Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Самарта та «Сувар» пур

Самарти «Заря» Культура керменӗнче чăваш тумӗллӗ халăх туп-тулли.  Пурте, паллах, маскăпа, тӳрех пӗр-пӗрне паллама та çук. Кашни ансамбль пӗрер-икшер сӗтел капăрлатнă, чăннипех – кӗрхи пуянлăх. Ахальтен мар чăвашсем: «Кӗркунне çерçи те пуян», – теççӗ. Унта чăваш апат-çимӗçӗ (хуплу, кукăльсем, чăваш сăри, шăрттан, сӗткенсем тата ытти те), ал ӗçӗсем, чăваш тӗрриллӗ сӗлкӗсем, ал тутрисем, сӗтел çиттисем, ансамбль ӗçне кăтартакан сăнӳкерчӗксем, альбомсем. Эпир те хамăр сӗтеле чăваш пуканисемпе, чăваш тӗррисемпе эрешленӗ япаласемпе илемлетрӗмӗр. Апат-çимӗç те ыттисенчен кая мар: хуплу, тем пысăкăш кукăль, тăварланă пахча çимӗç, çырла компочӗ, килте вӗретсе тунă чăкăт (питӗ килӗшрӗ курма килекенсене, хатӗрлемелли рецептне тăтăшах ыйтрӗç). Пӗр кӗтесре хамăн кӗнекесене, «Тăван Атăл» журнала тата «Сувар» хаçатăн пуххине вырнаçтартăм.

Самартан йыхрав килчӗ: «Самар ен» чăваш халăх ансамблӗн ертӳçи Любовь Владимировна Максимова пире хăйсем патне «Кӗрхи пуянлăх» фестивале пыма чӗнет. Ним шутламасăрах килӗшрӗмӗр. Тахçантанпах вăрă пек пит-çăвара хупласа çӳрени йăлăхтарчӗ, хăть унта пӗрле пулса савăнасчӗ терӗмӗр.
Облаçри тӗп хулара сцена çине тухса юрласси çинчен Самартан инçех мар Кинель районӗнче пурăнакан Галя йăмăкпа Геннадий кӗрӗве систертӗмӗр, концерт курма, пӗр-пӗринпе тӗл пулма чӗнтӗмӗр.
– Çук! Ӗç нумай! Сире те çул çине тухма сӗнместпӗр. Пирӗн патра 65 çултан аслăраххисене çул çинче тытсан 5 пин штраф параççӗ. Кинельрен машинăпа тухакансене каялла çавăрса яраççӗ, – терӗç пире тăвансем асăрхаттарса.
Эпир вӗсем асăрхаттарнине хăлхана та чикмерӗмӗр, «кашкăртан хăрасан, вăрмана та ан кай» тенӗ пекех пулчӗ те – пандеми лару-тăрăвне пăхса тăмарăмăр – панă сăмаха тытса каясах терӗмӗр.

Маскăллă фестиваль
Самарти «Заря» Культура керменӗнче чăваш тумӗллӗ халăх туп-тулли.  Пурте, паллах, маскăпа, тӳрех пӗр-пӗрне паллама та çук. Кашни ансамбль пӗрер-икшер сӗтел капăрлатнă, чăннипех – кӗрхи пуянлăх. Ахальтен мар чăвашсем: «Кӗркунне çерçи те пуян», – теççӗ. Унта чăваш апат-çимӗçӗ (хуплу, кукăльсем, чăваш сăри, шăрттан, сӗткенсем тата ытти те), ал ӗçӗсем, чăваш тӗрриллӗ сӗлкӗсем, ал тутрисем, сӗтел çиттисем, ансамбль ӗçне кăтартакан сăнӳкерчӗксем, альбомсем. Эпир те хамăр сӗтеле чăваш пуканисемпе, чăваш тӗррисемпе эрешленӗ япаласемпе илемлетрӗмӗр. Апат-çимӗç те ыттисенчен кая мар: хуплу, тем пысăкăш кукăль, тăварланă пахча çимӗç, çырла компочӗ, килте вӗретсе тунă чăкăт (питӗ килӗшрӗ курма килекенсене, хатӗрлемелли рецептне тăтăшах ыйтрӗç). Пӗр кӗтесре хамăн кӗнекесене, «Тăван Атăл» журнала тата «Сувар» хаçатăн пуххине вырнаçтартăм. Çырăнтарас шухăшпа кунта та, кайран сцена çинчен те сăмах каларăм. Нумайăшне питӗ килӗшрӗ журнал та, хаçат та, индексӗсене çырса илекенсем те пулчӗç.
Тӗп хулара чăваш юрă-ташă ушкăнӗсем нумай, анчах пандеми пирки нумайăшне систермен те пулас. Фестиваль авалхи чăвашсен «Алран кайми» юррипе пуçланчӗ. «Самар ен» ансамблӗн юрăçисем сцена çине тухрӗç. Унсăр пуçне фестивальте Самартан «Тарават» (илемлӗх ертӳçи В.П.Назаров), Новокуйбышевскран «Сувар» (илемлӗх ертӳçи В.Г.Калинина), Жигулевскран «Асамат» (илемлӗх ертӳçи Г.А.Сандрейкина), Тольяттирен «Хӗлхем» (илемлӗх ертӳçи В.Л.Левуков) ансамбльсем пулчӗç. Кашни ансамблӗн юрри хăйне евӗрлӗ, нумайăшӗ тăван ялӗсенче çырса илнӗ юрăсемпе тухрӗç. «Асамат» ансамбль пӗр инструментпа каламасăрах (аккомпаниатор çук вӗсен) чăваш халăх юррисене юрларӗ. Куракансене питӗ килӗшрӗ кун пек юрлани, вӗсене сцена çинчен алă çупсах ăсатрӗç. Культура керменӗнчен те «Союз-Артель» ушкăн хутшăнчӗ. Ертсе пыраканӗ чăваш каччи Е.В.Васюткин, вăлах «Самар енре» те аккомпаниатор, купăспа питӗ илемлӗ калать те, юрлать те. Çак Культура керменӗнче чăвашсене питӗ чыслани лайăх курăнчӗ. «Самар ен» ертӳçин Любовь Максимован тата Евгений Васюткинăн авторитечӗ пысăк, кунта ирттерекен мероприятисене яланах хутшăнаççӗ вӗсем.  Фестивале вӗçленӗ чух «Заря» Культура керменӗн директорӗ О.Ю.Карташова концерта хутшăнакансене пурне те тав турӗ, Хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Мероприятие çӳллӗ шайра ирттернӗшӗн кунта ӗçлекен чăвашсен ушкăнӗ çинчен ырă сăмахсем каларӗ.

Ентешсемпе тӗл пулни темрен те паха
Фестивальте ентешсемпе те тӗл пултăм. Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче çуралса ӳснӗ Михаил Марковпа нумай çул туслă эпир. Вăл «Самар ен» ансамбльте тахçанах юрлать те, ташлать те, тӗрлӗ музыка инструменчӗпе ăста калать. 60 çулта пулин те, çӳллӗскер, маттурскер, ăста ташлаканскер, ансамбльте чи хастаррисенчен пӗри. Ахальтен мар сцена çинче сăрапа сăйлаканни вăл пулчӗ.
Тата тепӗр çынпа паллашма тӳр килчӗ, вăл ятарласах çак фестивале концерт курма килнӗ иккен. Эпир сцена çинче виçӗ юрă юрларăмăр. Пӗри вӗсенчен манăн сăвăпа Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан юлташăм Владимир Егоров композитор кӗвӗленӗ «Телейлӗ уçланкă» юрă пулчӗ. Залра малта ларакан пӗр хӗрарăм ку паллă юрра нумай илтнӗ пулас, юрларӗ те, кайран ман пата пырса:
– Эпӗ сире питӗ лайăх пӗлетӗп. Эпир ентешсем, эп те Аксу районӗнчен. Эсир Кивӗ Тимушкелӗнче çуралса ӳснӗ, эпӗ вара Кивӗ Ильтрекьелӗнчен. Самарта нумай çул пурăнатăп. Сирӗнпе пӗрле сăн ӳкерӗнме юрать-и? – терӗ.
Çапла пӗрле тăрса сăн ӳкерӗнтӗмӗр, вара эпӗ хамăн «Пӗрре курса, ӗмӗр юратса» кӗнекене çӗнӗ пӗлӗше парнелерӗм. Кунта килни маншăн питӗ усăллă пулчӗ, кăмăлăм тулчӗ –  ентешсемпе тӗл пулни теме тăрать. Çывăх тăванпа тӗл пулни те савăнтарчӗ – Тамара йăмăкăмăн хӗрӗ,  Самарта пурăнакан Виктория та залра концерт курса ларчӗ.

Пӗр ятлисем пӗр-пӗрне тӳрех асăрхаççӗ иккен
Эпӗ мăшăрăмпа концерт пуçланиччен хамăр сӗтел умӗнче тăнă чухнех асăрхарăм – пӗр хӗрарăм «Сувар» хаçатăн пуххине тӗлӗнсе пăхса тăрать. Калаçса кайрăмăр, ăнлантартăм çак хаçат ăçта тухнине, кăтартрăм уçса страницисене.
Вăл:
– Манăн ансамбль те «Сувар» ятлă, – терӗ.
Эпӗ, паллах, пӗлеттӗмччӗ пирӗн облаçра кун пек ятлă ансамбль пуррине, курнă та Самарти праçниксенче юрланине, анчах унта юрлакансемпе пӗрре те ятарласах калаçман.
Концерт вӗçленсен тепре тӗл пулса калаçма килӗшрӗмӗр.
Новокуйбышевскри «Сувар» ансамблӗн ертӳçине Вера Геннадьевна Калинина тесе чӗнеççӗ. Кӗскен вăл хăйӗн шухăшӗсене уçса пачӗ:
– Манăн атте те, анне те чăваш. Вӗсем вилсен кăна эпӗ чăваш халăх историйӗпе интересленме пуçларăм. Унччен темшӗн кăсăкланман та. Çапла нумай кӗнеке вуласа чăвашсен кун-çулӗпе питӗ тимлӗ паллашрăм, çавăнпах тӗпӗ-йӗрӗпе ăнланса вырăнти чăваш наципе культура пӗрлешӗвне йӗркелеме шут тытрăм. Ăна ятарласах «Сувар» ят патăмăр. Каярахпа хулари юрă-ташă ушкăнне те çав ятпах тăвас терӗмӗр. Акă паян кӗрхи праçник – «Кӗрхи пуянлăх» фестиваль иртет. Каллех историрен илсен – нумай ӗмӗр каялла пирӗн çӗр çинче Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ пулнă. Эпӗ ăнланнă тăрăх, çак патшалăх икӗ пӗр танлă йăхран тăнă: пăлхарсенчен тата суварсенчен. Пăлхарсем – çар çыннисем, крепоçра патшалăха сыхлакансем, суварсем – ялти çынсем,  çӗр ӗçченӗсем. Суварсем тыр-пул, пахча çимӗç туса илнӗ, мӗнпур халăха çимелӗх хатӗрленӗ. Вӗсен алли нихăçан та хӗç-пăшал тытман, авалхи халалсем тăрăх çынна вӗлерме юраман. Эпир чăннипех сувар йăхӗнчен. Аса илетӗп асаттен тем пысăкăш кӗлетне, унта пӳлмисем те сарлака та тарăнччӗ. Кӗркунне тырă пушатнă чух эпӗ унта кӗрсе тăма питӗ кăмăллаттăм. Мана, пӗчӗкскере, хупласах хуратчӗç, вара тапаçланса тухаттăм. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Куйбышеври госпитальсенче аманнă салтаксем, генералсем те сипленнӗ. Пирӗн асаттесем вăрçă тăршшӗпех тыр-пул, аш-пăш, пахча çимӗç госпитале турттарса тăнă. Çуркунне ака-суха чухне те ытлашширех акма тăрăшнă, ăна «генерал йăранӗ» тенӗ. Историрен те паллă – чăвашсем питӗ пултаруллă çӗр ӗçченӗсем пулнă. Пирӗн йăх-несӗлсем караппа Атăл тăрăх хăйсен тыр-пулне выçлăхра тăракан çӗрсене ăсатнă. Ахальтен мар Владимир кнеç пăлхарсемпе мир тунă чух çапла çыртарнă: «Не будет мира между нами, если же камень начнет плавать, а хмель – тонуть». Эпӗ, Самар облаçӗнчи «Сувар» ансамблӗн ертӳçи, Хусанта тухса тăракан «Сувар» ятлă чăваш хаçачӗн ӗçченӗсене тулли кăмăлпа салам калатăп, малашне те илемлӗ, интереслӗ хаçат кăларса, нумай-нумай вулакана савăнтарасса шанатăп. «Сувар» хаçата çырăнăр, юратса вулăр, сывлăхлă пулăр! – тесе вӗçлерӗ сăмахне Вера Геннадьевна.
Çул çинче пире ниçта та чармарӗç, чиперех киле çитрӗмӗр. Çынна кирлех пӗр-пӗринпе куçа-куçăн калаçни. Самарти «Кӗрхи пуянлăх» фестивальте пулса, пухăннă чăвашсемпе пӗрле савăнса хамăр кăмăл-туйăма та пуянлатрăмăр.

Владимир ЛЕВУКОВ,
Тольятти.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль самарские чуваши