Санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ пуçланчӗ
Юр кайса пӗтнӗ хыççăн тавралăха тирпей кӗртнисӗр пуçне тата мӗн-мӗн тума хатӗрленнине ытларикун, апрелӗн 1-мӗшӗнче, ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра пӗлтерчӗç.
— Санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ вăл — çӳп-çап куписене тасатнисӗр пуçне йывăç лартасси те, юханшывсен çыранӗсене тирпейлесси те, — терӗ ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков апрелӗн 1-мӗшӗнче республикăра пуçланнă йăлари экоакцин тӗп тӗллевне палăртса. Тутарстансем экологи мероприятине яланах хастар хутшăннă-ха, кăçал та çаплах пулассине иккӗленмелле мар. Мӗншӗн тесен министрăн сăмахӗсемпе, хăш-пӗр организацисем апрелӗн 1-мӗшӗнчех хăйсен территорине тасатма тухнă.
Спикер пӗлтӗрхи икӗ уйăхлăхăн пӗтӗмлетӗвӗсене те асăнмасăр хăвармарӗ. Ун чух республикăн надзор органӗсем çутçанталăк сыхлавӗн законне пăснă 8 пин тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 5,5 пинӗшӗ — (69 проценчӗ) каяшсем. Икӗ уйăхлăх вӗçленнӗ тӗле 5 пин çӳп-çап купине тасатнă. Айăплисене пӗтӗмпе 70,2 миллион тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Министерствăн обществăлла приемнăйне пӗлтӗрхи экоакци вăхăтӗнче пурӗ 4900 ыйту килнӗ. Полигонсене 520 пин кубла метр çӳп-çап ăсатнă.Пӗлтӗр республикăра пурӗ 650 пин йывăç-тӗм лартса хăварнине те каларӗ спикер. Çак ӗçе 688 пин çынна явăçтарнă.
Хальхи вăхăтра вăрмансем Тутарстанра 1 миллион та 261 пин гектар лаптăка йышăнаççӗ. Вăрмансене сыхлас ӗç çулталăкӗпех тăсăлнине пăхмасăр унта та çӳп-çап кайса пăрахакансем сахал мар-мӗн. ТР вăрман хуçалăх министрӗн çумӗ Раис Гумеров сăмахӗпе, йӗркене çакăн пек пăснисен енӗпе 77 протокол çырма тивнӗ пӗлтӗр. Ытларах Хусан, Çырчалли, Анат Кама, Элмет, Ешӗлвар хулисен çывăхӗсенчи вăрмансем таса мар иккен пирӗн. Çавăнпа кун пек ӗç малалла тăсăлать. Кунсăр пуçне «Таса вăрман» республика акцине кăçал та ирттерме палăртаççӗ вăрманçăсем. Вăл апрелӗн 22-мӗшӗнче пуçланӗ те июнӗн 22-мӗшӗчченех тăсăлӗ. Çак вăхăтра вăрмансене çӳп-çапсăр пуçне хăрăк йывăçсенчен те тасатаççӗ, аншлагсене, канмалли вырăнсенчи информаци хăмисене çӗнетеççӗ. Пӗлтӗр ку акци республикăра икӗ хутчен, апрелӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 17-мӗшӗччен тата сентябрӗн 11-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 11-мӗшӗччен, ирттернӗ. Ун чух 3,4 пин гектара хăрăк йывăçран тасатнă пулсан, кăçал тата 996 гектара тирпей кӗртме планлаççӗ. Вăрмансенче юр кайсанах пушар тухас хăрушлăх пысăкланать. Çавăнпа пушара хирӗç сезона кăçал апрель уйăхӗн çурринче уçма хатӗрленеççӗ.
Экологи икӗ уйăхлăхӗпе пӗрлех «Экоçуркунне — 2024» республика конкурсӗ те пуçланать. Унта ача садӗнчисенчен пуçласа аслисем, предприяти-организацисем таранах хутшăнма пултараççӗ.
Юлашки вăхăтра атмосфера сывлăшне варалани пирки экологи министерствине граждансенчен ыйту нумай килнине асăнчӗ экологи министрӗ. Сăлтавсăрах мар. Хусанти Химическая урамӗнче пурăнакансем нумай пулмасть кăна-ха урамра усал сывлăш тăни пирки пӗлтерсен, экологсем сывлăшри сероводород шайӗ нормăран 11 хут ӳснине шута илнӗ. Мартăн 19-мӗшӗнче çӗрле Ешӗлвар районӗнчи Осиново поселокӗнче норма икӗ хут пысăкрах пулнă. Атмосферăри сывлăш шайне ӳлӗмрен автоматика мелӗпе тӗрӗслесе тăрассине каларӗ А. Шадриков. Çак тӗлӗшпе республикăра 17 станци вырнаçтарнине пӗлтерчӗ. Хăш районта сывлăш шайӗ мӗнлине пӗлес тесен «ТР Экологи картти» даннăйсем пухакан системăна куар-кодпа кӗрсе пăхма пулать. Чăн та, хальлӗхе вӗсем тест режимӗпе ӗçлеççӗ-ха. Малашне онлайн-режимпа метеорологи даннăйӗсене те пӗлме пулӗ.
(Рустем Кадыров сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев