Сентябрь уйăхӗн 30-мӗшӗччен кредит каникулӗсене кӗртесшӗн
Раççей çыннисене хӳтӗлес тӗллевпе Патшалăх Думине сентябрь уйăхӗн 30-мӗшӗччен кредит каникулне йышăнасси çинчен калакан саккун проектне тăратнă тесе пӗлтерет Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçат
]Раççейпе туслă мар çӗршывсенчен тата пӗтӗм тӗнчери организацисен сиенлӗ ӗç-хӗлӗнчен хӳтӗлемелли саккун проектне Патшалăх Думине кӗртнӗ. Çав шутра 2022 çулхи сентябрь уйăхӗн 30-мӗшӗччен кредит каникулӗсене йышăнасси çинчен калани пур. Асăннă срока правительство йышăнăвӗпе тата та тăсма пултараççӗ.
Саккун проектне экономика секторне пулăшакан ирӗк тата лицензи паракан процедурăсем, Раççейри страхлав ӗç-хӗлне йӗркелекен право хутшăнăвӗсем кӗреççӗ. Вӗсем патшалăх тата муниципаллă организацисене таварпа, ӗçсемпе, çăмăллăхсемпе тивӗçтерессине йӗркелеççӗ.
Автор:Инга Алексеева
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев