Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн черетлӗ ларăвӗнче чăвашсен авалхи историне пăхса тухнă
Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн черетлӗ тӗлпулăвӗ А.С.Грибоедов ячӗллӗ библиотекăра иртрӗ. Ăна Чăваш Республикинче кăçал Телейлӗ ачалăх çулталăкне халалланă.
Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн черетлӗ тӗлпулăвӗ А.С.Грибоедов ячӗллӗ библиотекăра иртрӗ. Ăна Чăваш Республикинче кăçал Телейлӗ ачалăх çулталăкне халалланă. Малтанах Санкт-Петербургри ЧНКА председателӗ Валериан Гаврилов 2023 çула палăртнă мероприятисем çинчен каласа пачӗ.
Раççей Наукăсен академийӗн Петр Великий ячӗллӗ Антропологи тата этнографи музейӗн (Кунсткамера) Хӗвелтухăç славянсен тата Раççейӗн Европа пайӗнчи халăхӗсен уйрăмӗн ертсе пыракан наука сотрудникӗ Антон Кириллович Салмин чăваш халăх историйӗ çинчен «Чăвашсен пурăнмалли çурт-йӗр тунă чух усă куракан материалсем» доклад вуларӗ.
XVI – XX ӗмӗрсенче чăвашсем пурăнмалли çурт-йӗре чылай чухне тăмран, чулран тата йывăçран тунă тесе каласа пачӗ Антон Кириллович. VI ӗмӗрте шалчасемпе тирсенчен тунă хӳшӗсенче пурăннине тӗпчесе пӗлнӗ. Сăмах Кавказри тапхăр пирки пырать. Хулă авса çыхса тунă лупассене тăмпа шăлса пурăнма юрăхлă туни çинчен те каласа пачӗ А.Салмин.
Вăтам Атăл тăрăхӗнче вара тăм çапса хăпартнă çуртсем тума тытăннă. XIII ӗмӗр тӗлне тăмпа шăлнă каркаслă çуртсене тупса палăртнă. Историксем вӗсене кăнтăртан «кӳрсе» килнӗ тесе шутлаççӗ. Мӗншӗн тесен хазарсемпе антсем пурăнакан вырăнсенче тăтăш тӗл пулаççӗ çакăн пек çуртсем, çавăнти çынсенчен вӗреннӗ курăнать.
Чултан тунă çурт-йӗр Атăл тăрăхӗнче Ылтăн Урта хыççăн курăнма пуçланă, тепӗр майлă каласан, XIII ӗмӗрӗн çурринчен маларах йывăçран тунă çурт-йӗр нумай тӗл пулать.
Никита Сергеевич Волкович аспирант «Чăвашсен туйӗн компенсацисен йăли-йӗркин трансформацийӗ» доклад вуларӗ. Вăл пилӗк çул чăваш культурине тӗпчет. Чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсене – Самар, Ульяновск облаçӗсене, Тутарстан, Пушкăртстан Республикисене – экспедиципе çӳренӗ.
Никита Сергеевич компенсацисен йăлине парнесем, кучченеçсем, калăм, хӗр тупри кӗни çинчен каласа пачӗ. Туй ирттерекенсем çакăн пирки тӗплӗн калаçса татăлни çемье экзогамлă пулассине пӗлтерет, çемье çавăракан хӗрпе каччă пӗр-пӗрне тăван лекмеççӗ.
Ăсчахсем каласа панисене ентешсем тимлесе итлерӗç. Çакăн пек тӗлпулусене чăваш çамрăкӗсем интересленсе хутшăнни савăнтарать йӗркелӳçӗсене.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев