Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салтаксене регионсем çине пайламаççӗ

Çӗпрел районӗнче волонтерсен юхăмӗ кунран кун вăй илет. Район администрацийӗ, Алешкин Саплăкри «Благодеяние» ыркăмăллăх фончӗ, çар ветеранӗсем, ял çыннисем гуманитари пулăшăвӗ пухаççӗ. Кӗмӗл волонтер Наталья Дмитриевна Кузнецова Чăваш Çӗпрел ялӗнче маскировка сеткисем çыхассине йӗркелерӗ. Халӗ ку ӗçе районти ытти ялсене явăçтарма тытăнчӗ. Вăл сӗннипе Алешкин Саплăкра, Чăваш Паснапуçӗнче окоп çуртисем тăваççӗ, çак кунсенче уписем те пӗрремӗш маскировка сеткине çыхса пӗтерчӗç. Волонтерсен юхăмӗн лидерӗпе Наталья Кузнецовăпа эпир те тӗл пултăмăр.

Наталья Дмитриевнашăн СВО теми çав тери çывăх, пӗр тăван шăллӗн ывăлӗ Николай СВОра пӗрремӗш кунранпах, вăл — десантник. Йывăр аманнăскер, 12 хутчен операци хыççăн каллех строя тăнă.

— СВО пуçлансанах эпир ăна питех туймарăмăр та пуль. Апрель уйăхӗнче яла пӗрин хыççăн тепри пӗрремӗш 200 груз килсен чун туртса ыратма пуçларӗ. Лăпкăн йышăнма çук кун пек пысăк çухатăва. Мӗн-тӗр тумаллах вӗт, мӗн тума пултаратпăр текен шухăшсем канăç памарӗç. Пӗррехинче район хаçатӗнче республикăра волонтерсен ушкăнӗ пурри çинчен вуласан эпӗ те унта кӗрес терӗм. Хусансем фронтри ачасем маскировка сетки çыхса пама ыйтнине çырчӗç. Пулăшакансем кирлӗ иккен. Мӗншӗн туса пăхмалла мар терӗм. Шăнкăравласан сетка никӗсне паратпăр, шурă тюльтен çыхма пулать терӗç. Мӗнле çыхмаллине ăнлантарчӗç, схемине ярса пачӗç.

Тюль кирли пирки пӗлтерӳ çыртăм та ял тăрăх çыпăçтарса тухрăм. Тата станок та кирлӗ иккен. Шăллăмсем, Славикпа Юрик, 3 метрлă сеткăсем çыхмаллисене туса пачӗç. Çапла 2022 çулта ноябрьте ялти клубра сеткăсем çыхма тытăнтăмăр. Ватсапра «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ушкăн йӗркелерӗм. Сетка çыхнипе пӗрлех салтаксем валли тата пылак çимӗç, нуски, трусси пек куллен кирлӗ япаласем пухма тытăнтăмăр. Ильяс Сафинпа Сергей Лявуков водительсене тав, вӗсем пире Хусанти маскировка сеткисем çыхакансенчен сетка никӗсӗсене кӳрсе, хатӗр сеткăсене леçсе тăчӗç.

Эпир СВО Çӗнӗ çул хыççăн пӗтессе кӗтсе шуррисене çыхрăмăр малтан. Çуркунне енне те кайрӗ, ятарлă операци чарăнасси курăнмасть. Симӗс сеткăсем кирлӗ терӗç. Хӗрсемпе пӗрле шутларăмăр та, мӗншӗн-ха пирӗн пусми-таварне, сетка никӗсне хамăрăн туянмалла мар терӗмӗр. Авито урлă шырама пуçларăм. Çапла Липецкран сетка никӗсне, пусмине Мускавран туянма пулнине пӗлтӗм. Пухăннă укçа ун чух 10-17 пин тенкӗ кăначчӗ пирӗн. Çавăнпа пулăшу ыйтса Алешкин Саплăкри «Благодеяние» ыркăмăллăх фончӗпе çыхăнтăм. Сергей Викторович Марков тӳрех 7 рулон пусма туянса пачӗ. Иккӗмӗш пулăшу Чăваш Енри Шăмăршăри Вячеслав Печкинран килчӗ. Мускавра ӗçлесе пурăнаканскер, малтан — 30, каярах 35 пиншер тенкӗ ярса пачӗ. Кивӗ Чакă чиркӗвӗн пачăшки Олег атте 35 пин тенкӗ уйăрчӗ, –каласа пачӗ Наталья Дмитриевна сăваплă ӗç мӗнрен пуçланнине.

Ӗмӗрӗпех Мускаври педагогика университетӗнче ӗçленӗскер, яла таврăнса мӗнле пысăк та çав тери кирлӗ ӗç пуçарнă вăл. Сăмах май, сеткăсем валли пусма-тавар туянма Мускаври ӗçтешӗсем кашнинчех 40-шер пинрен кая мар укçа пухса яраççӗ. Наталья Дмитриевна каланă тăрăх, вӗçӗмсӗр укçа пухасси кансӗрленипе сетка çыхмалли пусма-тавар пӗтсен кăна Ватсапри ушкăнӗнче пӗлтерӳ лартать вăл, укçа пухăнсан вара чарăнса тăрать. 2022 çулхи ноябрь уйăхӗнченпе чăвашçӗпрелсем пӗтӗмпе 100 яхăн маскировка сетки çыхса фронта ăсатнă. Сетка çыхмашкăн Чăваш Çӗпрел çыннисемсӗр пуçне кӳршӗллӗ Кивӗ Çӗпрелӗнчен, Чăваш Паснапуçӗнчен çӳреççӗ. Килес текенсем тата пур иккен, транспорт çукки кансӗрлет.

— Ытларах каçхине, çынсем ӗçрен таврăнсан, пилӗк сехетрен пуçласа 8-ччен ӗçлетпӗр. Ӗç нумай пулсан кăнтăрла та пухăнатпăр. Пулăшакансем нумай, пурне те тав, çавах та Зинаида Стратоновăна, Светлана Байгушевăна, Людмила Самандеевăна, Фарида Хайруллинăна, Наталья Пустынинăна уйрăмах палăртас килет. Вӗсем хăçан та кунта, — тăсăлчӗ малалла калаçу.

Чăваш Çӗпрелӗн волонтерӗсене халӗ районта, республикăра, кӳршӗллӗ регионсенче лайăх пӗлеççӗ. Тӳрремӗнех çыхăнăва тухакан салтаксем те нумай. Заказа черетпе йышăнса пурне те маскировка сеткисемпе тивӗçтерме тăрăшаççӗ вӗсем. «Эпир салтаксене регионсем çине пайламастпăр, кама кирлӗ — пурин валли те çыхатпăр. Пирӗн пӗр услови — сутакансен аллине ан лекчӗр. Çавăнпа посылкăсене гуманитари пулăшăвне леçекенсенчен, почта урлă, отпуска килнӗ салтаксенчен адреслă яратпăр. Пӗррехинче çар çыннисем хăйсем те çула май кӗрсе тухрӗç, вӗсене 4 сетка парса ятăмăр. Ульяновскри десантниксем ыйтнипе каска çине тăхăнмалли темиçе маскировка сетки те çыхса патăмăр. Салтаксем посылкăна, сеткăсене илсен тав туса видеоотчет е çырса яраççӗ. Пӗррехинче пирӗн пата фронтри хамăр ял ачи шăнкăравларӗ, çав тери машина кирлӗ иккен вӗсене. Ватсапри ушкăна пӗлтерӳ çырса 54 пин тенкӗ укçа пухса хутăмăр. Хăй вара яла ниепле те çитеймерӗ. Каярах укçа хушса хăйсемех машина туяннине шăнкăравласа каларӗ. Пухăннă укçана тем пек ярса парасшăнччӗ вӗсене — йышăнмарӗç. Ку укçана маскировка сетки çыхнă çӗре яма сӗнсе видеоролик çыртарса ячӗç. Ку укçапа пурпӗр 40-шер мăшăр носки, перчетке, пылак çимӗç туянса посылка хатӗрлерӗмӗр. Халăхран килнӗ укçапа мӗн-мӗн тунине ушкăнра пӗлтерсе тăратăп. Окоп çуртисем тăвакансене парафин туянма куçаркалатпăр, дрон туянма та хушрăмăр. Эпир пысăк япаласемех туянса параймастпăр ӗнтӗ, пирӗн пулăшу тинӗсри тумлам евӗр кăна пулсан та салтаксем пирӗн тӗреве туйччăр, эпир вӗсене манманнине пӗлччӗр», — терӗ волонтер хăйсен тӗллевне палăртса.

Наталья Дмитриевнăн тепӗр ӗмӗчӗ те пур, çак ӗçе вăл районӗпех сарасшăн. Ялсем хушши инçе, транспорт ыйтăвӗ çивӗч пулнăран, ентешӗсене ӗçе вырăнсенче йӗркелеме сӗнет. «Эпир сетка никӗсне, пусмине пама та пултаратпăр. Хăйсем туянас кăмăлӗсем пулсан ăçтан туянмаллине калăпăр. Чăваш Çӗпрелне чӗнсе е хамăр пырсах вӗрентме те хатӗр эпир. Атьсене пиртен пулăшу çав тери кирлӗ халӗ, пирӗн маскировка сеткисем пурнăçа сыхласа хăварма пулăшаççӗ вӗсене. Кăмăл пулсан, мана 8 999 923-09-57 телефонпа шăнкăравлăр», — тесе вӗçлерӗ сăмахне ырă кăмăллă ентешӗмӗр.
(Н.Кузнецован сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество