Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шуратăл урлă тепӗр кӗпер выртрӗ

«Халăхсен пĕрлĕх кунĕ умĕн, ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, тĕп хулара Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Шуратăл (Белая) урлă хывнă кĕпере уçнă çĕре хутшăннă. Ăна «Паха тата хăрушлăхсăр çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн туса пĕтернĕ. Кĕпер хывнă çĕре 3,43 млрд тенкĕ нухрат тăкакланă. Вĕсенчен 1,9 млрд тенкине федераллă бюджетран уйăрнă, 1,4 млрд тенкĕ – республика, 100 млн – хула», – тесе пӗлтерет Пелепейри «Урал сасси» хаçат.

Кĕпере икĕ кĕпер хушшинче вырнаçтарнă, çавăнпа та ăна хушма кĕпер тесен тĕрĕсрех пулать. Унăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 688,8 метрпа танлашать. Аса илтеретпĕр, çĕнĕ объектăн пĕрремĕш чулне 2019 çулта июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче хунăччĕ.
Хушма кĕпер Воровского урампа пĕрлешекен, технологи енчен пăхсан хăйне евĕр строительство сооруженийĕ шутланать. Ăна икĕ кĕпер хушшинче юнашар автомобильсем çÿрекен çулсене хупмасăр хĕсĕк те тăвăр условисенче хывнă.
– Паян манăн строительсене пысăк тав сăмахĕ калас килет, вĕсем кĕске вăхăт хушшинче çакăн пек йывăр та ансат мар объекта туса пĕтерме пултарчĕç. Çу кунĕсенчи кăнтăрлахи шăрăха тата хĕллехи шартлама сивĕсене пăхмасăр эсир ырми-канми ĕçлерĕр. Хĕсĕк те тăвăр условисенче, автомобильсем çÿренине чармасăр, тăрăшма тиврĕ. Объектăн хăйне евĕрлĕхĕ шăпах çакăнта. Павел Семенович, сире эсир ертсе пыракан туслă та профессионал командăна тав. Ĕпхÿре кĕперсем питĕ те кирлĕ. Малашне те ку енĕпе ĕçлĕпĕр, çĕннисене тăвăпăр, паянхи кун усă куракан кивĕ кĕперсене юсăпăр, – палăртнă Радий Хабиров.
«Росавтодор» федераллă çул-йĕр агентствин наци проектне пурнăçа кĕртессипе тата аталантарассипе ĕçлекен регионти управленин ертÿçи Радик Фаразутдинов çирĕплетнĕ тăрăх, строительсем пысăк ĕç тунă.
– Çĕнĕ кĕпер хальхи вăхăтра усă куракан икĕ кĕперĕн тиевне чакарать. Умра тумалли ĕçсем нумай. Ĕпхĕве хĕвел тухăç енчен иртмелли çула тăвасси, – тенĕ вăл.
Паянхи кун кăнтăр енчен хулан тĕп районне килекен Ĕпхÿ – Аэропорт çул çинчи мĕнпур автомобильсен транспорт юхăмĕ 49 процентпа танлашать. Талăкне 8 ярăмпа (полоса) 161 пин хурçă ут иртет. Вĕсенчен улттăшне 1991 çулта тата иккĕшне 1956 çулта тунă кĕперсем урлă хывнă.
Çĕнĕ хушма кĕпер туни автомобилистсене хуларан тухма тата виçĕ ярăм хушса парать. Çакă кăнтăр енне тăсăлакан çул çинче пурĕ 11 ярăм йĕркелеме май парать. Анчах та 2022-2024 çулсенче 1956 çулта хăпартнă кĕперĕн сыпписене тĕпрен юсама палăртнипе 2024 çулччен 9 ярăм çеç пулать.
Кĕпере уçнипе çыхăннă церемони хыççăн Радий Хабиров журналистсемпе тĕл пулнă чухне çĕнĕ кĕперпе 100 çул хушши усă курма май пуррине пĕлтернĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев