Шупашкарта халăх академикӗсем пухăнчӗç
Иртнӗ шăматкун, февралӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн Аслă пухăвӗ иртрӗ. Пуху умӗн академи пайташӗ Валентина Телей юрăçă пухăннисене чăваш тата вырăс юррисемпе савăнтарчӗ. Пухăва ЧНАНИ президенчӗ Евгений Ерагин уçрӗ, Николай Лукьянов академик ертсе пычӗ. Пурнăçран ӗмӗрлӗхе уйрăлса кайнă академиксене асăнса пухăннисем пӗр самант ура çинче шăп тăчӗç. Чи пултаруллисене Хисеп хучӗсемпе, орденсемпе, медальсемпе наградăларӗç, çӗнӗрен йышăннă пайташсене удостоверенисем пачӗç.
Академи президенчӗ Евгений Ерагин тата ревкомисси председателӗ Владимир Милютин 2021 çулхи ӗçсем çинчен отчетсем турӗç. Академи «тымарӗсем» вăтăр çула яхăн каялла илсе каяççӗ пире. 1992 çулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта тӗрлӗ шайри çынсем, интеллигенци, таврапӗлӳçӗсем, тӗпчевçӗ-çыравçӑсем, ӳнерçӗсем, ăслăлăхпа ӳнер представителӗсем пӗрле пуçтарăнса хăйсен пӗрлӗхне туса хума йышăннă, «академи» ятпа пӗрлешнӗ. Тепӗр икӗ çултан, раштав уйăхӗнче ЧНК Мӑн Канашӗпе ирӗклӗ тӗпчевçӗсемпе таврапӗлӳçӗсен анлӑ активӗ малтанхи 15 çынна «Чӑваш халăх ăсчахӗ» хисеплӗ ятпа чысланă. Вӗсен хушшинче: А.П.Айдак, В.Г.Толстов-Атнарский, Н.Е.Наумов, Е.Н.Жачева, З.И.Григорьев, Л.А.Ефимов, Е.Е.Ерагин тата ыттисем. Çулталăкран ку йыша Я.Н.Зайцев, В.П.Станьял, А.И.Кипеч тата ыттисем хутшăннă.
Ултă çул ытла пӗрлешӗве В.П.Станьял ертсе пынă. 2000 çулхи ноябрьте академи хăйӗн пӗрремӗш уставне йышăннă, ăна 2001 çулхи январӗн 26-мӗшӗнче РФ Юстици министерствинче çирӗплетнӗ. Виçӗ çул академи президенчӗн ӗçӗсене П.Т.Тихонов пурнăçласа пынă. Кайран организацие И.Т.Кокшин, П.П.Таллеров ертсе пынă.
2011 çултан организаци «Чăваш халăх ăс-хакăлпа ӳнер академийӗ» ятпа ӗçленӗ. 2018 çулхи августăн 1-мӗшӗнчи пуху хыççăн çӗнӗ уставпа, «Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗ» ятпа вăй хурать. Организацин тӗп тӗллевӗсем – тăван халăхăн чун-чӗре хавхине, ăс-пурлăхне, кун-çулне, аталану çул-йӗрне тӗпчесси, тӗрӗс кăтартасси, çак пархатарлă юхăма явăçакан пур çынна, ушкăна хавхалантарасси, тӗрек парасси. Çак тӗллевсене пурнăçлас тӗлӗшпе отчетлă тапхăрта академиксем чылай ӗçсем туса ирттернӗ. Анчах çитӗнӳсемпе пӗрлех кăлтăксем те сахал мар-ха ӗçре. Вӗсем çинчен пухура тухса калаçакансем тӗплӗн чарăнса тăчӗç.
Лев Ефимов наукăсен докторӗ чăвашсемпе çыхăннă тӗрлӗрен паллă пулăмсем ячӗпе ирттернӗ наука конференцийӗсем çинче чарăнса тăчӗ, вӗсен ӗçне академи кăларса тăракан «Вестник академии» журналта çутатса тăнине палăртрӗ. Римма Альтина архивсен, музейсен ӗçӗсем çинчен каларӗ, çӗнӗ, паха экспозицисемпе паллаштарчӗ. Эдиссон Патмар çамрăксемпе ӗçлес енӗпе тăракан чăрмавсене палăртрӗ. Академин Пушкăртстанри уйрăмӗн ертӳçи Иван Тарасов хăйсен регионӗнчи паха ӗçсем çинчен каласа пачӗ.
– Паян эпир вунă çынна яхăн хамăр йыша йышăнтăмăр. Анчах та ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнисен шучӗ пысăкки пăшăрхантарать. Академиксен иккӗ виççӗмӗш пайӗ 60 çултан иртнисем-çке. Хăрушă чир иртсе кайни тарăн йӗр хăварчӗ. Ăна пăхмаççӗ ăсчахсем, хастарлăха чакармаççӗ. Çакна паян пирӗн зал тулли пулни те çирӗплетет, – терӗ хăйӗн сăмахӗнче президиум пайташӗ Иван Дубанов.
Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Сергей Сорокин таврапӗлӳçӗсен ӗçӗпе паллаштарчӗ, мартăн 26-мӗшӗнче таврапӗлӳçӗсен съезчӗ пулассине пӗлтерчӗ.
Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов-Савруш Тутарстанри таврапӗлӳçӗсемпе наци академикӗсен ӗçӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Çавăн пекех вăл хăй декабрьте Мускавра РНА Хӗвелтухăç Институчӗ ирттернӗ «Атăлçин ислам çулӗ тата араб тӗнчи. Шăпасен хӗресленӗвӗ» халăхсен хушшинчи конференци ӗçне хутшăнни пирки кӗскен каласа пачӗ.
– «Камсем вӗсем – сакалибсем?» ыйту çине кӗскен хуравласшăн эпӗ. Араб елчин секретарӗ Ибн Фадлан пин çул ытла каялла хăйӗн çулçӳрев кӗнекинче çурçӗр халăхӗсене тата çав халăхсенчен тухнă чурасене «сакалибы» сăмахпа палăртнă. Эпӗ тӗпченӗ тăрăх секретарь çырса хăварнă халăхсен йăли-йӗркисем волхв йăлисемпе пӗр килеççӗ, çавна май вӗсене волхвсемпе çыхăнтарма майсем пур. Çак сăмах ман шутпа этнос ячӗ мар, тӗн уйрăмлăхӗ, – терӗ вăл.
А.Семенов-Савруш çавăн пекех сăмахӗнче Ибн Фадлан палăртнă Джавшыр текен юханшыв Аксу районӗнчи Савар çӗрне пӗлтерни пирки хăйӗн шухăшне пӗлтерчӗ. Хăй çак çӗр çинче çуралнине палăртса кунта ӗмӗртенпех чăвашсем пурăнни çинчен каларӗ. Юлашкинчен хăйӗн тӗпчев ӗçӗсене тивӗçлӗ хак парса хăйне дипломпа медаль панăшăн тав турӗ.
Николай Адер отчетлă докладра фактсем сахаллине палăртрӗ, ытти кăлтăксем çинче чарăнса тăчӗ.
– Пирӗн тӗллев – ӗçсене, тӗллевсене халăх патне çитересси. Академин интернетра хăйӗн сайчӗ пулмаллах. Чи массăллă, пиншер çын усă курма пултаракан канал-çке çакă. Укçа тăвас тесе грантсем илес тӗллевпе ытларах вăй хумалла. Проектсен тематикине маларах хатӗрленсе, тӗплӗн тишкерсе тумалла, – терӗ вăл.
Пухура академи президиумӗн, ревизи комиссийӗн çӗнӗ йышне суйларӗç, академи президенчӗ пулма Евгений Ерагинах хăварчӗç.
Василий КАРАБАЕВ.
А.Галимзянов сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев