Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шăрăх çанталăкра асра тытмалли правилăсем

Республикăра сӗре шăрăх çанталăк тăрать – 33-37 градус таран. Шăрăха чăтма йывăр. Хӗвел çинче çӳрени сывлăха сиен кӳме пултарни пирки пурте пӗлеççӗ. Тухтăрсем шăрăх çанталăка ăнăçлă чăтса ирттерме пулăшакан сӗнӳсем параççӗ. Мӗн çинчен манмалла мар-ха шăрăхра?

Çулланнă çынсен, шала кайнă чирпе аптракансен врач хушнă эмелсене палăртнă пек ӗçсех тăмалла. Хӗвел хытă хӗртнӗ вăхăтсенче – 11-тен пуçласа 17.00 сехетчен – пит кирлӗ пулмасан урама тухмалла мар. Тухма лекрӗ-тӗк – ирӗклӗ, сывлакан материалтан çӗленӗ тум, пуçа шлепке тавраш тăхăнмалла, пӗрле ӗçмешкӗн таса шыв илмелле. Урамра çӳресен-çӳресен кондиционер пур çӗре кӗрсе сывлăш çавăрса ямалла.

Шăрăх вăхăтра ытларах шыв ӗçме тăрăшмалла – 1,5-2 литртан кая мар. Анчах та чӗре чирӗпе аптракансен малтан тухтăрпа канашлама манмалла мар. Лимонлă шыв, ăшă симӗс чей, морс е компот ӗçес килнине аван ирттереççӗ. Шăрăхра алкоголь, сăра, газланă пылак шывсем ӗçмелле мар.

Ку тапхăрта апата та суйласа çисен аванрах, çуллă та йывăр апат çимесен аванрах пулӗ. Сирӗн рационта пахча çимӗç, улма-çырла, пӗçернӗ пулăпа чăх ашӗ, окрошка пек çăмăл çиме пулсан аванрах.

Вăя нумай пӗтерекен ӗçсене урăх вăхăта куçармалла, спорт тренировкисене те кун пек шăрăхра ирттермесен аванрах.

Кондиционерсемпе асăрханса усă курмалла – ытла сивӗре организм шăнса пăсăлма пултарать. Çулла шăнса пăсăлнипе çыхăннă чирсем шăпах кондиционерпа тӗрӗс мар усă курнинчен, сивӗ шыв ӗçнинчен пуçланаççӗ.

Кăнтăрла чӳречесене хупса хурсан, çутă тӗслӗ чаршавпа карсан аванрах – урамри вӗри сывлăш капла тусан пӳлӗме кӗреймест. Каçхине, сулхăнлатсан, форточкăсене уçмалла.

Çапах та нумай вăхăт хушши хӗвел çинче çӳреме тивсен хӗвел амакӗ (солнечный удар) çапма пултарать. Çакна мӗнле пӗлмелле-ха?

Хӗвел амакӗ çапнă çыннăн вăй çук, пуç çаврăнать, вăйлă тарлать, вӗçӗмсӗр ӗçесси килет, пуçӗ ыратать, кăмăлӗ пăтранать, хăстарать. Тăнне те çухатма пултарать. Кун пек чух çынна вăхăтра пулăшу памалла. Паллах, тӳрех врача чӗнмелле. Тухтăр киличчен вара аптранă çынна сулхăнрах çӗре илсе кайса вырттармалла. Çамки çине сивӗ шывпа йӗпетнӗ тутăр е алшăлли хумалла. Шыв ӗçтермелле, тăнне çухатнă пулсан нашатырь спирчӗ шăршлаттарса тăна кӗртмелле. Вара врач килессе кӗтмелле.

Хамăрăн сывлăх хамăртан килнине пӗр самантлăха та манмалла мар.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев