Сцена çинчен тутарстансем кайма пӗлмерӗç
Тутарстанран Мускаври Акатуя «Сувар» хаçат редакцийӗпе, республикăри Чăваш хӗрарăмӗсен канашӗн пайташӗсемпе пӗрле юрласа ташлакансем те йышлăн кайрӗç
Ку вăл пӗртăван Чаркинасем, «Ӗмӗт» ансамбль тата Нурлат районӗнчи Киклӗпуçӗнчи «Çеçпӗл» ансамбльпе Çӗпрел районӗн «Хӗлхем» ансамблӗ. Вӗсемсӗр пуçне тутарстансем Акатуйăн сценисем çине тата та тухрӗç. Ку вăл Хусанта пурăнакан Августа Уляндина тата «Ярды» ушкăн, Тутарстанри Алексеевски районӗнче çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Мускавра пурăнакан Мила Ильдуганова (ТР Чăваш пики 2011-2013). «Дуняша» ушкăнăн солистки Наталья Дмитриева та Тутарстанран, вăл Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче çуралса ӳснӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев