Сцена çинче «Иакинф»
Спектакль сюжечӗ Раççейпе Китая пӗрремӗш çыхăнусем тума пулăшнă çын, ăсчах, çулçӳревçӗ, Хусанти тӗн семинаринче вӗреннӗ Иакинф манах, 1777-1853 çулсенче пурăннă Никита Бичурин, чăваш халăхӗн сумлă ывăлӗ çинчен каласа парать.
М.Джалиль ячӗллӗ Тутар академи опера тата балет театрӗ сентябрӗн 26, 27-мӗшӗнче çӗнӗ сезона премьерăпа уçать. Резеда Ахиярова композитор Ренат Харис либреттипе лартнă «Иакинф» балет пирки пырать сăмах, хореографийӗ Н.А.Римский-Корсаков ячӗллӗ Санкт-Петербург патшалăх консерваторин балет режиссурин уйрăмӗн ертӳçин Александр Полубенцевăн, художник-сценографӗ Вячеслав Окунев (Санкт-Петербург), музыка ертӳçи тата дирижерӗ Айрат Кашаев.
Спектакль сюжечӗ Раççейпе Китая пӗрремӗш çыхăнусем тума пулăшнă çын, ăсчах, çулçӳревçӗ, Хусанти тӗн семинаринче вӗреннӗ Иакинф манах, 1777-1853 çулсенче пурăннă Никита Бичурин, чăваш халăхӗн сумлă ывăлӗ çинчен каласа парать.
Виçӗ актлă балетри ӗçсем Хусанта, Пекинра тата Санкт-Петербургра пулса иртеççӗ.
Резида Ахияровăпа Ренат Харис оперăпа балет театрӗ валли тăваттăмӗш ӗç çырнă. Халиччен куракан «Любовь поэта» (2006 ç.), «Сююмибике» (2018ç.) оперăсем, «Золотая орда» (2013ç.) балет тата халӗ «Иакинф» ăсталанă. Композитор сăмахӗпе куракан тӗрлӗ культурăн юрри-кӗввипе паллашӗ. Спектакль «Алран кайми» чăваш халăх юррипе уçăлать. «Çакă çеç чăн халăх юрри, балетри ытти кӗвӗсем – Китай культурипе çыхăннă-и, Хусанти ӗçсене сăнлаканнисем-и – йăлт авторăн», – пӗр тунмасăр каласа панă композитор.
«Халӗ çӗршывсем пӗр-пӗрне çывăхрах пӗлме тăрăшаççӗ, халăхсен туслăхӗ мире упраса хăварассинче пысăк пӗлтерӗшлӗ. Нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ Раççейре Тутар патшалăх акдеми опера тата балет театрӗ «Иакинф» балета лартни питӗ тарăн шухăшлă, пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм, паянхи кун ыйтни», – шутлать либретто авторӗ Ренат Харис.
Татьяна Васильева
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев