Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Серте Мишши: «Сăвă вуласан кашнин чӗринче юрату туйăмӗ çуралтăр»

Михаил Андреевич Сугалов (Серте Мишши) Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялӗнче 1947 çулхи утă уйăхӗн 12-мӗшӗнче çуралнă. Иван Яковлев кун çути курнă ялăн сиплӗ сывлăшӗпе сывласа çитӗннӗ каччă вăтам шкул пӗтерсен çарта пулнă. Пурнăçне шкулпа тата пӳрт-çурт юсас-хăпартас ӗçпе çыхăнтарнă. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсенче çыру ӗçне кӳлӗннӗ. 1998 çулта Ульяновскри патшалăх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнă. Историк. 1997 çултанпа – РФ Писательсен тата ЧР Профессилле писательсен союзӗсен пайташӗ. Паяна унăн пилӗк сăвă кӗнеки кун çути курнă. Ульяновск облаçӗнчи çыравçăсен «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн хастарӗ. Çак кунсенче 75 çул тултарнă ентешӗмӗрпе юбилей умӗн курса калаçрăмăр.

– Михаил Андреевич, çичӗ теçетке çурă çул тултаратăр эсир. Сирӗн çӗнӗ сăввăрсенче пултарулăх çул-йӗрне пӗтӗмлетсе тарăннăн шухăшлани палăрать. 

– Çамрăклăх мӗнле иртсе кайнине сисмерӗм те. Пӗлетӗн-и, йăмăкăм, чупатăн, утатăн – шав яш пек. Вара сывлăх хавшама, вăй-хал чакма, утăм йăвашланма, пурнăçа тата ытларах юратма пуçласан çеç çулсен хисепне шутлама пуçлатăн. Паян та хăш-пӗр чухне хама каччă пек туятăп. Пурнăçра тӗппи – умра пек...  

 – Пархатарлă ӗçӗр хăйнеевӗр, тӗрлӗ енлӗ – поэт та эсир, публицист та, куçаруçă та, çыравçă-сăвăçсен пӗрлешӗвӗсен пайташӗ. 

– Пуçӗпех литературăна парăнса пурăннă çулсенчи, пурнăç тӗллевне тата пӗлтерӗшне ăнланма май паракан тапхăрти хамăн чи аван сăввăмсене, поэмăсемпе куçарусене чи пысăк çитӗнӳ тесе шутлатăп. Пилӗк кӗнеке кăлартăм: «Хирти тăман» (1995),  «Йӗплӗ пуç кăшăлӗ» (1999), «Асăнмалăх» (2004), «Тăван сăмах» (2011), «Тăван тымарсенӗн хăвачӗ». Хайлавăмсем «Тăван Атăл» журналта (Шупашкар), «Атăл юрри»  альманахпа «Канаш» хаçатра (Ульяновск), «Шурăмпуç» журналпа «Сувар» хаçатра (Хусан) пичетленеççӗ. Хамăн вӗренекенсем паян кӗнекесем кăлараççӗ, сумлă ятсене тивӗçеççӗ, Профессилле писательсен союзӗсене кӗреççӗ.  

– Михаил Андреевич, мӗн вăл сирӗншӗн поэзи? Миçе çулта çырма пуçланă эсир? 

– Тӗрӗссипе, манăн пурнăç вăл хăй, тӗпрен илсен, поэзи. Тăван тавралăх илемӗпе киленме, пултаруллă,  шанчăклă çынсемпе калаçма ывăнмастăп эпӗ, мӗнле йывăрлăх, чир-чӗр ман пуç çине йăтăнса ансан та телейлӗ пулма пăрахмастăп. Поэзие сăввăмсенче палăртни – чунри тӗслӗхлӗ çутă пайăрки. Çырма, ӗçлеме вăй-халăм пур-ха. Тавах Турра, Муза ман патăма кашни кунах килет.  

 – Ачалăхри малтанхи кӗнекесене астăватăр-и? Хăш писательсен хайлавӗсем сирӗн çине витӗм кӳнӗ?

– Пӗрремӗш кӗнекесем вуланман, вӗсене эп итленӗ. Çемьере ултă ачаран эпӗ чи кӗçӗнни. Виçӗ аппапа икӗ тете уроксем тунине, вуланине курса, илтсе ӳснӗ. Астăватăп-ха, чăваш, вырăс, нимӗç чӗлхисемпе сăвăсем аслисемпе пӗрле вӗреннӗ. Утма тытăннă-тытăнман пăхмасăр вӗреннисем халӗ те асра.  Вуланине итлеме юрататтăм. Ӳсерехпе хам та аслисем пек кӗнекене алла илсе вулама ӗмӗтленеттӗм. 

– Эсир поэт пулнинче аçăр-аннӗр, çемйӗр витӗмӗ пысăк-и? 

– Атте – Аслă вăрçă ветеранӗ Андрей Федотович Сугалов. 1945 çулта тăван яла çӗнтерӳпе таврăннă. Вăрçăччен Владимир Плешков (Ухли) пирӗн шкул директорӗ пулнă. Аттепе туслă тăнă. Сунара пӗрле çӳренӗ. Атте пур япалапа та кăсăкланнă. Эпӗ çулталăк çурăра чухне вăрçă суранӗсене пула çӗре кӗнӗ. Анне те, Мария Васильевна (хӗр чухнехи хушамачӗ Ислюкова), тӗлӗнмелле хӗрарăмччӗ. Вăл Теччӗ районӗнчи Таяпаран. Кăнна Кушкинчен тăватă çухрăмри ялтан. Хисеплӗ чăваш поэчӗпе, Александр Дмитриевич Кăлканпа (Антоновпа), çывăх тăвансем. Ачаран пӗр килте ӳснӗ. Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗре çуралнăскерӗн ашшӗ-амăшӗ ир вилнӗ. Ăна вара ман кукамайпа кукаçей пăхса ӳстернӗ. Ӗлӗк чăваш çыравçи-сăвăçисем ял-ял тăрăх çӳресе кӗнеке ярмăрккисем йӗркеленӗ. Кăнна Кушки ялӗнче те пулнине астăватăп. Çакăн евӗр писательсен куравӗ хыççăн анне Шупашкартан килнӗ сумлă хăнасене – Владимир Ухлие, Александр Кăлкана, Петӗр Хусанкая – киле чей ӗçме илсе кайнă. Эпӗ, 11-12 çулти ача, лашана тăвартăм та (манăн лаша Бэлла ятлăччӗ) киле чупрăм. Шавласа, савăнăçлă кăмăлпа кӗретӗп хайхискер, хирӗç анне тухрӗ те: «Хытă ан шавла, Кăлкансем килнӗ-ха унта», – терӗ. «Вăл Кăлкан-тăк, эп Серте эппин», – терӗм. Мӗншӗн çапла каларăм, хам та пӗлместӗп. Ачалăхра анне пӗçернӗ серте, пултăран, вӗлтӗрен яшкисем пуçа кӗнӗ-и? Уççăн калаймастăп. Тете Анатолий Андреевич çыратчӗ те эпӗ те ăна кура çырма пуçларăм. Малтанхи хайлавăмсене прозăпа çырнă. Анне 1982 çулта 75 çула çитсе çӗре кӗчӗ. 

– Эсир паллă çыравçăсемпе пурнăçăрта нумай хутшăннă. Асра юлнă тӗлпулусем... 

– Нумай писатель манпа атте пек тăванла калаçатчӗ. Хавхалантарăва эпӗ яланах туйнă. Ырă сăмахсене те, критикăна та çывăх куракансенчен ăнланса йышăннă. Илпек Микулайне, Петӗр Хусанкая курнине ăçтан манăн? Калавăмсене илсе Шупашкара кайсан пичет çуртне Александр Кăлкан патне пынăччӗ. Ентешӗм вӗсене «Хура çăкăр» роман авторне Илпек Микулайне вуласа пăхма панă. Вăл вăхăтра Николай Филиппович «Ялав» литература журналӗн литература консультанчӗ. Писатель ман ӗçсене Пӳркел çыннине Владимир Ухлие те кăтартнă иккен. Иккӗшӗ пӗрле пăхса тухнă. Илпек Микулайӗ мана валли çыру çырса Санькка тетене (Александр Кăлкана) парса хăварнă. Ăна паян кунччен упратăп. Халал панине чӗре патне илнӗ. «Михаил Сугалов, санăн «Арçук» тата «Пехил» калавусемпе паллашрăм. Вӗсенче литература таланчӗ пурри сисӗнет, авторне ыйхине манса ӗçлеттерес килет. Эс – пирӗн пуласлăх, пирӗн шанчăк», – тенӗ Илпек Микулайӗ.

Митта Ваçлейне, Краснов-Аслипе Краснов-Кӗçӗннине курса калаçнă. «Чувашия» хăна çурчӗ çывăхӗнчи издательствăра (ЧР Писательсен союзӗ çав пысăках мар çуртра вырнаçнăччӗ, председателӗ Н.С.Дедушкинччӗ) çыравçă-сăвăçсем пайтах пухăнса ларатчӗç. Элшел чăвашӗ (Пăва районӗ) Николай Степанович, Валентин Бурнаевский тата ыттисем кăмăллăн, евӗклӗн калаçса ларатчӗç. 

– Эсир пилӗк кӗнеке авторӗ, сăвăсемпе çынсене савăнтаратăр. Мӗнле çуралаççӗ вӗсем?

– Çырнисен пуххисем, сăвă кӗнекисем ача пек çуралаççӗ. Чи аван сăвăсене пӗр кӗнекене пухса кăларма шухăш пур. Эпӗ яланах шыравра. Сăвăсем çырма темăсем нумайланса-нумайланса пыраççӗ. Шел, çулсем иртнӗ май вулакансен шучӗ чакать. Паянхи вулакан е сăвăпа пачах интересленмест, е вӗсене интернет уçлăхӗнче тупать. Сăвă çеç мар, калав-повеçсем те кӗнеке лавккисен çӳлӗкӗсем çинче тусанланса выртаççӗ. Тепӗр тесен кирлӗ-ши халь кӗнеке кăларма? Кӗсье телефонӗн ӗмӗрӗн хăрушла ахрăмӗ ку.  

– Хуть те мӗнле сăвăç та пурнăçпа тăван çӗршыв, çутçанталăк, хӗрарăм çине ытараймасăр пăхать. Вӗсене канăçсăрлантаракан, хăратакан пулăмсене кураймасть... 

– Поэзи вăрттăнлăхӗ те – çут тӗнчене юратакан авторăн тӳрӗлӗхӗ, уçă кăмăлӗ. Сăвăç вулакансене çак юратупа хавхалантарма тивӗçлӗ. Сăвă вуласан кашнин чӗринче юрату туйăмӗ çуралтăр. Сăвăсăр кӗвӗ те, тăнăçлăх та çук. 

– Михаил Андреевич, поэтăн вара хавхаланăва ăçта шырамалла? 

– Тен, кам-тăр шырать пуль ăна – мана вара вăл хăй тупать. Пултарулăхпа пуян чун-чӗрере кăмăл хăй çӗкленет. Сăвă-юрă вулакан ачасене, çамрăксене курсан савăнатăп эпӗ. Ашшӗ-амăшӗн çамрăк ăрăва литературăна юратма вӗрентмелле, килте пӗрле кӗнекесем вуламалла. Аван хайлавсене ик-виç йӗрке вуласанах тата та вулас, малалла мӗн пулнине, мӗнпе вӗçленнине пӗлес килет. Вулани кăмăла уçать çеç мар, ăс-тăна çирӗплетет, тавракурăма ӳстерет. Пирӗн поэтсен сăвăсем шăрçаласа ларнипе çырлахмалла мар, йӗркесене тепӗр çын чунне пырса тивмелле пурнăç вӗрсе кӗртме пӗлмелле. 

– Çывăх вăхăтра кӗнеке кăларма ӗмӗтленетӗр-и? 

– Манăн тата пӗр-ик кӗнекелӗх те материал хатӗр. Кăларсан та эпӗ хытă хуплашкаллă хулăн кӗнеке кăларасшăн. Анчах та халь мар-ха. Кăшт вăхăт иртсен. Паянхи кун сăвă кӗнеки кăларас тесен питӗ хăюллă, чăрсăр, теветкеллӗ тата укçаллă е усламçăсемпе туслă пулмалла. Паллах, ӗçсем пичетленни, сăввăмсене йăхташсем вулани килӗшет мана. Эпир вулакансем валли çыратпăр-çке. Паллашчăр тетпӗр. Вырăнти «Шевле» литература пӗрлешӗвӗ (ертӳçи Елена Мустаева) Ульяновск облаçӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсене, чăваш культура центрӗсене тухса çӳресе ачасемпе, студентсемпе йӗркелекен сăвă каçӗсене хаваспах хутшăнатăп. Тăван тăрăха тухса çӳреме тăрăшатăп. 

– Пултарулăх ӗçӗнче малашне те ăнăçу сунатпăр сире, Михаил Андреевич! Сиртен çӗнӗ ӗçсем кӗтетпӗр.

Алена СЕЛИВАНОВА калаçнă. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей