Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрмере «Нарспи» музейӗ уçăлчӗ

Июлӗн 11-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче те чăваш культурин Уявӗ пулчӗ. «Лето в Татарстане» программăпа килӗшӳллӗн иртрӗ вăл. Петӗр Хусанкай çӗршывне хăнасем хальхинче те Тутарстанăн районӗсенчен пуçласа Хакасси таранах килнине кура вăл пӗтӗм Раççей чăвашӗсене пӗрлештерчӗ темелле пуль.

«Çӗнӗ Сувар» туризм комплексӗнче иртекен Уяв шучӗпе пиллӗкмӗш пулчӗ. Çак вăхăтра чăвашсен юратнă вырăнне çаврăнчӗ вăл. Кунта ӗлӗкхи чăваш урамӗ, мăнаçлă крепость, ачасем валли зоопарк (тӗрӗсрех каласан вольер комплексӗ), хăна çурчӗ пур. Кăçалтан тата К. Ивановăн вилӗмсӗр «Нарспийӗн» музейӗ те. Унăн концепцине Шупашкарти ӳнер тӗпчевçи Илемпи Туркай хатӗрленӗ. Музее шăпах июлӗн 11-мӗшӗнче хаваслă лару-тăрура уçнă хыççăн вăлах пӗрремӗш экскурсие ирттернӗ. Поэмăн кашни пайне халалланă 14 локаци кунта. Произведенин тӗп сăнарӗсене йывăçран касса кăларнă кӳлепесенче кăна мар, стенасем çинчи илемлӗ композицисенче те курма пулать.

Уявăн программи анлă: Элкел районӗнче пурăнакан чăваш, вырăс, тутар халăхӗсен «Наци культурисен асамат кӗперӗ» курав, «Раççей чăваш пики» конкурс, Петӗр Хусанкай чӑваш халӑх поэтне, çак ялтанах тухнӑ Петр Медиков артист çуралнӑранпа – 120 тата пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи çуралнӑранпа 145 çул çитнине халалланӑ «Эп Раççейре пурӑнатӑп. Я живу в России» литература фестивалӗ, спорт ăмăртăвӗсем, «Янра, шӑпӑр-кӗсле!» халăх инструменчӗсен, «Юрă – халăх чунӗ» юрă, сăра фестивалӗсем, Уяв карти, ал ăстисен куравӗпе мастер-класӗсем…

Мероприяти тӗрлӗ çӗртен килнӗ пултарулăх ушкăнӗсен парачӗпе тата Уяв йăлин театрализациленӗ представленийӗпе пуçланнă хыççăн пухăннисене чăн малтан ТР Раисӗ Рустам Минниханов саламланă. Хăй сăмахӗнче вăл ку мероприяти чăваш халăхӗн культурипе йăли-йӗркин пуянлăхне кăтартакан пулăм иккенне палăртнă. Раççейри халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанри Ӗçпе çар паттăрлăхӗн çулталăкӗнче иртни çав тери пӗлтерӗшлине, тӗп хаклăхсене упраса тăван çӗршыва тӗреклетме тӳпе хывакансене пурне те тав тунă. Çав кун Çарăмсанта республика Уявӗ иртнӗрен пухăннисене унта хутшăнакансен ятӗнчен те саламланă. Элкел чăвашӗсен праçникне хаклă хăна КПРФ фракцин лидерӗ Геннадий Зюганов килнине ырласа: «Праçнике эсир килни, тӗрев пани ӗçре, паттăрлăхра çӗршыв пӗрле пулнине кăтартать. Тăванла халăхсен пӗрлӗхӗ – патшалăхăн вăйӗпе тӗреклӗхӗ», – тенӗ политика тав туса. Тутарстанпа нумай çул çапла тухăçлă çыхăну тытнăшăн Геннадий Андреевича «Дуслык» орденпа чысланă.

«Халăхсен туслăхӗпе тăванлăхӗ – вырăс тӗнчин тӗп хаклăхӗ. Эпир чӗлхине, тӗнне, культурипе йăли-йӗркине пăсмасăр халăхсене пӗрлештернӗ. Тутарстанăн çӗрӗ çинче çак телейлӗ тăванлăхпа туслăха куратпăр. Туслăхпа тăванлăхсăр ӗç те, çар паттăрлăхӗ те пулаймасть. Рустам Нургалиевичпа эпир тахаçантанпах туслă. Пултаруллă çын вăл, Тутарстан аталантăр, çӗршыв чечеклентӗр тесе питӗ нумай тăрăшать», – Тутарстанри халăхсен туслăхӗ курăмли çине пусăм тунă Геннадий Андреевич та халăха саламланă май.

Рустам Минниханов мероприятин тӗп меценатне, «Звениговское» предприятисен пӗрлешӗвӗн ертӳçине, хисеплӗ ентешӗмӗре, Сиктӗрмере çуралса ӳснӗ Иван Иванович Казанкова уйрăммăн тав тунă. «Уникаллă çын вăл пирӗн. Вăл тăрăшнипе ку тăрăх сисӗнмелле улшăнчӗ. Тăван ене, хăйӗн нацине, культурине чунтан юратнин тӗслӗхӗ», – тенӗ вăл.

Элкел район пуçлăхӗ Александр Никошин ТР Раисне Рустам Минниханова пӗлтерӗшлӗ программăсемпе проектсене пурнăçлама района тӗрев панăшăн тав тунă.

Официаллă пай хыççăн хăнасем халăх промыслисене халалланă тематикăллă площадкăсене пăхнă. ТР Раисӗ хăнасемпе пӗрле çаплах район халăхӗ ятарлă çар операцийӗнчи çар çыннисене, Донбасс халăхне гуманитари пулăшăвӗ панин куравӗнче те пулса курнă. Паянхи кун тӗлне Элкел районӗ вӗсем валли 300 тонна ытла гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă.

(ТР Раисӗн пресс-службин хыпарӗ тăрăх  хатӗрленӗ. Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин).

 

Ме

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Уяв-2026