Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар пӗр кунлăха Раççей халăхӗсен тӗп центрне çаврăнчӗ

Июнӗн 24-мӗшӗнче Чăваш Республикин тӗп хули Шупашкар уяв картине çаврăнчӗ тесен те юрать. Республика кунне халалланă мероприятисем тӗрлӗ çӗртре иртрӗç. Пӗтӗм чăвашсен Акатуйӗ вара ку хутӗнче те Амазония паркра тӗпленчӗ. Парка кӗнӗ çӗрте тăршшӗпе ал ӗç ăстисен суту-илӳпе куравӗн сӗтелӗсем. Мӗн кăна тумаççӗ çынсем: çӗлеççӗ, çыхаççӗ, тăмран тӗрлӗ япала ăсталаççӗ, тӗрлеççӗ, картинсем ӳкереççӗ, шăрçа-таврашӗнчен сумка çыхасси таранах. Куç-пуç алчăраса каймалла. Эпир Акатуй лапамне çитнӗ чух ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев шăпах сăмах калатчӗ.

Июнӗн 24-мӗшӗнче Чăваш Республикин тӗп хули Шупашкар уяв картине çаврăнчӗ тесен те юрать. Республика кунне халалланă мероприятисем тӗрлӗ çӗртре иртрӗç. Пӗтӗм чăвашсен Акатуйӗ вара ку хутӗнче те Амазония паркра тӗпленчӗ. Парка кӗнӗ çӗрте тăршшӗпе ал ӗç ăстисен суту-илӳпе куравӗн сӗтелӗсем. Мӗн кăна тумаççӗ çынсем: çӗлеççӗ, çыхаççӗ, тăмран тӗрлӗ япала ăсталаççӗ, тӗрлеççӗ, картинсем ӳкереççӗ, шăрçа-таврашӗнчен сумка çыхасси таранах. Куç-пуç алчăраса каймалла. 

Эпир Акатуй лапамне çитнӗ чух ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев шăпах сăмах калатчӗ. «Хаклă юлташсем, сире пурне те тав паянхи уява хутшăнса хамăр халăхăн тӗп енлӗхне, унăн питӗ тарăна каякан культурине кăтартса панăшăн! Яланах çакăн пек пысăк ушкăнпа пухăнса, алран-алă тытăнса ташласан та, юрласан та, йывăр ӗçсене тусан та уйрăмах йывăрлăхсем сиксе тухсан çав йывăрлăхсене сирсе яма тесе пӗрле ӗçлесен те, хастаррăн кӗрешсен те пирӗн пурнăç малалла хамăра кирлӗ пек аталанма пултарӗ», – терӗ Олег Алексеевич. 

Пуçтарăннă халăха саламлама ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев тата ытти культура, общественность ӗçченӗсем тухрӗç. Çавсен шутӗнче Чăваш Патшалӑх Канашěн председателě Леонид Черкесов, Чăваш патшалăх Думин депутачě Анатолий Аксаков ӑшӑ сӑмахсем тухса каларӗҫ. Чăваш культурине аталантарнă ӗçре палăрнисене ЧР Пуçлăхӗн, ЧНК Хисеп тата Тав хучӗсемпе чысларӗç. Уяв концертне Раççей регионӗсенчен пурӗ 15, Чăваш Республикин районӗсенчен 23 коллектив хутшăнчӗç. Палăртса хăвармалла, чи йышлăн килнӗ регионсен хушшинче Ульяновск облаçӗпе Пушкăртстан пулчӗç. 

Тутарстанран та йышлăн пуçтарăнса кайнă, анчах ытларах курма тесе каякансем. 

Акатуй лапамне Чăваш Енӗн районӗсен çурчӗсем илем кӳчӗç. Кашни район хăйне евӗр пулни палăрчӗ, ку тумтир расналăхӗнче те курăнчӗ. Тури чăвашӗсем, вирьялсем çи-пуçӗпе, кӗвӗ-çеммипе ытларах марисене çывăххи палăрчӗ. Юнашар пурăнакан халăхсем пӗр-пӗрин культурине çине витӗм кӳни ӗнтӗ ку. Те марисем чăвашланнă, те чăвашсем кӳршисене пăхнă. Ку историксен ӗçӗ. Шăмăршă, Патăрьел, Елчӗк чăвашӗсем пирӗн пекрех, хăйсене тыткаланипе те, чӗлхи-калаçăвӗпе те. Çак тӗрлӗлӗхпе пуян та ӗнтӗ эпир. Тӗрӗссипе кашни нацире ку палăрать, çав шутра вырăссенче те. Çак кунсенче ак Шупашкарта ача-пăча пултарулăхӗпе фольклориада иртрӗ. Шупашкар Раççей центрне çаврăнчӗ çак кун. Нацисен парачӗ чи илемлӗ те хăватлă мероприятисенчен пӗри пулчӗ. Уншăн Шупашкарăн тӗп урамӗсене хупма та тиврӗ. Наци тумӗсене тăхăннă халăх утрӗ те утрӗ урамсем тăрăх – юрласа та ташласа, мăнаçлăн, танлăн. Вӗсене курма тесе халăх йышлăн кӗпӗрленчӗ урам айккисемпе. Кам кăна пурăнмасть аслă Раççейре: чăвашӗ, вырăсӗ, тутарӗ, ирçе, мăкши, удмурчӗ, комипе якучӗ, нанаецӗ, пушкăрчӗ, казакӗ, тувинецӗ тата ытти те. Куç илейми илем! Ак мӗнпе пуян эпир Раççей халăхӗ – хамăрăн пӗрлӗхпе, туслăх илемӗпе, нацисен чӗлхипе, юрри-ташшипе, йăли-йӗркипе!  Фольклориадăна килнисем Чăваш Республикин кунне халалланă концерта та хутшăнчӗç. 

Акатуй – чăвашсен тӗп праçникӗсенчен пӗри. Вăл тӗрлӗ регионсенче пурăнакан йăх-ташăмăрсене пӗр çӗре пуçтарни питӗ кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура