Сармантейӗн сар чăххи...
– Иван Яковлевăн «Сармантей» юмахӗ малтан чăвашла кăна пичетленнӗ. Унтан ăна вырăсла куçарнă. 2005 çулта юмах Чăваш кӗнеке издательствинче тӳрех икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – тухрӗ. Иван Яковлевăн юбилейӗ çулӗнче эпир ку кӗнекене çӗнетсе сăрласа илемлетмелли пек кăларма шутларăмăр, – терӗ Ольга Леонидовна.
Шупашкарти Чăваш республика ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче Иван Яковлевăн «Сармантей. Сармандей» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. Унта Шупашкарти 75-мӗш номерлӗ ача садне çӳрекен ачасем хутшăнчӗç.
Ку сăрласа илемлетмелли кӗнекене пирӗн патриархăмăр, педагог, чăваш шкулӗсене уçакан, çӗнӗ чăваш алфавитне йӗркелекен, чăвашсем валли пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисем кăларакан, çыравçă, куçаруçă тата фольклорист Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тӗпе хурса кăларнă.
Библиотекăн таврапӗлӳпе наци литературин уйрăмӗн заведующийӗ Эвелина Малеева ачасене ку кăларăм ахаль кӗнеке кăна мар, сăрласа илемлетмеллискер пулни пирки каласа пачӗ. Кашни страница çинчех текст тата шурă-хура ӳкерчӗк пур. Ӳкерчӗксене тăваканӗ – Светлана Бритвина ӳнерçӗ. Ачасем алла тӗслӗ кăранташсем тытса кӗнекери ӳкерчӗксене юмаха вуланă маях сăрласа илемлетме пултараççӗ.
Кӗнекене пухса хатӗрленӗ редактор Ольга Федорова та хăтлава хутшăнчӗ.
– Иван Яковлевăн «Сармантей» юмахӗ малтан чăвашла кăна пичетленнӗ. Унтан ăна вырăсла куçарнă. 2005 çулта юмах Чăваш кӗнеке издательствинче тӳрех икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – тухрӗ. Иван Яковлевăн юбилейӗ çулӗнче эпир ку кӗнекене çӗнетсе сăрласа илемлетмелли пек кăларма шутларăмăр, – терӗ Ольга Леонидовна.
Хăтлавра ачасем художник та пулчӗç – куçӗсене çыхса юмахри тӗп сăнара – чăхха – ӳкерчӗç. Унтан Эвелина Малеевăпа Ольга Федорова «Сармантее» чăвашла тата вырăсла вуласа пачӗç. Пӗчӗк артистсем вара юмах тăрăх сценка лартрӗç.
Тӗлпулу вӗçӗнче кашни ачана кӗнекери сăрласа илемлетмелли ӳкерчӗке парнелерӗç. Ольга Федорова юмах кӗнекине ачасене садикре вулама пачӗ.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев