Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СИКТӖРМЕ Е СИКТӖРМЕ-ХУСАНКАЙ?

Ку ыйтура Шупашкар çине шанмалли çук. Вӗсем чăвашсене тахçанах хамăрăннипе тулайсем çине пайласа хунă

Элкел районӗнчен питӗ хурлăхлă (ăна урăхла калама çук) хыпар çитрӗ. Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн хастарӗсен чăваш литературин классикӗн, 50 кӗнеке авторӗн, А.Пушкинăн, Т.Шевченкăн, Ш.Руставелин, Хр. Ботёвăн, У.Шекспирăн, В.Маяковскин произведенийӗсене чăвашла ăста куçарнă паллă ентешӗн, Чăваш халăх поэчӗн Петр Петрович Хусанкайăн ятне ял ятӗнчен кăларас пуçарăвне иртнӗ çулхи декабрӗн 13-мӗшӗнче Кивӗ Хăрата ял хутлăхӗн канашӗн депутачӗсем пӗр саслăн йышăннă. П.Хусанкайăн юбилейне кӗрлесе паллă тăвас вырăнне çакăн пек «парне» тунă вӗсем. Шăмми витӗр курăк шăтма ӗлкӗрнӗ Петр Петрович (вилнӗренпе мартăн 4-мӗшӗнче 52 çул çитет) кама паянхи кун та çав териех канăç памасть-ши? Ахăртнех пӗтӗм ял халăхне мар.
– Çакăн пек шайри паллă ентешӗмӗре асра тытни чăн малтан пире хамăра кирлӗ. Мӗншӗн тесен Петр Петрович хăй суйланă ӗçе, тăван халăха мӗнле юратмаллине тӗслӗх кăтартнă. Йăла-йӗркене, историе тата унăн паллă çыннисене асра тытсан кăна ялăн малашлăхӗ пур. Ентеш хăварнă еткере сыхласа хăварса хушса пымалла пирӗн, – çапла хак пачӗ П.Хусанкай музейӗн ертӳçи Олег Витальевич Мурзин ял ятне улăштарас шухăш пирки. Темӗн чухлӗ ӳкӗтлесен те пуçару ушкăнӗ ӳкӗте кӗменнипе чунӗ хурланнине пытармасть вăл. Шанатпăр, Олег Витальевич пек çынсем ялта тата та пур.

Тӗрӗссипе, Хусанкай ятне ял ятӗнчен илсе пăрахас шутлисем ку ӗçе 2004 çултах пуçланă-ха. Ун чухнехи ТР Президенчӗ Минтимер Шаймиев «хӗрӳ пуçсене» лăплантарнипе кăна яла икӗ ят парса компромисс тупнăччӗ. Халӗ акă каллех пуçланчӗ. Тутарсем хăйсен классикӗсене тӗнче шайне çӗклеççӗ. Тӗслӗхрен, «Казань» аэропорта та акă паллă авиаконструктор Андрей Туполев ятне мар, Габдулла Тукай ятне пачӗç. Эпир, чăвашсем, пуррине ним мар таптаса тăкма хатӗр.
– Вуннă, çӗр çул иртсен те Петр Петрович Хусанкайăн сăввисемпе поэмисене пирӗн ачасемпе мăнуксем вулӗç. Вăл кашни сăввинче Сиктӗрме çинчен çырать. Ял ячӗ ан манăçтăр тесе унчченхи ятне тавăрасшăн эпир. Халăха пуçтартăмăр, халăх хирӗç мар. Петр Петрович Хусанкая хисеплетпӗр, ăна манмастпăр, вăл пирӗн ентеш, ăна сума суса  хуçалăха «Хузангаевское» ят панă. Хуçалăх хальхи вăхăтра тăватă района пӗрлештерет, çулталăкри тавар çаврăнăшӗ 2 миллиард та 977 миллион тенкӗ, хамăр кăларакан продукцин логотипӗ те «Хузангаевское», –  çапла каланă хуçалăх ертӳçи, районăн Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Евгений Чугунов пухура ял ятне улăштарасси пирки.  
«Сиктӗрме-Хусанкай» тенипех ял ячӗ те, историйӗ те çухалманнине чухламаççӗ мар вӗт-ха хусанкайсем? Анчах кунта урăххи, кама-тăр вун-вун çул чунне кӗвӗçӳ хурчӗ çини палăрать. Хуçалăх ятне пани те çитет ăна тени-ши? Хуçалăх вăл хуçи сывă чухне кăна чечекленет, кайран саланма та пултарать... Кун пек тӗслӗхсем хамăр республикăрах сахал-им? Хуçалăхӗ пӗтес-тӗк, ячӗ те çухалать. Ял ячӗ вара ӗмӗр упранать. Эппин, хуçалăх ячӗпе кăна çырлахмалла-ши пирӗн? П.П. Хусанкай вăл пӗр хусанкайсен кăна мар, пӗтӗм нацин эткерӗ, вăл Чăваш халăх (Чăваш Республикин кăна мар) поэчӗ пулнине мӗншӗн шута илмелле мар? Историлле йăнăш тумастăр-и эсир, Хусанкай ентешӗсем?! Тата мӗн кунта чуна пырса тивекенни? Петӗр Хусанкай ятне урам ятӗнче те пулсан хăварас шухăш. Ăна сӗнекенни те Хусанкай чăвашӗ мар вӗт-ха, Каргополь ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Рамиль Мингазов. «Чăвашсем, мӗн хăтланатăр?» – терӗ-тӗр тӗрӗсмарлăха чунпа йышăнаймасăр мăнтарăн тутарӗ. Район пуçлăхӗ Александр Никошин та Хусанкай ентешӗсен çылăхне мӗнле те пулсан çемçетес шутпа-ши, Чăваш халăх поэчӗн музейӗ валли çӗнӗ çурт лартма сӗннӗ. Классик музейӗ акă ӗнтӗ 20 çул Культура çуртӗнче кăна вырнаçнине хальччен курман мар вӗт вăл, çӗршыв шайӗнчи халăх поэчӗн тахçанах уйрăм музейӗ пулмаллине те пӗлет, анчах халӗ тин, чӗлхе вӗçне килчӗ тенӗшкел, кун çинчен сăмах хускатать. Тутарсем хăйсен халăх поэчӗсене тахçанах музейсем туса лартнă. Пушкăрт чăвашӗсене те мухтамалла ку енчен. Слакпуçӗнче К.Ивановăн та, Я.Ухсайăн та уйрăм музейӗсем пур.
Ку ыйтура Шупашкар çине шанмалли çук. Вӗсем чăвашсене тахçанах хамăрăннипе тулайсем çине пайласа хунă. Петӗр Хусанкай ячӗ тăван ялӗн ятӗнчен çухаласси хумхантарасса кӗтмелле мар. Ку пире, чăваш литературине хисеплекенсене, мӗн пӗчӗкрен Хусанкай сăввисене вуласа ӳснӗ, ун ячӗпе мăнаçланакансене кирлӗ.
Хисеплӗ вулакансем, эсир кун пирки мӗн шутлатăр? Хăвăр шухăшăрсене редакцие çырса ярăр.  
Ирина КУЗЬМИНА,
Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев