Шаман тумӗ, пулă хуппинчен çӗленӗ халат тата ытти – пурте ТР Наци музейӗнче
Хабаровскри Н.И.Гродеков ячӗллӗ таврапӗлӳ музейӗн «Амур çӗрӗн сӑррисем» куравӗ Тутарстан Республикин Наци музейӗнче иртнӗ эрнекун уçăлчӗ.
Чаплă лару-тăрура ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Алиса Вяткина Н.И. Гродеков ячӗллӗ музейӗн генеральнăй директорне Иван Крюкова тата куравăн кураторне, этнографин наукăпа тӗпчев секторӗн заведующине, искусствоведени наукисен кандидатне Галина Титоревăна курав уçăлнă ятпа саламларӗ.
Чылайранпа туслă çыхăнусем тытакан музейсем иккӗшӗ те 130 çул тултарнă, малашне пӗрле тату ӗçлесси пирки «Раççейӗн музей маршручӗсенче» те алă пуснă. Юбилей çулӗнче музейсем пӗр-пӗрин патӗнче куравсем уçаççӗ. Çулталăкӗпех Атăлпа Амур тăрăхӗнчи халăхсемпе, вӗсен культурипе, йăлисемпе паллаштараççӗ. Хусансен «Атăлçи халăхӗсем: хуçалăх, йăла-йӗрке» куравӗ Хабаровскра июль уйăхӗнченех ӗçленӗ. Унта Тутарстан çӗрӗ çинче авалтан пурăнакан тӗрӗк халăхӗсен (тутарсен, чăвашсен), финн-угор (мари, мордва, удмурт) халăхӗсен XIX-XX ӗмӗрсенчи тумӗсене, ӗçӗ-хӗлне, йăлисене кăтартнă. Курав сентябрӗн 14-мӗшчен пынă.
«Амур çӗрӗн сӑррисем» курав Амур тăрăхӗнче пурӑнакан Хабаровск крайӗнчи тӗп халӑхсен: нанайсен, ульчасен, орочсен, негидальсен, удэгейсен, нивхсен, эвенсен тата эвенксен хӑйне евӗрлӗ культура еткерлӗхне кӑтартать. Вӗсен этнос историйӗ сахалтан та пилӗк пин çул шутланать. XIX–XXI ӗмӗрсенчи 200 ытла хӑйне евӗрлӗ экспонатпа пӗрлех хальхи вăхăтра этностильпе ăсталанисене те курава тăратнă. Амур тăрăхӗнче пурӑнакан халӑхсен пурнӑçне, ӑс-хакӑл практикине, ӳнер йӑли-йӗркине сӑнлаççӗ вӗсем. Тӗп экспонатсен хушшинче – эвенк шаманӗн тӗнчесен хушшинчи çыхӑнӑва пӗлтерекен кайӑк сӑнарлӑ тумӗ тата хӗрарăмăн эрешсен ӑсталӑхӗпе, символикипе тӗлӗнтерекен пулӑ тирӗнчен çӗленӗ уяв халачӗ. Ачасен кӗпи-йӗмне те курма пулать музей витринисенче. Килте тӗртсе, çыхса тунă кавирсем те хăйне евӗрлӗ, Атăл тăрăхӗнчи халăхсеннинчен питӗ уйрăлса тăраççӗ.
Курав декабрӗн 1-мӗшӗччен пырать. Ушкăнпа экскурсие килме те, пӗччен кӗрсе курма та пулать. Билет туянса та, Пушкин карттипе те иртме пулать.
Автор сăнӳкерчӗкӗсенче:
кураври экспонатсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев