвне леçнӗ чух чуна çӳçентерекенни те пулнă. Нурлатри салтак-срочник (паллă сăлтавсене пула ятне, хушаматне çырмастпăр) çыхăнăва тухманнипе хытă пăшăрханакан ашшӗ (Рамиль) шырама хăй кайнă.

– Çур çул та службăра тăмасть-ха ывăлӗ, Курск облаçне куçарсан тăванӗсем çухатнă. Çавăнпа ашшӗ пире пӗрле илме ыйтрӗ. Çул тăршшӗпе чӗнмерӗ хăй, ывăлне эпир шыраса тупасса шанмарӗ. Малтан Белгород облаçӗнче гуманитаркăна валеçрӗмӗр, каç енне Курска çитсен ун ыйтăвӗпе ӗçлеме тытăнтăмăр. Хамăр кама пӗлетпӗр, пурне те ура çине тăратрăмăр. Подразделенине те, хăйне те тупрăмăр, ашшӗ пурпӗр ирччен те шанмарӗ. Рыльск хупă хула халь, унта никама та кӗртмеççӗ. Эпир пурпӗр иртейрӗмӗр, хулана кӗнӗ çӗрех командирӗ салтак-срочника илсе килчӗ. Çапла ашшӗ ывăлӗпе ыталанчӗ... Эпир подразделенисем тăрăх гуманитарка валеçсе çӳренӗ вăхăтра вӗсен пӗрле калаçма май пулчӗ.

– Тата çакна та хушса калас килет, – калаçăва малалла тăсать Рашит Сафиуллин. – Курскри «Социальный навигатор» обществăлла оранизаципе çыхăну йӗркеленӗ пӗрремӗш çынсем эпир Тутарстанра. Курск облаçне лекнӗ салтак-срочниксене, контрактниксене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене, тыткăнран таврăннисене, çурт-йӗрсӗр юлнисене пулăшакан волонтерсен организацийӗ ку. Тачă çыхăнура эпир унпа. Курскри госпитале те гуманитарка леçетпӗр, мӗншӗн тесен ытти çӗрти пекех лару-тăру çав тери йывăр унта халь. Тăхăр хутлă виçӗ больница тата терапи уйрăмӗ валли икӗ çӗнӗ çурт туса лартнă. Пӗрремӗш хутӗнче кайсан аманнисем пӗр корпусӗнче кăначчӗ-ха, халӗ мӗнпур корпусне йышăннă. Пире курсан çав тери савăнаççӗ. Мӗн-мӗн кирлӗреххине больницăн тӗп тухтăрӗпе сӳтсе яватпăр, урăхла каласан мӗн пур çавна мар, чи кирлине илсе кайма тăрăшатпăр.

Костыльсем, наçилккасем...

Госпитале костыльсемпе туясем, наçилккасем çав тери кирлине пӗлсен Афган вăрçин ветеранӗ, Нурлат хулинче пурăнакан тимӗрçӗ-художник Айрат Рифович Гареев хăй ăсталама тытăннă. «Алли ылтăн унăн, костылӗсем заводра кăларнисенчен те лайăхрах. Эпир ятарласах госпиталь валли вӗсене сарă тӗспе сăрларăмăр», – терӗç ун пирки пӗр харăссăн волонтерсем. 

– Манăн чӗркуççи ыратма тытăнчӗ те Элмете кайма тиврӗ, темле шӗвек ярсан ыратни кăшт лăпланчӗ пек, анчах 1-2 эрне костыльпе çӳреме хушрӗç. Вăхăтлăха тесе костыль та пачӗç. Пăхатăп та: «Ба, кун пеккине кăна салтаксем валли хам та тума пултаратăп вӗт терӗм. 30 костыль, 10 туя туса ăсатрăм. Сентябрь уйăхӗнче гуманитарка леçме кайсан салтаксем наçилккасем туса пама ыйтрӗç тата: «Айрат абый, пире авăнман наçилккасем илсе кил-ха, кустарса пыма кустăрмаллине тăваятăн-и?» – теççӗ. Тăваятăп тетӗп. Аплине те, каплине те 15 штук ăсталаса ăсатрăм. Нумай пулмасть гуманитарка леçме кайсан Курск госпиталӗнче хамăн костыльсене куртăм, – терӗ Айрат Рифович кун пирки. 

Заказ ӳсет 

Волонтерсемпе тӗл пулнă вăхăтра вӗсем тепӗр эрнерен каллех çула тухма хатӗрленетчӗç. 30 подразделенирен заказ илнӗччӗ те ӗнтӗ, салтаксем техника ыйтаççӗ. Мӗншӗн тесен дронсен саманинче нумай çунать. Гуманитари пулăшăвӗ леçесси хăрушсăр мар халӗ, волонтерсене тăшман ятарласах йӗрлет. Нурлатсем те акă пӗрре мар дронран тарнă. Çапах та ăнланаççӗ – халăх пулăшăвӗсӗр салтаксене йывăр. Фонд республикăри «Ценим жизнь», «Своих не бросаем», «Регион 16», Нурлатри «Центр долголетия», «Вкусняшки для Победы» тата ытти нумай-нумай волонтерсен ушкăнӗпе пӗрле ӗçлет.

– Гуманитарка пухассипе лару-тăру халӗ çăмăл мар, çывăх çыннăмăрсем çакăн пек мероприятисенче пылак вата, попкорн, шыв сутса пухакан укçа салтаксем валли кирлине туянма каять. Çынсем, тен, чăнах та салтаксене пулăшса ывăнчӗç пуль, çапах фронтра тата йывăртарах. Тӗрӗссипе, эпир мар, пирӗн салтаксем ывăннă унта, вăт вӗсем ывăнтăмăр терӗç-тӗк, ун чух чăнах та пире йывăр пулать», – терӗ Рашит Сафиуллин Украинăра, унпа чикӗллӗ регионсенче пыракан вăрçă кашнине шухăшлаттармаллине палăртса.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем