Санкцисене хирӗҫ пирӗн хурав
Федераллӑ бюджет импорта ылмаштарма Тутарстана тата 2,5 млрд тенкӗ уйӑрса парать
Импорта ылмаштармалли проектсене аталантарма Тутарстан хушма 2,5 миллиард тенкӗ илме пултарни ҫинчен РФ Патшалӑх Думинчи Экономика политикипе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ Максим Топилин пӗлтернӗ.
"Промышленноҫа аталантаракан фонд урлӑ импорта ылмаштарассипе ҫыхӑннӑ инвестици проекчӗсем валли хушма 2,5 млрд тенкӗ илес тесе эпир РФ Промышленноҫпа суту-илӳ министерствипе ӗҫлетпӗр.
Ҫавӑн пекех эпир экономика зонисем ҫинчен тата капиталлӑ вложенисене хӳтӗлесси ҫинчен калакан законсене тӳрлетӳсем кӗртме хатӗрленетпӗр. Ҫакӑ республикӑра хӳтӗленнӗ темиҫе проекта хута яма май парӗ. Ку вӑл малалла тунӑ тӗреклӗ утӑм. Тутарстан хӑвӑрт улшӑнса пырать, санкцисен вӑхӑтӗнче республикӑн аталанмалли ҫӗнӗ майсем тупӑнса пыраҫҫӗ", - тенӗ Топилин.
Парламентарий палӑртнӑ тӑрӑх, Тутарстанра ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ ӳстӗр тесе нумай тӑваҫ ҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев