Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Телейлӗ çемье – çирӗп çӗршыв!

Сăнӳкерчӗксем кӗтетпӗр! Хутшăнма васкăр!

Редакци «Тӗрӗ тӗрлетпӗр çемьепе» (Вышиваем всей семьей) сăнӳкерчӗксен конкурсне ирттернине аса илтеретпӗр.

 Мӗнле сăнӳкерчӗксем?

Конкурса хутшăнакан сăнӳкерчӗкре чи кирли – наци тумӗ тăхăннă çемье (тулли йышпа пулмасан та юрать) пулмалла. Паллах, чăваш наци тумӗпе кăна мар, тӗрлӗ халăх тумне тăхăнса фото ӳкерӗнсен те юрать.

Кам хутшăнма пултарать?

Конкурса ачасем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ.

Ăçта тата хăçанччен ярса памалла?

Сăнӳкерчӗксене «Тӗрӗ тӗрлетпӗр çемьепе» фотоконкурса» тесе палăртса редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе Ватсап урлă ярса памалла. Сăнӳкерчӗкре камсен çемйи пулнине, вӗсем ăçта пурăннине, сăнӳкерчӗке ярса параканăн ятне тата хушаматне, адресне, телефон номерне палăртма манмалла мар. Конкурсăн положенийӗпе suvargazeta.ru сайтра тӗплӗнрех паллашма пулать. Сăнӳкерчӗксене октябрӗн 31-мӗшӗччен йышăнатпăр.

Çӗнтерӳçӗсене мӗнле тата  хăçан палăртӗç?

Конкурс комиссийӗ чи интереслӗ сăнӳкерчӗксене суйласа илсе конкурса хутшăнакансен хушшинче Гран-при, 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш вырăнсем палăртать. Сăнӳкерчӗксене хаçатăн 12-мӗш страницинче пичетлетпӗр, çавăн пекех редакцин социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларатпăр. Конкурса 2024 çулхи декабрь уйăхӗнче пӗтӗмлететпӗр.Чи-чи креативлă сăнӳкерчӗк авторӗсене редакци конкурса пӗтӗмлетсен парнепе чыслӗ.

Эппин, сăнӳкерчӗксем кӗтетпӗр сиртен, хаклă вулакансем!

Сăнӳкерчӗксенче конкурса Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Гавриловсен çемьи ярса панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс 2024 – Год семьи в России