ШУРАТĂЛ ТĂРĂХ СУЛĂПА
Çакăн хыççăн хамăр вӗренекен Хусан хулине тата ытларах юратма пуçларăмăр, çакăн пек культура центрӗнче пурăннишӗн мăнаçлантăмăр
Иккӗмӗш сыпăкри тете Николай Юдин хутăма кӗрсе сăмах хушнипе 1971 çулта «Эскулап» студентсен строительство отрядне (ССО) лекрӗм. Тӗпрен илсен унта Хусанти патшалăх медицина университетӗнче виççӗмӗш курса куçнă пулас педиатрсене пуçтарнă.
Тутар АССРӗн Тури Услон районӗнчи Ямбулатово ялне вырнаçтарчӗç отряда. Çак ялта 1920 çулта Совет Союзӗн Геройӗ Семен Васильевич Коновалов çуралнă. «Танкист» фильмăн тӗп геройӗн сăнарне унран илнӗ. 1973 çулта стоматологи поликлиникинче практика иртнӗ чух тӗл пулма тӳр килчӗ унпа. Çӳлти шăлне кăлартăм.
«Прожектор» совхозăн Майдан ялӗнчи çурчӗсен тăррине витме хушрӗ пире отряд командирӗ. Кӗске вăхăтрах самай укçа ӗçлесе илтӗмӗр çавăн чух. Выльăх апачӗ хатӗрлекен цехăн тăррине икӗ кунра тимӗрпе витсе пӗтертӗмӗр. Ӗç калăпăшӗ 340 тăваткал метр, пӗр тăваткал метршăн 1 тенкӗ тӳлеме калаçса татăлнă. Хыççăнах ял канашӗн çурт тăррине витнӗ. Кăна та икӗ кунран вӗçленӗ. Ăна шиферпа виттерчӗç. Лаптăкӗ те, тӳлевӗ те апат цехăнни пекех пулчӗ. Çаксем хыççăн икӗ тырă кӗлетне (2000 тăваткал метр) дюраль алюминипе витрӗмӗр. Кăна та икӗ кунран ытла тăсмарăмăр. Анчах пире командир пӗр пилӗк кун çакăнтах юлма хушрӗ, мăлатукпа шаккакаласа ӗçленине кăтартма – лаптăкне кура укçа тӳлевӗ пысăк-çке, икӗ кунра икӗ пин тӳлеме шантарнă. Совхоз директорӗ шанмӗ тата.
Кӗскен каласан, ССОра икӗ уйăх ӗçлесе студентсем 640-шер тенкӗ илчӗç. Çав çулсенче ку пирӗншӗн пысăк укçа пулнă. Ыттисем ик çӗр тенкӗ те илеймен.
Савăннипе тете Пушкăрт Республикинчи Шуратăл çырмин сылтăм çыранӗнчи Капа ту хушăкӗсем патне çитсе килме сӗнчӗ. Пирӗн виçӗ çынран тăракан ушкăн – Николай Васильевич Журин, Нэля Миначевна Ямалетдинова, эпӗ, Николай Дмитриевич Розов тата ертӳçӗ, вăлах укçа-тенкӗ тытаканӗ Николай Александрович Юдин. Хамăрпа çулçӳревре кирлӗ пур пек хатӗр илтӗмӗр: икӗ вырăнлă палатка, хунар, икӗ çын тытса вутă татмалли пăчкă, икӗ пуртă, канат, хуран, икӗ эрнелӗх апат-çимӗç.
Хусан – Ӗпхӳ пуйăспа Ӗпхӗве, унтан АН-24 самолетпа Белорецка çитрӗмӗр. Усламçăсен пысăк мар хули тесе каламалла ун пирки. Çавăнта пӗр урамра пулса иртнӗ мыскара çинчен каласа кăтартас килет. Утатпăр çапла автовокзал енне, хыççăн кинемейсем пыраççӗ. Карчăксенчен пӗри хăю çитерсе:
– Эсир пурте хӗрсем-и? – тесе ыйтрӗ. Эпир çакăн çине харăсах çаврăнса пăхрăмăр. Ку тӗлӗннипе ури çинче аран тытăнса тăчӗ. Ун чух пӗтӗм çамрăк «Битлз» ушкăна юрататчӗ, тум-юмне те, çӳçне-пуçне те вӗсен манерлӗ тума хăтланнă.
Белорецкран тулли шывлă Шуратăл патне çитме автобуспа 30 километра яхăн кайрăмăр. Çыран патне çитсен сулă тума меллӗ вырăн шырарăмăр, ăна тата çăмăллăнах шыва антармалла-çке. Чылай утрăмăр меллӗ вырăн шыраса. Çурăм хыçӗнче кашнин йывăр кутамкка. Çире Тури Услон районӗнчи Теньки ялӗнче туяннă штормовик, урара каччăсен кирза атă, Журин резина атăпаччӗ. Çакăн пек тумпа, йăтмаллипе эпир 10 минутра пӗр километр утнă, çул хӗрринчи паллăсене пăхса калатăп. Туристсен карттине йӗрле-йӗрле тем вăхăтран тин кирлӗ вырăна тухрăмăр. Пушкăрт ялӗсем витӗр тухнă май хура костюм, галстук тăхăннă арçынна куртăмăр. Ял интеллигенцийӗ пулӗ ку тесе эпир унран çул кăтартма пулăшу ыйтрăмăр. Анчах вăл та, каярах тӗл пулнă ытти çынсем те пире путлӗн ăнлантарса калаймарӗç. Çавăнпа хамăр тӗллӗн ăнкарсах малалла çул хыврăмăр.
Кăшт маларах кайса каласа хăварам. Хусана таврăнса ерçӳ тупса тимӗр çул вокзалне эксперимент ирттерме кайрăмăр. Каç сӗмӗ çапнăччӗ ӗнтӗ. Вокзала çитиччен икӗ чарăну маларах тухрăмăр трамвайран. Хамăра Хусан хăнисем пек тыткаласа вокзала çул кăтартма ыйтрăмăр çынсенчен. Эпир ыйтнă çынсем пурте ырă кăмăллă, вашават пулчӗç. Шуратăл тăрăхӗ хыççăн çакăн пек сапăрлăха шанас та килмерӗ. Хăшӗсем пире çул кăтартса яма кăна мар, вокзала çити ăсатма хатӗрччӗ. Çакăн хыççăн хамăр вӗренекен Хусан хулине тата ытларах юратма пуçларăмăр, çакăн пек культура центрӗнче пурăннишӗн мăнаçлантăмăр.
Кăштахран эпир хырлăх çывăхӗнче чарăнас терӗмӗр. Çыран хӗрринче хăрнă хырсене татса сулă çыхма тытăнтăмăр. Хатӗррин анлăшӗ 3 метр, вăрăмăшӗ 5 метр пулчӗ. Сулă çине Хусантанах илнӗ тимӗр татăкне хутăмăр, ун çине пур япалана тиерӗмӗр те икӗ вăрăм шалча тытса сулла шыва антартăмăр. Вăл вырăнта çырма анлăшӗ 20 метр, тарăнăшӗ 80 сантиметр пулчӗ. Сăрт-ту çинчен юхса анакан шыв тăрна куçӗ пек тăрă, çырма тӗпӗнче ишсе çӳрекен вӗтӗ пулăсем те лайăх курăнаççӗ. Вӗсем пирӗн сулăран пăрăнса айккинелле ишсе каяççӗ. Эпир вырăнти илемпе киленсе пыратпăр: çырма пăркаланса юхать, çыранра хырсемпе чăрăшсем тӳпенелле кармашаççӗ, вырăн-вырăнпа хутăш вăрмансем хыçа юлаççӗ. Çырма çийӗн кăнтарса тăракан чул тусен хысакӗсене сăнӳкерчӗксем турăмăр. Сулăпа çур кун кайрăмăр та çӗр каçма чарăнтăмăр. Палатка сарса лартрăмăр, каçхи апат пӗçерме кăвайт чӗртрӗмӗр. Апата Нэля хатӗрлерӗ, каччăсенчен пӗри вăлтапа пулă тытрӗ. Тин кăна çуллахи ӗçсенчен пушаннă студентсем, эпир пурте типшӗм, çавăнпа икӗ çын валли туса кăларнă палаткăна тăваттăн шăнăçрăмăр. Кашни хăйӗн çывăрмалли миххине кӗрсе выртрӗ. Кунӗпе ӗшеннӗ хыççăн тарăн ыйха путрăмăр.
Ирпе вăрансан çырма шывӗпе çăвăнса апатлансанах çула тухрăмăр. Çумăр пӗрӗхме тытăнчӗ. Тавралăха çăра тӗтре карчӗ, нимӗн курăнмасть. Çӳллӗ сăрт тăррисем кăна кăшт палăраççӗ. Кăнтăрла тӗлне çеç сирӗлсе пӗтрӗ тӗтре.
Шыв çинчи çулçӳреве хăнăхса çитрӗмӗр, сулă çинчех апат хатӗрлеме пуçларăмăр. Пӗррехинче апатсăр тăрса юлнине каласа парам. Çапла ишетпӗр, кăвайт чӗртнӗ, хуранра апат пиçет. Ăнсăртран сулă шыв алăкне (порог) лекрӗ. Пирӗн хуран çаврăнса ӳкрӗ, апат вучаха сӳнтерчӗ.
Кайран та шыв алăкӗсене час-час тӗл пулнă. Çакна ăнлантарма ансат. Авăн уйăхӗнче шыв типнипе сулă çырма тӗпне лекет. Çакăн пек вырăнсенче эпир сулла алă вӗççӗн сӗтӗрсе шыва яраттăмăр. Тапхăр-тапхăр çăвакан çумăрсем çырмана тултарайман.
Кунран кун Шуратăл анлăрах, тарăнрах пулчӗ. Шыв çулӗ пăрăннă çӗрте тарăнăш икӗ метра çитрӗ. Шалчапа виçсе пӗлеттӗмӗр ăна. Çапла пăрăнчăксенчен пӗринче шыв тӗпӗнче пысăк кутамкка асăрхарăмăр. Ахăртнех сулă çинчен ӳксе юлнăскер. Çӗклесе пӗлес килетчӗ ӗнтӗ унта мӗн пуррине. Юхăм вăйлă пулнипе хăвăрт иртсе кайрăмăр вăл вырăнтан. Ятарласа чăмса теветкелленес темерӗмӗр, пурте лайăх ишетпӗр пулин те. Виçӗ-тăватă кунран пирӗн чей пӗтрӗ. Çыран çывăхӗнче ӳсекен курăксене пухса чей вӗретсе ӗçме пуçларăмăр. Час-часах пӗтнӗк чейӗ ӗçеттӗмӗр. Çак çулçӳрев хыççăн вунă çул пӗтнӗк шăршине те, тутине те чăтма пултараймарăм.
Апат-çимӗçсенчен эпир ятарлă хутаçсемпе сутакан çурма хатӗр яшкасемпе пăтăсем илнӗччӗ. Çиме пур, выçă тăман. Анчах ашшăн питӗ тунсăхласа çитнӗччӗ. Икӗ кӗпçеллӗ пăшал илнӗ Юдина пӗрер кайăк-кăвакал персе тытма тилмӗртӗмӗр. Тавра пăхсан сунара тухма меллӗ вырăнсем – хур кайăкӗ, кăвакалӗ... Анчах пирӗн ертӳçӗ ӳкӗте кӗмерӗ – пăшалне хускатмарӗ, сунара тухма ирӗк çук имӗш.
Ялсен хушши сахалтан та çирӗм километр. Эсӗ сунара тухнине кам курса кама каласа парӗ? Никам çук.
Пӗр тӗлте шыв анлăшӗ сарăлнă вырăнта пулăçсен сӗреки патнех ишсе тухрăмăр. Темӗн пысăкăш шултра пулăсем тулнă унта. Çыранри хăвалăхран пире сӗреке хуçисем бинокльпе сăнаса тăраççӗ иккен.
Кашни ялта чарăнса тăраттăмăр, киле çыру çыраттăмăр. Ăçтан янин адресӗсем: Кăнтăр Урал, Пушкăрт республики, малалла ял ячӗсем – Узян, Авзян, Бурзян. Калăн, эрмен ялӗсем. Эпир янă çырусем паян кунччен упраннă пулсанччӗ... Çук çав. Николай Юдин ыйтнипе çырнă отчет та пулин юлман.
Пӗр чăнкă пăрăнчăкра ту хушăкне асăрхарăмăр. Шывăн сылтăм çыранӗнче, чарăнса 20 метр çӳллӗшӗнчи ту хушăкӗ патне хăпартăмăр. Унта кӗнӗ çӗрте сăн ӳкерӗнтӗмӗр. Анчах шала кӗрес темерӗмӗр (çакна тума пӗтӗм хатӗрӗ пурччӗ ӗнтӗ хамăрăн). Пирӗн тӗллев Капа ту хушăкӗччӗ. Шел, ку тӗллеве пурнăçлаймарăмăр. Бурзян текен район центрне çитерехпе юханшыв питӗ ăшăхланчӗ, сулă аран-аран куçать. Ту хушăкӗ патне пӗртен-пӗр шыв çулӗ пулнине пӗлсе эпир маршрута улăштарас терӗмӗр. Сăрт сукмакӗпе икӗ километр улăхса пысăк тӳреме – аэродрома тухрăмăр. Темиçе сехет кӗтнӗ хыççăн АН-2 самолетпа Çтерлӗ урлă Ӗпхӗве вӗçрӗмӗр. Унтан АН-24 çине ларса чиперех Хусана çитрӗмӗр.
Николай РОЗОВ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев