Сиктĕрмере виççĕмĕш хут республика уявĕ иртрĕ
Кăçал та Уяв кӗрлесе иртсе кайрӗ. Иртнӗ çулсенчи пекех Уяв пулать, Уява каятпăр тесе пурăнатпăр, ӗçсене вӗçлеме васкатпăр Уявччен. Вăл вара килет те вăйлă çырма шывӗ пек юрă юххипе иртсе те каять. Тепӗр çулччен «Уявра çаплаччӗ-каплаччӗ» тесе аса илетпӗр. Кама леш енчи чăвашсен авалтан пыракан юрă йăли-йӗрки виççӗмӗш çул чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай, виçӗ республикăна — Тутарстана, Марий Эла, Чăваш Ене — пӗрлештерсе тăракан фермер, аш-пăш юратакансем лайăх пӗлекен усламçă Иван Казанков çуралса ӳснӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртрӗ.
Уяв тӳремӗ аслă — ăстасене те, юрăçсене те вырăн çитет
Районсенчен килекен фольклор коллективӗсем концерт программипе çеç мар, прологра та хастар, ăста хутшăнчӗç. Нурлат районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Галина Терентьева ултă коллектив илсе килнӗ, аслисемпе пӗрлех ача-пăча ушкăнӗсем те çитнӗ Сиктӗрмене. «Ӗнер çеç „Сывлăм“ ансамблӗн 55 çулхи юбилейне паллă турăмăр, ытти коллективсем те пулчӗç юбилей каçӗнче», — кăмăллăн пӗлтерчӗ чăваш халăх ансамблӗн юлашки хыпарӗсене Галина Владимировна.
Çырчаллисем прологра туй йăлисене кăтартрӗç. Çарăмсан районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Лидия Квакова ертсе килнӗ коллективсем çамрăк çемьене çурт лартса пачӗç, ача яшкипе сăйлакансем Чистай районӗнчен пулчӗç. Çапла кашни районтан килнӗ коллектив хăйӗн пултарулăхне туллин кăтартма пултарчӗ.
Яланхи пекех Чăваш, Пушкăртстан республикисенчен, Самара, Ульяновск, Пенза облаçӗсенчен пулчӗç коллективсем. Кăçал Азербайджан Республикинчен Азер Джафарли Билясувар хулинчи ентешӗсемпе килнӗ Уява. Çак кун никама та тăкăс пулмарӗ уяв тӳремӗнче. Пӗр-пӗринчен çывăхра лартман сценăсем çинчен те юхрӗ юрă: çырма хӗрне лартнă сцена çинчен юрлакансен сасси шыв тăрăх саланать. Шыва кӗрекенсем, кимӗсемпе ярăнакансем киленмелӗх пур. Уен-фест сцени çинче ачасен ушкăнӗсем хуçаланчӗç, унран кăшт аяккарах тăраканнинче илемлӗ пултарулăх коллективӗсем. Хусанкай урамне Тутарстанран тухнă поэтсемпе писательсен сăнӗсем илем кӳреççӗ. Кунта эпир ăстаçăсен урамӗпе утса çитетпӗр. Ăçтан килнӗ ăста кăна çук-ши? Кашни япали ӗлккен: кил-тӗрӗшре усă курмалли савăт-сапа-и, капăрлăхсем-и, чăваш тумӗсем те туянма пулать. Асатте-асаннесен асӗнче çеç юлнă çӗр ӗç хатӗрӗсене те курма пулать кунта. Теччӗ районӗн Чăваш наципе культура автономийен ертӳçи Володар Тимофеев ертсе килнӗ ентешӗсем тăпачă çапнине, тырă алланине, ал арманӗпе авăртнине кăтартрӗç. Музейре пӗр-пӗр кӗтесре тăракан çак хатӗрсене курса иртнӗ чух кăшт та интереслӗ мар пулсан, кунта хӗвел айӗнче хăшӗ мӗнлерех ӗçлесе кăтартни яланлăха асра юлать. Кăмăл пулсан хăв та алла тăпачă тытса пăхма пултаратăн. Тăмран кăкшăм шăлма Пăва районӗн ăсти Павел Ярхунов вӗрентрӗ, йывăçран касса ăсталакан Александр Ванюков интересленекенсене йывăç вăрттăнлăхӗсене уçма Лениногорск районӗнчен килнӗ.
Ачасене выляса савăнмалăх тăвайкки те, шăрчăк та лартнă. Кӗпе-йӗм туянас текенсене сутуçăсем кӗтеççӗ — палаткисене пасар урамӗ пек лартса тухнă. Уява килнисене апатлантарассине те шута илнӗ — плов та туянса çиме пулать, регистраци иртнӗ чух панă талонсемпе павильонра тăраниччен апатланчӗç Сиктӗрме хăнисем.
Астаракан вăйăсене кăмăллакансем утсен ăмăртăвне пăхса кăмăлӗсене тултарчӗç.
Халăхăн шухăш-кăмăлне, ӗç-хӗлне кăтартнă
Пролог патне таврăнар. Унăн режиссерӗ кăçал ТР Чӑваш хӗрарӑмӗсен Союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина пулчӗ. Халиччен иртнӗ халăх уявӗсемпе танлаштараймăн ăна, чи малтанах сцена çине ЧР халăх артисчӗ Вячеслав Христофоров хăйӗн «Янра, юрă» коллективӗпе тухрӗ. Çакна кӗтмен куракансем савăнса, хӗпӗртесе ташша тухрӗç. Юратнă артист юррисем хыççăн çӗкленӳллӗ туйăмпа пролог пуçланчӗ.
Пролог питӗ хитре, философилле тарăн шухăшлă пулчӗ. Çутçанталăк-анне сăнарӗ лейтмотивпа иртрӗ. Ăна сăнарлакан ЧР халăх артистки Августа Уляндина кашни çӗнӗ сыпăка пысăк шухăшлă калаçупа пуçларӗ. Çакăнта сценарист Çутçанталăк-аннен хӗрӗн сăнарне кӗртни питӗ тӗрӗс. Ку сăнара София Чаркина ӗнентерӳллӗ калăпларӗ. Икӗ çывăх çын калаçăвӗ пек йӗркеленӗ диалог куракан патне хăвăрттарах çитет, чӗрене, чуна тарăнрах кӗрсе шăнăçать. Йӗркелӳçӗсем кӗске вăхăтрах прологра халăхăн философине те, ӗç-хӗлне те, пултаруллă коллективсен ăсталăхне те кăтартма ӗлкӗрчӗç. Питӗ илемлӗ, кăсăк спектакль пек пăхрӗç Уява пынисем.
Анчах пурте мар. Пролог пыракан площадкăпа таçта вашлаттарса утакансем пайтах пулчӗç. Хаçат-журналсен фотокорреспонденчӗсем, кинооператорсем ӳкерсе тăни вӗсемшӗн нимӗн те мар. Хăйсен телефонӗсемпе видео ӳкерме васкаса сцена патнех сиксе тухакансем тата? Юлташсем, этика пуш сăмах вырăнне çеç ан юлтăрччӗ ӗнтӗ, пӗр-пӗрне чăрмантармасăр ӳкерме вӗренер. «Суварта» çыртăмăр, Сиктӗрмере Уяв пулас умӗн Тутарстанри çамрăксен «Аталан» юхăмӗн форумӗ иртрӗ. Уява та вӗсем хастар хутшăнчӗç. Прологăн сыпăкӗсенчен пӗринче шăпах «Аталан» çамрăкӗсем пулчӗç. Кайран концерт программине те хутшăнчӗç.
Уявра пысăк хăнасем те йышлăн пулчӗç. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов, Федераци Канашӗн Регламент тата парламент ӗçне йӗркелес енӗпе комитечӗн председателӗн çумӗ Александр Терентьев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ, КПРФ Тӗп комитечӗн Председателӗн пӗрремӗш çумӗ Юрий Афонин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Камиль Нугаев, ТР Раисӗн Шалти ӗçсен политикин департаменчӗн Наци политикине пурнăçлассипе управленийӗн пуçлăхӗ Данил Мустафин, ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн çумӗ Георгий Богуславский, ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова, Элкел муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин, ТР ЧНКА çумӗнчи Шурсухалсен канашӗн председателӗ Иван Казанков, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин, ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейин председателӗн ӗçне туса пыракан Диляра Дамар, Тутарстан Халăхсен ассамблейин наципе культура обществисен хастарӗсем тата ытти хăнасем пулчӗç. Вӗсем пухăннисене Уявпа саламларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев