Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шăшисене мӗнле пӗтермелле?

Çӗр çинче кам маларах пурăнма пуçланă-ши, çынсем е шăшисем? Нимӗнле летопиçре те ку ыйту çине хурав тупаймăпăр, анчах шăшисемпе çынсем авалтанах кӳршӗллӗ пурăнни пирки иккӗленместпӗр. Лайăх кӳршӗ çур пурнăç теççӗ, анчах шăши пек кӳршӗрен Турă хăтартăр.

Çӗр çинче кам маларах пурăнма пуçланă-ши, çынсем е шăшисем? Нимӗнле летопиçре те ку ыйту çине хурав тупаймăпăр, анчах шăшисемпе çынсем авалтанах кӳршӗллӗ пурăнни пирки иккӗленместпӗр. Лайăх кӳршӗ çур пурнăç теççӗ, анчах шăши пек кӳршӗрен Турă хăтартăр.

Хулара та шăши хăйне питӗ ирӗклӗ, намăссăрла тыткалать. Путвалсенче, канализаци пăрăхӗсем иртекен çӗрте, складсенче ӗрчесе пурăнаççӗ шăшисем. Çын пурăнакан хваттерсене «тытса илме» те хăрамаççӗ.

Уйрăм çуртсенче, сарай-хуралтăсенче шăши пуçтахлансах каять. Ун пек çӗрте хӗллехи сивӗсенчен те сыхланса юлма пулать, апат-çимӗçрен те татăк мар. Паллă ӗнтӗ, çурт хуçине çакăн пек кӳршӗрен сиенӗ çеç.

Санитари службин ӗçченӗсем кăшлакан чӗрчунсем çын сывлăхӗшӗн хăрушлăх кăларса тăратни çинчен калаççӗ:

шăши шăршинчен пӳлӗме çуса тасатма хӗн;

шăшисенчен çыртакан пăрçа килти выльăх çине куçса чирлеттерет;

шăшисем сӗтел-пукана, кӗнекесене, хăш чух элктропралуксене кăшласа сиен кӳреççӗ.

Çавăн пекех шăшисем саракан чир-чӗр çын сывлăхӗшӗн хăрушă пулса тăрать. Пуринчен ытларах сальмонеллез тӗл пулать, теççӗ тухтăрсем. Шăши кăшланă апат-çимӗçрен вăл çынна куçать. Çак чиртен вилнӗ тӗслӗхсем те тӗл пулаççӗ.

Туляреми текен ерекен чирпе шăшисем пурăнакан пӳлӗмри сывлăшпа сывласан та чирлеме пулать: пысăк температура, сив чирӗ аптратать, юн пусăмӗ анса ларать. Çавăн пекех ӳпкене, лимфа тытăмне сиен кӳрет.

 Иерсиниоз – шăши каяшӗсемпе вараланнă пахча-çимӗç чирлеттерет. Кун пек чух çын хăйне вăйсăр туять, температури ӳсет, кăмăл пăтранать, хăстарать.

Лептоспироз инфекцийӗ çыншăн вилмелле хăрушă. Кăшлакан чӗрчунсем вараланă шыв урлă çынна лекет.

Халăх мелӗсемпе шăшисене пӗтерме пулать-и?

Халăх мелӗсемпе усă куриччен чи малтан пӳлӗме тасатма, унтан тин шăшисене хăвалакан, улталакан япаласем хурса тухмалла.

Турилкке çине ярса лартнă уксус эссенцийӗн шăршине шăшисем питӗ юратмаççӗ.

Нафталин хушнă пăчкă кӗрпине е торфа пӳлӗмре тӗллӗн-тӗллӗн хурса тухмалла.

Пӳлӗм кӗтесӗсене эрӗм  типӗтсе çакмалла, кӗл сапмалла.

Экспертсем çаплах мелисса, пӗтнӗк тата салтак тӳми курăкӗсене типӗтсе пӗчӗк хутаçсене чиксе шкапсене хурса тухмалла теççӗ (курăкӗсем пулмасан эфир çăвӗсем е юраççӗ).

Çавăн пекех пластик бутылкăсенчен шăшисене тытмалли тума пулать. Тӗпне касса хӗррисене шăл пек касса тухса шалалла авмалла. Ăшне шăши юратакан апат хумалла. Шăши ăна çиме бутылкăна кӗрет, анчах «шăлӗсене» пула унтан тухаймасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье