Сиктӗрмере Çурхи Микула кунӗнче I православи фестивалӗ иртрӗ
Майăн 22-мӗшӗнче, Çурхи Микула кун, Элкел районӗнчи Сиктӗрмере кунта халиччен пулман праçник пулчӗ — пуçласа православи фестивалӗ иртрӗ. Николай Чудотворец Мир Ликийский святитель ячӗллӗ «Ӗненӳ. Çемье. Тăван çӗршыв» (Вера. Семья. Отечество) I православи фестивалӗ Элкел муниципаллă районӗн администрацийӗ, вырăнти «Хузангаевский» тулли мар яваплăхлă общество, ТР Чăваш наципе культура автономийӗ, Элкел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ тăрăшнипе, Чистай тата Анат Кама епископӗ Пахомий пил панипе питӗ çӳллӗ шайра иртрӗ.
Сиктӗрмесем çӗнӗ уява ахальтен мар çак кун ирттерме шутланă: ялти храм шăпах Николай Чудотворец ячӗпе хисепленсе тăрать, эппин ку яла хӳтлӗх кӳрекенни те шăпах Николай Угодник. Сиктӗрме ялӗн чиркӳ праçникӗ ӗлӗкрен Микула шутланнă. Кӳршӗлле ялсенчен кăна мар, аякрисенчен те çак кун Сиктӗрмене хăнасем килнӗ. Çакă йăхташсене пӗр-пӗринпе хутшăнма, тăванлăх хутшăнăвӗсене çирӗплетме, çамрăксене пӗр-пӗринпе паллашма май панă. Шел те, вăхăт иртнӗçем çак ырă йăла манăçнă. Ӗлӗкхи савăк вăхăтсене астăвакан ватăсем Микулана чаплăн ирттерессине чӗртсе тăратма шут тытнă.
Чăвашсем Микула турра питӗ сума сăваççӗ, ӗненеççӗ, юратаççӗ. Çурхи Микула кунӗнче Сиктӗрмери чиркӗве ирех халăх йышлă пуçтарăнни те çакăн çинченех калать. Кунта пысăк праçник ячӗпе аслă кӗлӗ ирттерме Чистай тата Анат Кама епископӗ Пахомий таврари районсенчи чиркӳсен настоятелӗсемпе пӗрле хăй килсе çитнӗ. Кӗлӗ хыççăн хӗрес те йăтса утрӗç. Унтан храм умӗнче туса лартнă сцена çинче фестиваль программи пуçланчӗ. Пухăннисене Пахомий владыка саламларӗ.
— Паян питӗ пысăк уяв. Николай Чудотвореца нумай çӗршывра сума сăваççӗ, юратаççӗ, çав шутра Раççейре те. Эпир паян сирӗнпе кӗлӗ ирттертӗмӗр, Турра пурне те çирӗп сывлăх патăр тесе кӗлтурăмăр. Тăван çӗршывшăн, салтаксемшӗн, паттăрсемшӗн кӗлтурăмăр. Эпир Турра, Николай Святителе яланах пире сыхлама ыйтрăмăр. Маншăн паян çак çветтуй ячӗллӗ храмра кӗлӗ ирттерни — питӗ пысăк чыс. Çак калама çук илемлӗ, пысăк малашлăхлă ялта эпӗ пӗрремӗш хут мар. Кунта ӗçе юратакан çынсем пурăнаççӗ. Вӗсем хăйсен пурнăçне кăна мар, пӗтӗм çыннăн пурнăçне лайăхлатма тăрăшаççӗ. Паян пирӗнпе пӗрле çакăнта Иван Иванович Казанков пулнишӗн питӗ савăнатпăр, вăл çак храмшăн, хăйӗн тăван ялӗшӗн питӗ нумай ӗç тăвать, ял-йыша тăрăшса ӗçлеме хавхалантарать. Иван Иванович чăваш культурипе чӗлхине аталантарас тесе чунне пама хатӗр, православие тӗрев парать, — терӗ Чистай тата Анат Кама епископӗ. Вăл И. И. Казанкова Вырăс православи чиркӗвне аталантарма пулăшнăшăн, нумай ырă ӗç тунăшăн Чистай епархийӗн Михаил Чистопольский священномученник ячӗллӗ I степеньлӗ медалӗпе наградăларӗ.
— Ку праçнике эпир ялта çакăн пек анлăн ирттернине астумастăп. Николай Владимирович Сурков тăрăшнипе çакăн пек чаплă уяв иртет паян Сиктӗрме çӗрӗ çинче. Ӗлӗк пирӗн ялта чиркӳ пулнă, анчах та ăна аркатнă. Мана хама та ялта чиркӳ пулманран пӗр ахаль çуртрах шыва кӗртнӗ. Манăн яланах ӗмӗт пулнă — чиркӳ тăвасси. Пурнăç улшăнсан чи малтан Звенигово районӗнчи Шелангерта чиркӳ туса лартрăмăр, унтан — кунта. Çак чиркӗве тунă чух прораб пулса ӗçленӗ строитель Виктор Михайлович Морелев халӗ Мускав çывăхӗнче пурăнать. Чиркӗве пӗччен тума çуккине пурте пӗлеççӗ. Пире ку храма тума никам та пулăшман. «Звениговский» совхоз, Сиктӗрмери Евгений Михайлович Чугунов ертсе пыракан «Хузангаевский» хуçалăх тăрăшнипе, халăх чиркӳ пултăр тесе пӗтӗм вăйран ӗçленипе ӗç тухрӗ. Чиркӳ тума чи çӳллӗ, хитре вырăна суйларăмăр — вăл пур енчен те курăнтăр терӗмӗр. Тавах мана медальпе чысланăшăн! Тен, эпӗ çак чыса тивӗçлӗ те мар пуль. Кунта тăрăшуллă çынсем питӗ нумай пирӗн. Пурте пӗрле тăрăшсан тем те тума пулать. Тăван ялăмăр аталансах, чечекленсех пытăрччӗ. Нумайăшӗ кунта кӗçех хула пулать тесе те калаçаççӗ. Тен, пулӗ те? Пирӗн ялтан ӗлӗкрен паллă çынсем тухнă, ялăмăр талантлă çынсемпе паян та пуян. Петр Хусанкая кăна илер. Ăна пирӗн тăрăхра кăна мар, Раççейӗпе, тӗнчипе пӗлеççӗ. Хамăр шкултан паллă ентешӗмӗр пек пултаруллă ачасем вӗрентсе кăларасчӗ. Ак халӗ ятарлă çар операцийӗнчен Константин Чугунов аманса таврăнчӗ. Ăна чӗререн тав хамăр çӗршывăн чысне хӳтӗленӗшӗн. Ун пек паттăрсем пуррипе эпир Турă пулăшнипе тăшмана çӗнтеретпӗрех, Раççей халăхӗ нихăçан та пуç усман, халӗ те усмӗ. Ял-йыша, хăнасене паян çакăнта пуçтарăннăшăн, çак уява чӗртсе тăратма пулăшнăшăн чӗререн тав тăватăп, — терӗ Иван Иванович Казанков.
Çавăн пекех праçнике пухăннисене Элкел муниципаллă районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Сергей Балакирев, Чистай епархийӗн Алексеевски округӗн благочиннăйӗ Павел Чурашов, «Хузангаевский» тулли мар яваплăхлă общество пуçлăхӗ Евгений Чугунов, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ Вера Александрова саламларӗç. Майпа усă курса республикăри чăваш хаçачӗн ӗçченӗ Иван Иванович Казанкова «Сувар» хаçатăн «Çулталăк медиа персони — 2023» наградипе чысларӗ. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть «Сувар» хаçат 30 çулхи юбилейне палăртрӗ. Юлашки çулсенче хаçатра кам çинчен ытларах çырнине кура медиа персонăсене палăртрӗ. Хӗрарăмсен хушшинче ку чыса ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ, Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн вӗрентекенӗ Сильвия Чаркина тивӗçрӗ, арçынсен хушшинче вара — Иван Казанков. Хаçат подшивкисене тишкерсен унăн ырă ӗçӗсем çинчен хаçатра пуринчен ытла çырни палăрчӗ. Иван Иванович чăннипех тивӗçлӗ çак ята, пысăк тав ăна чăваш халăхӗшӗн чунтан-чӗререн тăрăшнăшăн.
Саламлă сăмахсем хыççăн концерт программи пуçланчӗ. Ăна Алина Садиванкинăпа Юрий Гордеев питӗ те килӗшӳллӗн ертсе пычӗç. Чунра лăпкăлăх, юрату, хавхалану çуратакан юрăсем пӗрин хыççăн тепри янăрарӗç сцена çинчен. Инçе çула пăхмасăрах Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри округӗнчи Шуршăлтан хӗрарăмсен «Çутă çăл» ушкăнӗ килсе çитнӗ фестивале, Чистайран — кӗрешӗнсен «Багалмам» халăх ансамблӗ. Наталья Мурзакова, Ксения Матвеева, Алина Садиванкина, Илия атте чуна тивмелле юрăсемпе савăнтарчӗç куракансене. Кивӗ Хăратари Культура çуртӗнче йӗркеленнӗ хӗрачасен «Елена» ушкăнӗ (А. Садиванкина ертсе пырать) ташă ташласа пачӗ, ТР ЧНКА председателӗн çумӗ Константин Малышев Петӗр Хусанкайăн сăввине вуларӗ.
Сиктӗрмери Николай Чудотворец ячӗллӗ храма нумай пулăшакансене медальсем, Тав хучӗсем парса чысларӗç. Чиркӳ умӗнчи сцена çинче фестивалӗн пӗрремӗш пайӗ вӗçленсен малалла уяв «Çӗнӗ Сувар» туризм комплексӗн территорийӗнчи пысăк сцена çинче малалла тăсăлчӗ. Ӗлӗкхи йăлапа чăвашсем Çурхи Микула кунӗнче Уява пуçланине шута илсе çак кун кунта килнӗ пултарулăх ушкăнӗсем пӗрле картана тăрса Уяв юрри юрларӗç — Уява уçрӗç. Республикăри чăвашсен Уявӗ иртекен тӗп сцена çинчен 15.00 сехетченех пултарулăх коллективӗсемпе уйрăм юрлакансем хутшăннипе хаваслă юрă-кӗвӗ янăрарӗ.
I православи фестивалӗ ăнăçлă, çӳллӗ шайра иртрӗ. Ăна сиктӗрмесем малашне кашни çулах ирттересшӗн. Турă пулăштăр!
Сăнӳкерчӗксене галерейăра http://suvargazeta.ru/photo/siktrmeri-nen-ceme-tavan-crsyv-i-pravoslavi-festival-22052024 пăхма пултаратăр.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев