Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сергей ВУНБЕРОВ: «ХАМ ÇУЛА ĂНЛАНСА СУЙЛАНĂ»

Пӗр-пӗрне йывăрлăхра нихăçан та пăрахмастпăр, хăвармастпăр эпир Сывлăш çар десантне кăмăл пуррипех лекме çук, çирӗп сывлăх, яваплăх, хăюлăх кирлӗ. Урăхла юрамасть, хуть мӗнле хӗç-пăшаллă хирӗçтăрура та чи йывăрри вӗсем çине тиенет. Тен, çавăнпах пуль пӗрре десантник ята илнӗскер, ӗмӗрӗпех десантник пулса юлать. Вӗсен çар тăванлăхне вара ăмсанмалăх та пур.

Августăн 2-мӗшӗнче, Сывлăш çар десанчӗн кунӗнче, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче тӗрлӗ ăрури десантниксене халалланă палăка уçмашкăн та акă нумайăн пуçтарăннăччӗ вӗсем. Çак ял мăнукӗ, Украинăри ятарлă çар операцийӗнчен кӗске отпуска таврăннă, çапăçура палăрса патшалăх наградине – 

«Хăюлăхшăн» медале –

маларах «Салтак хăюллăхӗшӗн», «Вӗренӳре палăрнăшăн», «Восток-2018 маневрсемшӗн» наградăсене тивӗçнӗ Сергей Вунберов та ятарласах килнӗччӗ.

 

– Сергей, Сывлăш çар десанчӗн кунӗнче эсир çемйӗрпех Хулаçырми ялне килнӗччӗ. Вунберовсен çемйин çирӗпленнӗ йăли-и ку е кăçал уйрăм сăлтав пулчӗ? 

– Пирӗн çемьешӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ уяв вăл. Мӗншӗн те­сен атте Василий Сергееви­ч та Сывлăш çар десантӗнче служ­бăра тăнă. Çавăнпа мӗн ачаран ун пекех десантник пулас килетчӗ. Кăçал отпуск Сыв­лăш çар десанчӗн кунӗпе тӳр килчӗ ман. Киле таврăнсанах Хулаçырминче палăк уçассине пӗлтӗм те ниепле те хӗрринче юлма пултараймарăм. Мӗншӗн тесен ку палăк мӗнпур ăрури десантниксене сума суни, асăнса чыс туни.

– Контрактлă çар службине ăнсăртран суйламан апла эсӗ?

– 2011 çулта çара кайсан Сыв­лăш çар десанчӗн Омск­ри 242-мӗш вӗрентӳ центрне лекрӗм. Учебка хыççăн мана 31-мӗш десантпа штурм бригадине (Ульяновск) ячӗç. Кунта контракт çыр­тăм та. Çав вăхăтранпа çарта эпӗ.

– Ытти хӗç-пăшаллă хирӗç­тăрусене те хутшăнма тиврӗ-и?

– Çук. Украинăри ятарлă çар операцийӗ маншăн пӗрремӗш çар опычӗ.

– 2022 çулхи февралӗн 24-мӗшӗ... Ульяновскри 31-мӗш десантпа штурм бригади чи пӗлтерӗшлӗ задание пурнăçласа Гостомельти çар аэродромне илнине илтнӗ. Пӗр сăмахпа, мӗнле иртрӗç çав кунсем? Сан умра мӗнле задача тăчӗ?

– Февралӗн 24-мӗшӗ... ӗмӗрлӗхех асра юлӗ вăл ман. Пӗрремӗш кунсем çав тери çивӗч пулчӗç, тӗллеве пурпӗр пурнăçларăмăр. Хама илес пулсан, çар специальноçӗпе механик-водитель эпӗ. Манăн тӗп задача – разведка туса ваннă техникăсене тупмаллаччӗ те тӳрех юсав вырăнне илсе çитермеллеччӗ. Çаплах боеприпассем турттарма та, аманнисене илсе тухма та тиврӗ.

– Украинецсемпе танлаштарсан, вӗсене кураймасăр ӳстермен пире, тăванла халăх вӗсем пирӗншӗн. Çак лару-тăрура çар условийӗсене хăнăхма йывăр пулмарӗ-и? Вырăнти халăх мӗнле йышăнчӗ сире?

– Ученисенче кун пек лару-тăрусенче мӗн тумаллине вӗрентсех тăнипе-и Украинăра та çар условийӗсене хăвăрт хăнăхрăмăр эпир тата хамăрăн ăста командирсем пулăшса-хавхалантарсах тăчӗç. Вырăнти халăх тесен, тӗрли пулчӗ: ăнланаканни те, пирте тăшман кураканни те.

– Хӗç-пăшаллă лару-тăрура романтика хăвăнтан инçе мар ӳкнӗ пӗрремӗш минăччен кăна теççӗ. Унта вилӗм, çухату шухăшри япала кăна мар, яланах юнашар. Çухалса каяс мар тесен салтакăн мӗн тумалла?

– Мӗнпурне лăпкă кăмăлпа йышăнмалла. Хам эп çапла хăнăхнă, мӗншӗн тесен çар тивӗçне пурнăçласси маншăн – ӗç. 

– Ятарлă çар операцийӗ иккӗмӗш çул пырать. Чикӗ хӗрринчен аякрисем эпир ним пулман пекех лăпкăн пурăнатпăр. Эсир çӗршыв интересӗсене хӳтӗленӗ вăхăтра теприсем курортсенче канни тепӗр чух тарăхтармасть-и?

– Кам-тăр кулленхи лăпкă пурнăçпа пурăнса, канса çӳренӗшӗн пӗрре те кăмăл хуçăлмасть ман. Эпӗ вӗт хам çула тахçанах, 2011 çултах, ăнланса суйланă.

– Мобилизацирен хăраса Раççейрен тарнисем пирки мӗн шутлатăн?

– Маншăн вӗсем – сутăнчăксем. Раççей – пирӗн кил, пирӗн Тăван çӗршыв вӗт. Раççее хӳтӗлеме тăма хăраманнисене вара хисеплетӗп, вӗсемпе мăнаçланатăп. Пӗрле чух эпир – вăй!

– Тулли мар мобилизаци иртнӗренпе çулталăк çитет. Çар условийӗсене вӗсем те хăнăхса çитни иккӗленӳллӗ мар. Мӗнлерех кӗрешеççӗ?

– Мобилизаципе кайнисем те çар условийӗсене хăвăрт хăнăхрӗç. Пирӗн атьсем вӗсене малтанах пулăшса пычӗç, опытпа паллаштарчӗç.

– Çар конфликтӗнчи арçын туслăхӗн атмосфери хăйне евӗр тенине илтнӗ. Десантниксен вăл мӗнлерех, тен, сирӗн хăвăра уйрăм йăла та пур?

– Десант тăванлăхӗ вăл чăнах та çав тери çирӗп. Пӗр-пӗрне йывăрлăхра нихăçан та пăрахмастпăр, хăвармастпăр эпир. Çав шутра мобилизаципе кайнисене те.

– Тӗрлӗ вăрçа хутшăннă ветерансен Ульяновскри пӗрлӗхӗ хамăр салтаксене ятарлă çар операцийӗ пуçланнă кунсенченех пулăшнине пӗлетӗп. Гуманитари пулăшăвӗ сирӗн пата çитеет-и?

– Гуманитари пулăшăвне паракан-пухакансене пурне те тав тăватăп. Гуманитарка пирӗн пата яланах тата йăлтах çитет. Ачасене çырусемпе ӳкерчӗксемшӗн уйрăммăн тав тăватăп. Вăй-хăват параççӗ вӗсем пире, çавăнпа та иккӗленместӗп: çӗнтерӳ пирӗн пулатех!

– Çар конфликчӗсене хутшăнакан хуть мӗнле салтак-офи­цершăн та чун, ӳт суранӗсене сиплемелли чи лайăх терапи, реабилитаци вăл – çемье. Эсир ку енчен телейлӗ çын-и, кам кӗтет сире килте?

– Паллах, телейлӗ çын! Манăн юратнă мăшăрăм тата виçӗ ывăлăм пур. Йывăр вăхăтсенче вӗсем çинчен шухăшласанах вăй кӗрсе каять. Йывăрлăха çӗнтерсе ӗçӗме малалла тума пулăшаççӗ вӗсем мана.

– Мăшăрăр Анжела та чă­вашла лайăх калаçать, хăш енчисем вăл, ăçта паллашрăр?

– Эпир Сергейпе пӗр-пӗрне малтан палламан, – калаçăва хут­шăнчӗ Анжела. – 11-мӗш клас­ра ăнсăртран тенӗ пек пӗр шкулта, параллельлӗ классенче вӗрентӗмӗр. Çапла калаçма пуçларăмăр. Кайран, çывăхрах паллашнă хыççăн тин, атте-аннесем кӳршӗллӗ ялсенче çуралса ӳснине пӗлтӗмӗр. Вăл – Хулаçырми, эпӗ кӳршӗллӗ Кивӗ Чакă мăнукӗ пулса тухрăмăр. Атте-аннесем шкул хыççăнах Ульяновска тухса кайса тӗпленнӗ пирӗн.

– Сергей, сирӗн виçӗ ывăл ӳсет, пурнăçа вӗсем те хăвăр пекех çар пурнăçӗпе çыхăнтарас тесен хирӗç пулмăр-и?

– Десантниксен туратне малалла тăстарасах килет-ха вӗсене, мӗншӗн тесен десантник вăл – ӳт-пӳ енчен тӗреклине, вăйлă характерлине, çирӗп кăмăллине тата чăн-чăн арçынна кирлӗ ытти нумай ен пуррине пӗлтерет. 

– Пирӗнпе калаçма килӗшнӗшӗн пысăк тав. Çемйӗре малашне те юратупа чăтăмлăх, хăвăра çăмăл мар ӗçӗрте ăнăçу сунатпăр. Тăван çӗршыва хӳтӗленӗшӗн чӗререн тав тăватпăр. Турă сыхлатăр сире.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев