Савгачево шкулӗнчен 50 çул каялла вӗренсе тухнисем тӗл пулчӗç
Шкултан 1971 çулта вӗренсе тухнисен хушшинче çӗнӗ шкул туса вăтăр çула яхăн директор пулса ӗçленӗ Николай Павлович Егоров, ял канашӗн председателӗ, колхоз ертӳçи пулса вăй хунă Владимир Васильевич Максимовпа мăшăрӗ Валентина Александровна, паллă спортсмен Леонид Михайлович Петров (Анат Кама хулинче пурăнать), Владимир Григорьевич Федоровпа мăшăрӗ Зоя Николаевна, Раиса Петровна Крайнова, Анатолий Мурсалимович Васильев, шофер пулса ӗçленӗ Алексей Семенович Гуляков, Владимир Александрович Львов механизатор – ялти хисеплӗ çынсем. Пурне те асăнса пӗтереес çук – пурин те ачи-пăчи çитӗнсе çитнӗ, пӗлӳ илсе кашниех хăйсен çулне тупнă, асламăшсемпе кукамăшӗсене 6-7 мăнук таран парнеленӗ.
Çулла – шкулта пӗрле вӗреннисене тӗл пулма питӗ лайăх вăхăт. Июлӗн 31-мӗшӗнче, акă, Савгачевăри вăтам шкулпа 50 çул каялла сывпуллашнисем пухăнчӗç. Вӗсем пӗр-пӗринпе хавхалансах калаçрӗç, пурне те тăван шкул, унăн тавралăхӗ тӗпренех çӗнелсе улшăнни савăнтарчӗ.
Нумай çул иртсен пӗр-пӗринпе тӗл пулни – кашниншӗн телей. Хăшӗ-пӗри çур ӗмӗр хушши пӗр-пӗрне пачах та курман вӗт. Ӗнерхи хӗрсемпе каччăсем вуçех те улшăннă мар-и тата... Шел пулин те, аякра пурăнакансем килеймен, сăлтавӗ кашнин хăйӗн.
Пӗрле вӗреннӗ тус-юлташсем ӗмӗрлӗхех асра юлаççӗ çав. Пӗр-пӗриншӗн тăванран та тăван, çывăхран та çывăх. Çав кăмăл-туйăм яр уççăн палăрчӗ те пухăннисен йышӗнче.
Кăнтăрла шкул умӗнче пухăнчӗç шӗшкӗ пек авăнсан та хуçăлман «шкул ачисем». Аслă ăрусен ӗçне хакласа вӗсен ырă ятне çӗклекен шкул коллективне стенд çинчи сăнӳкерчӗксене пăхса аса илчӗç. Алла аттестат илнӗренпе 50 çул çитнине ӗненес килмест, анчах та пӗрле вӗреннисен çитӗнӗвӗсене курса, ӗнерхи тата паянхи педагогсен сумлă ӗçне пысăк хак пама тивӗçлине туйса чӗререн савăнчӗç.
Вăхăтлăха çамрăклăха таврăннисене пачах та «ватă çын» тесе калас килмест. Пурте йăрă-ха. Курпунли те çук, Турă пулăшнипе хальлӗхе нихăшӗ те алла туя тытман-ха, çӳçӗсене кăна вăхăт кӗмӗл тӗспе сăрлама тытăннă.
Çур ӗмӗр каялла шкулпа сывпуллашнисенчен чылайăшӗ тăван çӗршывшăн кирлӗ те усăллă çынсем пулни паллă. Пӗрисем тăван Саврăш тăрăхӗнчен чылай аякра йăва çавăрнă пулсан, теприсем вырăнтах телей тупнă.
Шкултан 1971 çулта вӗренсе тухнисен хушшинче çӗнӗ шкул туса вăтăр çула яхăн директор пулса ӗçленӗ Николай Павлович Егоров, ял канашӗн председателӗ, колхоз ертӳçи пулса вăй хунă Владимир Васильевич Максимовпа мăшăрӗ Валентина Александровна, паллă спортсмен Леонид Михайлович Петров (Анат Кама хулинче пурăнать), Владимир Григорьевич Федоровпа мăшăрӗ Зоя Николаевна, Раиса Петровна Крайнова, Анатолий Мурсалимович Васильев, шофер пулса ӗçленӗ Алексей Семенович Гуляков, Владимир Александрович Львов механизатор – ялти хисеплӗ çынсем. Пурне те асăнса пӗтереес çук – пурин те ачи-пăчи çитӗнсе çитнӗ, пӗлӳ илсе кашниех хăйсен çулне тупнă, асламăшсемпе кукамăшӗсене 6-7 мăнук таран парнеленӗ.
Паллах, çухатусем те пулман мар. Пухăннисем ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă учительсене те, пӗрле вӗреннӗ тус-юлташӗсене те ура çине тăрса асăнчӗç.
Шкулта вӗреннӗ вăхăт – манăçми тапхăр. Самана улшăнсан та шкулта вӗреннӗ çулсем ӗмӗр асра юлаççӗ, чуна ашăтса ватăлма памаççӗ. Савгачево шкулӗнчен 50 çул каялла вӗренсе тухнисем тепӗр тӗлпулăва йышлăнрах пухăнасса шанса ыр кăмăлпа сывпуллашрӗç. Çур ӗмӗр вăл – нимех те мар, чи кирли – сывлăх пултăр!
Татьяна ЛЕОНТЬЕВА.
Аксу районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев