Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сергей НИКОНЕНКО: «Чӗре вăрçăра та юратушăн»

Пурăнан пурнăçра нумай çынпа тӗл пулатăн – ӗçре, çулçӳревре, унта-кунта кайсан. Хăш-пӗри тем вăхăтран чун-чӗрере йӗр хăвармасăр манăçать. Ăнсăртран курсан тӳрех аса илмессе те пултаратăн. Тепринпе курса калаçни вара ӗмӗр асра юлать. Асра юлнисӗр пуçне чун валли кирлине нумай илсе юлатăн çав тӗлпулусенчен. Хăшӗ тӗнчекурăма та пач улăштарма пултарать. Ун пек тӗлпулусемшӗн шăпана тав тумалла пулӗ. Сергей Никоненкопа тӗлпулу та акă пурнăçри çутă астăвăмсенчен пӗри пулса юлчӗ.

Раççей халăх артисчӗ, кинорежиссер, сценарист Хусана кинофестиваль хăни шутӗнче килнӗччӗ. Кино сферинче актер 64 çул. Унăнни пек пуян фильмографипе кашни актер мухтанаймасть. 1961 çултан ӳкерӗнме пуçласа Сергей Никоненко тулли метражлă киносемпе сериалсенче 210 ытла рольте вылянă. Режиссер пек 17 кино тата пӗр сериал («Аннушка») ӳкернӗ. Унсăр пуçне сценарисем те çырать. 

Актера нумайăшӗ «Инспектор ГАИ» (1982 ç.) кинороль тăрăх пӗлеççӗ, унта вăл Сергей Михалковпа пӗрле ӳкерӗннӗ. Кинокритиксен шучӗпе гаишник ролӗ Никоненко карьеринче чи лайăххисенчен пӗри. «Зимний вечер в Гаграх», «Мастер и Маргарита», «Странные люди», «Места тут тихие», «Завтра была война» киносенчи сăнарӗсем те асра юлмаллисем. Юлашки паллă рольсенчен «Годунов» (2018), «Крымский мост. Сделано с любовью!» (2018), «Мятеж» (2020) фильмсенчи сăнарсене асăнмалла. 

Сергей Никоненко Мускав çынни пулсан та ял çыннисене пит ӗненмелле вылять. «Трын трава» кинона илер, сăмах май ку унăн режиссерла ӗçӗ.  Унта вăл ахаль ял ӗçченне Степан Калашников механизатора çавăн пек лайăх вылять, калăн ӗмӗр ялта пурăннă. Тӗп рольсенчен пӗрне, шăпах Степан мăшăрне, Лидия Федосеева–Шукшина вылять. Творчествăлла тандем питӗ лайăх пулса тухнă. 

Сергей Никоненко Совет тата Раççей кинематографийӗн чылай паллă актерӗпе пӗрле вӗреннӗ. Николай Губенко, Евгений Жариков, Галина Польских, Жанна Прохоренко тата ыттисем унпа пӗр курсрисем. 

Сергей Никоненко çулӗсемпе çамрăк мар пулин те, актер 1941 çулта, апрелӗн 16-мӗшӗнче çуралнă, питӗ те чӗрӗ, йăрă çын. Утти çăмăл, хăйне правур тыткалать. Харпăр пурнăçне илес пулсан вăл ялан тикӗс те телейлӗ пулман. Пӗрремӗш мăшăрӗпе Ирина Мельниковапа нумай та пурăнман пӗрле. Актер унпа пионер лагерӗнче паллашнă. 

– Эпӗ ун чухне 13-реччӗ, вăл 10-ра. Тепӗр 10 çултан тӗл пулсан эп ăна спектакле чӗнтӗм. Юрату çуралчӗ, пӗрлешрӗмӗр. Анчах мăшăрăм манран вăрттăн ача пăрахрӗ. Эп ăна каçараймарăм. Маншăн ку питӗ пысăк хуйхă пулчӗ, – терӗ иртнине аса илсе Никоненко. 

Иккӗмӗш мăшăрӗпе Евгения Соловьева модельерпа Ялтăра паллашнă. Телей кӗске пулать хальхинче те. Мăшăрӗ улталанине пӗлсен уйрăлать. Çӗнӗ савнийӗпе пурнăç ăнмасан Никоненко патне таврăнма та тытăнса пăхать Соловьева. Мăнкăмăллăскер пурте унла пулмалла пек тесе шутлать. Анчах сивӗннӗ ӗнерхи упăшка ăна йышăнмасть. 

– Эпир мӗн, санпа кӗркунне пӗрлешӗпӗр те, çуркунне каллех уйрăлăпăр-и? Аван мар ку тесе ăсатрăм ăна, – кăштах шӳте çавăрса калаçрӗ актер. Хăй каланă тăрăх, иккӗмӗш арăмӗпе уйрăлма ăна самай çăмăлрах пулнă, вăт пӗрремӗшӗ ача пăрахни чӗрине самай амантса хăварнă. 

Кӗтнӗ телее вăл виççӗмӗш мăшăрӗпе Екатерина Воронинăпа тупнă. Мăшăр пӗрле 45 çул пурăнать. Никанор ывăлӗ вӗсене виçӗ мăнук парнелесе савăнтарнă. Ывăлӗпе мăнукӗ çинчен калаçнă чух Сергей Петровичăн сăнӗ хӗвел пек çуталать. Мăшăрне ăшшăн Катенька тесе асăнать. Кинне çухатни ун пурнăçӗнчи тепӗр пысăк инкек пулса юлать.

– Никанорăн мăшăрӗ Вера ракпа чирлени пире çапса хуçрӗ. Нумай кӗрешрӗмӗр чире çӗнтерес тесе. Анчах 29-та чух кин пиртен уйрăлса кайрӗ... ӗмӗрлӗхех. Ывăл тем вăхăтран тепре авланчӗ те ăнлантăмăр – Петя мăнукăмăр малашне пирӗнпе пурăнать. Лайăх пире пӗрле, – терӗ актер уççăн. Сăмах май, кашни харпăр пурнăç çинчен калаçма юратмасть. Никоненко вара, уçăскер, сас-хура пуçтариччен хамран пӗлччӗр тет. 

Малалла сăмах кино çине куçрӗ. 

– Паян кунччен шутласан пурӗ 232 роль манăн. Çулталăкне пӗрер-икшер картинăра ӳкерӗнеттӗм. Хăш чух виççӗ-тăваттă та пулнă пулӗ. Анчах пӗр роль мана паян кунччен хăйӗнчен ямасть. 50 çул каяллах ӳкерӗннӗ пулин те. «Пой песню, поэт» фильмри тӗп роль.  Унта эпӗ Сергей Есенина вылятăп... Ман чунпа сыпăнса тăрать çак сăнар. Вăт, енчен те сире пурнăçра тăвăр, тăкăс, хӗсӗк пулса кайсан, чун тăвăлсан Есенина вулăр. Пулăшать. Мӗншӗн тесен поэт сăввисене сывлăх вӗрсе кӗртнӗ, хам тӗрӗсленӗ, – шӳтлесерех пулин те чунрине пытармасăр каларӗ хальхинче те. 

Никоненко вырăс поэчӗсене чунтан хисеплет. Вӗсен пултарулăхӗ çинчен вӗçӗмсӗр калаçма, сăввисене сехечӗ-сехечӗпе вулама (пăхмасăр!) пултарать. Актер çӗршывăн политикăлла пурнăçне те активлă хутшăнать. Раççей Президенчӗн ӗç-хӗлне пӗтӗмпех йышăннине палăртрӗ. Хăй вăл передовойне, салтаксем патне те кайса килнӗ. Вӗсемпе творчествăлла тӗлпулусем ирттернӗ. 

– Мӗн вуласа парам-ши, шутласа пытăм çул çинче. Салтаксем валли патриотизмла сăвăсем кирлӗ ӗнтӗ тесе юрăхлă поэмăсем хатӗрлесе пытăм çула май. «Василий Теркин», паллах, пӗрремӗш ретре. Чăнах салтаксем ăна хапăл туса йышăнчӗç. Итлерӗç-итлерӗç те мана юрату çинчен пур-и тесе ыйтаççӗ хайхи. Вăт çапла, чӗре вăрçăра та юратушăн, – терӗ актер çемçен. 

«Василий Теркин» поэмăна вăл пире те вуласа пачӗ, пăхмасăр, тăршшӗпе. Мӗнлерех-ха тата! Чăн-чăн спектакль пулчӗ ку. Вуланăçем умра поэмăри сăнарсем чӗрӗлсе тăчӗç. Теркина та, салтаксене те, командира та, шофера та – пурне те куратăн. Акă вăл актер пултарулăхӗ! 

Александр Пушкин поэт пирки те нумай калаçрӗ, сăввисене вуларӗ. 

– Тӗлӗнсе каймалла вӗт – мӗнлерех аслă чун унра! Вăл çырнисем паянхи кунпа та килӗшӳллӗ. Йăлт çырнă, йăлт пур ун сăввисенче. Пӗр ӳстермесӗр калатăп, мана поэтсен сăввисем пурнăçри йывăрлăхсене çӗнтерме пулăшаççӗ.  

Малашнехи плансем пирки калаçмасăр, паллах, пӗр тӗлпулу та иртмест. Сергей Никоненко ку вăхăтра «Баба Яга спасает Новый год», «Три друга, клад и матрос Кошка», «Склифосовский» кинокартинăсенче ӳкерӗннине пӗлтерчӗ. 

– «Баба Яга спасает Новый год» фильм Çӗнӗ çул тӗлне экран çине тухмалла. Эпӗ унта Хӗл Мучие вылятăп... 64 çул кинора. Хам халӗ те кирлӗ пулнишӗн шăпана тав тăватăп, – терӗ вăл пăртак чӗнмесӗр тăнă хыççăн. Малалла ӗç вăхăтӗнче пулнă камитле лару-тăрусене аса илсе куракансене пит çăмарти ыратиччен култарчӗ. 

Тӗлпулăва вӗçлесе Никоненко ГАИ çинчен çырнă юрра юрласа пачӗ. Юрă историйӗ вара интереслӗ, кун çинчен вăл пит кулăшла каласа пачӗ. 

– Пӗррехинче, ГАИн юбилейӗсенчен пӗринче ШӖМ министрӗ Р.Нургалиев генералсене пуçтарнă та калать тет: «Шăматкун Кремль керменӗнче концерт пулать. Лайăх пулӗччӗ унта эпир пурте  тӗслӗхе лартакан чи лайăх милиционер – ГАИ инспекторӗ Никоненко юрласа парсан, ГАИ çинчен». Асăрхăр, концерт шăматкун пулмалла, министр вара генералсене кӗçнерникун пуçтарнă. Татах тӗпчет ку: «ГАИ çинчен юрă пӗлетре?» «Çук» – теççӗ генералсем, манпа çыхăнма сӗнеççӗ. Нургалиев мана шăнкăравлать. «Эс ГАИ çинчен юрă пӗлетне?» – тет. Çук тетӗп. «А кам çырса пама пултарать?» – ыйтать каллех. Шутларăм-шутларăм та: «Ман çывăх юлташ Миша Шабровран никам та хăвăртрах çырса параймӗ», – тетӗп. Мишана шăнкăравларăм, кӗçнерникун 11.00 сехетчӗ шăпах. Тепӗр сехетрен мана Миша шăнкăравлать юрă хатӗр тесе. Ярса патăм юррине. Нургалиев каллех шăнкăравлать. «А музыкине кам çырма пултарать?» «Ман юлташ Добрынинран хăвăртрах никам та çыраймӗ», – терӗм министра кăшт тăхтанă хыççăн. Юрать Добрынин килӗшрӗ ку авантюрăна. Тепӗр кунне юрă хатӗр пулчӗ. Вăт çапла эпӗ ăна шăматкун Кремльте юрларăм вара, – терӗ Никоненко пире те юрласа пама хатӗрленсе. 

Вăт çапла ырă та ăшă тӗлпулу пулчӗ паллă Раççей актерӗпе. 

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: интервью