Сирӗн ятпа ют çын СИМка туяннипе туянманнине Патшалăх услугин порталӗнче тӗрӗслеме пулать
3 СИМ-бокса (темиçе симкăна пӗрлештерекен хатӗр) пăхса тăнă 25 çула çитмен икӗ çамрăка кăçал февраль уйăхӗнче Хусанта тытса чарнă. Кун пек пӗр хатӗрпе кунне 5 пин хутчен шăнкăравлама пулнине шута илсен, ку атьсем миçе çынна шăнкăравланине тавçăрмалли кăна юлать. Çак ӗçшӗн талăкне 15-шер пин тенкӗ укçа илсе тăнă вӗсем. 2025 çулта полици сотрудникӗсем Тутарстанра пӗтӗмпе 85 СИМ-бокса, 116 пин ытла СИМкăна туртса илнӗ.
Шулӗксене пулăшакансене тытса чарнисенчен кашни иккӗмӗшӗ 30 çула çитмен çамрăксем, тӗпрен илсен техникум, аслă шкул студенчӗсем. Кун çинчен ТР ШӖМӗн киберпреступноçпа кӗрешекен уйрăмӗн ертӳçи полици полковникӗ Раил Куряков «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.
Кăçал январь уйăхӗнче республикăра куллен интернет урлă 50-шар преступлени тунине шута илнӗ. Çак вăхăтра граждансен 400 миллион тенкине вăрлама ӗлкӗрнӗ шулӗксем. Чăн та, пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сахалрах ку. Раил Куряков пӗлтернӗ тăрăх, 2025 çулхи октябрь уйăхӗнчен кун йышши преступленсем 30 процента чакнă.
Телефонпа шăнкăравласа çынсен уçкине çаратас схема паянхи кун та кивелменнине каларӗ полици полковникӗ. Çакă ансат схемăпа тата çынсем (ытларах ватăсем) ют çынна тӳрех шаннипе кăна çыхăнман иккен, банксем клиентсен банк даннăйӗсене сыхлассине вăйлатнипе те. Çӳллӗ технологисем шулӗксен ӗçне самай чăрмантарнипе классикăна çаврăннă çак ансат схема патне каялла таврăнма хистет.
Çитменнине укçана илсе улавçăн шучӗ çине куçарма пулăшакан курьера тупасси халӗ йывăр мар. Çамрăксем интернетра çăмăл ӗç шыраççӗ. Хăшӗ çак ӗçе пӗлсех тăвать, тепри ăнланмасăрах. Çынсен укçине вăрлама пулăшнăшăн (допперство) 2025 çулхи июль уйăхӗнчен уголовнăй явап тыттарма тытăннине нумай çамрăк (вӗсем хамăр е ют çӗршывсенчен вӗренме килнисем) пӗлмест те иккен. Çапах та закона пӗлменни яваплăхран хăтармасть. 2025 çулта республикăра çакăн пек 100 ытла курьера тытса чарнă.
Çавăнпа спикер интернетра сӗнекенсем хывăрах мар ӗçшӗн пысăк укçа сӗнеççӗ, вăрттăн хăтланма, ку е вăл çынран посылкăна илнӗ чух вăрттăн сăмах калама ыйтаççӗ-тӗк, вӗсем интернет-шулӗксем пулнине асăрхаттарчӗ.
Ют çынна укçалла сутнă е вăхăтлăха парса тăнă СИМ-карттăпа усал шухăшлисем закона хирӗçле ӗç тусан СИМ-карттăн хуçин те уголовнăй явап тытма тивет.
Йӗрке хуралӗ профилактика ӗçӗсем илсе пынисӗр пуçне тӗрлӗ источниксем тăрăх информацие сăнаса ултавçăсен аллине лекнисен укçине сыхласа хăварма та пулăшаççӗ. Кун пеккисене банкомат умнех çитнӗ граждансене ултавран сыхласа хăварни те пулать. 2025 çулхи октябь ухăйӗнчен кăна Тутарстанри йӗрке хуралӗсем Хусанти, Çырчаллипе Элмет, Анат Кама хулисенчи граждансен 60 миллион тенкине сыхласа хăварнă.
Ют çынсем сирӗн ятпа СИМ-карттăсем туянма пултарнипе пултарманнине Патшалăх услугисен порталӗнче тӗрӗслесе тăмалла. Енчен те ултавçăсен аллине лексе укçа куçартăрах пулсан малтан хăвăр банка е укçăра куçарнă банка е полицие каймалла. Полицисем финанс системисемпе пӗрле тачă çыхăнса ӗçленипе вăрланă укçана хуçине тавăрса пама пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев