Сентябрӗн 4 – 8-мӗшӗсенче Хусанта XXII «Алтын Минбар» Халăхсен хушшинчи кинофестиваль иртет
Комисси пайташӗсем конкурса 54 фильм суйласа илнӗ. «Раççей – ислам тӗнчи» темăпа 10 картина, Тутарстанра кăларнă наци фильмӗсен конкурсӗ ытти çулсенчи пекех, улшăнусăр юлать.
«Культурăсен диалогӗнчен диалог культури патне» – хальхинче те хăйӗн шухăшне улăштармасть çулран çул вăй илсе пыракан Тутарстанри кинофестиваль. Фестивале хутшăнма кăмăл тăвакансен заявкисене пăхакан комисси хӗллеренпех ӗçленӗ, нумай пулмасть хăйӗн тивӗçӗсене вӗçленӗ. Яланхи пекех ăна продюсер, Мускаври Çӗнӗ культурологи институчӗн директорӗ, ВГИК уйрăмӗн ертӳçӗ специалисчӗ Нина Александровна Кочеляева йӗркелесе пынă.
Комисси пайташӗсем конкурса 54 фильм суйласа илнӗ. Конкурса кӗмен картинăсем кăçал та йышлă. Вӗсем тӗп конкурса кӗреймен, апла пулин те ку лентăсем япăх тенине пӗлтермест. Енчен те Хусанта иртекен кинофестиваль заявкăна йышăннă, «Алтын Минбар» вăхăтӗнче кăтартма çирӗплетнӗ-тӗк, фильмсем, пӗтӗмӗшле илсен, фестиваль критерийӗсемпе килӗшӳллӗ, эстетика енчен паха пулнине пӗлтерет. Кăçал 82 картина конкурса кӗменни çинчен пӗлтерчӗç пресс-конференцире.
«Алтын Минбар» кинофестивалӗн ӗç тăвакан директорӗ кăçал та Миляуша Айтуганова. Вăл Хусанта иртекен кинопитчинг кăçал Культурăпа искусство институтӗнче мар, ТР Наци библиотекинче иртессине пӗлтерчӗ. Кино курас текенсене пӗлтӗрхи пекех «Мир», «Родина» кинотеатрсенче кӗтеççӗ. «Родина» кинотеатрта виçӗ зал кинофестиваль программипе ӗçлӗ. Пӗлтӗрхи пекех, Хусан Кремлӗн Йышăну вырăнӗсенче фестиваль вӗçленичченех кино курма пулать.
XXII кинофестивале Рамиль Тухватуллинпа (Тутарстан) Илхом Мухаммадиброхимовăн (Узбекистан) «Учитель» байопикӗ уçать. Узбекистанпа Тутарстан кинематографӗсен пӗрлехи ӗçӗ Шигабутдин Марджани çинчен каласа парать. XIX ӗмӗрти теософăн, вӗрентекенӗн, ислам тӗнне аталантаракансенчен пӗрин биографийӗ фильмра герой Хусана килнипе вӗçленет. Кăçалхи кинофестивале хутшăнакансен хушшинче çамрăксем нумай пулнине, вертикальлӗ ӳкернӗ кӗске метражлă картинăсем чылаййине палăртрӗç пресс-конференцире. Ӳлӗм вӗсем валли ятарлă номинаци йышăнасси пирки шухăшлаççӗ йӗркелӳçӗсем. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев