«Сююммбике башни» – Якутире
Пӗлтӗр çеç «Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ» тесе калаттăмăр. Кăçал ячӗ «Алтын минбар» таврăннипе «мăсăльман киновӗ» сăмах çаврăнăшӗ тухса ӳкрӗ, анчах ку кинофестивалӗн концепцийӗ улшăннине пӗлтермест. «Диалог культури урлă культурăсен диалогӗ патне» яланхи пекех юлать. Кино чӗлхипе куракана пур наци çыннине те туслă пурăнма, ырă ӗçсем тума чӗнет «Алтын минбар».
Хусан кинофестивалӗ РФ Культура министерстви тӗрев паракан проектсен шутне кӗнӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ Культура министерстви ирттерме пулăшать ăна. «Россия – Исламский мир» стратегилле курăм ушкăнӗпе кинофестиваль партнерсем. Кăçал кинофестиваль Хусан ратушинче уçăлнине эпир хаçатра асăннăччӗ. Çав кун, палăртнă вăхăтра ратуша умне сарнă хӗрлӗ кавирпе фестиваль хăнисем утса иртрӗç. Çанталăкӗ тӳлек, кăмăлсем савăк, куракансем пур (иртнӗ çулсенче йышлăрахчӗ пек). Ячӗсем тахçанах легендăна çаврăннă Совет Союзӗн, Раççейӗн паллă артисчӗсем – РСФСР халăх артистки, «Ника» преми лауреачӗ Светлана Крючкова тата РСФСР халăх артисчӗ, Ленин комсомолӗн преми лауреачӗ Сергей Никоненко – килнӗ. Çавăн пекех Инди, Турци, Египет, Сенегал, Казахстан, Узбекистан, Кăркăсстан тата ытти çӗршывсенчен кинематографистсем нумайăн килнӗ. Кăçал конкурса суйласа илнӗ картинăсене хаклакан жюри пайташӗсем яланхи пекех тӗрлӗ çӗршывран, председателӗ – Турцири паллă режиссер Метин Гюнай. Пӗлтӗр жюри председателӗ Сенегал çӗршывӗн режиссерӗ Мусса Туре пулнă, кăçал та фестивале хутшăннă вăл. «20 лет спустя» картини номинаци çӗнтерӳçи те пулчӗ. Награда илме тухсан режиссер Хусан хулине, фестивале мухтарӗ. Икӗ çул харăсах Тутарстанăн тӗп хулинче пулни ăна Сенегал çыннисемпе тутарсен пӗрпеклӗх нумаййине асăрхама пулăшнă.
20 çул хушшинче кинофестиваль программи çирӗпленсе çитнӗ: Хусанти патшалăх культура институтӗнче лекцисем, мастер-классем, диспутсем иртнӗ. Наци конкурсӗнче кăçал 11 картина тупăшнă. Каласа хăварар, тутарла ӳкернӗ кинокартинăсене кăçал куçарусăр кăтартнă. Ӳлӗм çак çӗнӗлӗхе çирӗплетеççӗ тесе шутлатăп.
Киноидейăсен суту-илӗвӗ – питчинг та çаплах юлнă. Хусанти кинофестиваль ирттерекен Халăхсен хушшинчи питчинг мӗнле вӗçленесси конкурса хутшăнакан киносенчен кам çӗнтерессине пӗлес килнӗ пекех питӗ кăсăк.
Аса илтерсе хăварар, питчинг условийӗсемпе, çӗнтерӳçӗ-кинопроекта Тутарстанра е Тутарстан кинематографисчӗсемпе пӗрле ӳкермелле.
Пӗлтӗр Юлия Захарован «Квартира №7» кинопроекчӗ Гран-прие тивӗçнӗччӗ, 500 пин тенкӗ преми парса хавхалантарнăччӗ режиссера. Эпир пӗлнӗ тăрăх, хăйӗн шухăшне пурнăçа кӗртеймен-ха паянхи куна – проекта укçа хывма хатӗр инвесторсем çуккинче сăлтавӗ.
Кăçал ăнăçу Иран кинематографисчӗсене куçнă. Джавид Собхани сценаристăн «Белая лошадь» проекчӗ çӗнтернӗ. Автора кино ӳкерме 500 пин тенкӗ преми панă.
Пулас фильмăн сюжечӗ çамрăк Мускав журналисткипе çыхăннă. Шурă лаша çинчен вăрттăн ӗмӗтленсе вăл амăшӗпе ашшӗ, Иранран тухнă тутар, мăшăрланнин вăрттăнлăхне пӗлесшӗн. Çавăнпах вăл Раççейрен Ирана çула тухать. Ку ӗçсем шăп Навруза уявланă вăхăтра пулса иртеççӗ. Ашшӗн революциллӗ иртнӗ пурнăçне пӗлни хӗре хăйне лайăхрах пӗлме пулăшать – вăл икӗ культура пӗр-пӗринпе çыхăннă тӗнче çынни иккен. Жюрие ку проект этем хăйӗн пӗрпеклӗхне (идентичность) шыранипе çыхăннă кăткăс ыйтăва çӗклени килӗшнӗ иккен. Ытти вăйлă шухăшлă, интереслӗ проектсенчен акă мӗншӗн «Шурă лашана» суйласа илнӗ. Питчинга хутшăннисенчен жюри пайташӗ Айнур Давлетовăн (Тутарстан) «По дороге домой» анимаци проектне тата Романа Королевăн (Тутарстан) «Албасты» фолк-хоррорне мухтанă.
XX кинофестивалӗн ӗçне пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене пӗлтернӗ çӗре ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов пулчӗ. Вăл кинематографие аталантарма тӳпе кӗртнӗ ӗçченсене наградăларӗ. Миляуша Айтуганова тăрăшнине те асăрхамасăр хăвармарӗç – наци киновне аталантарнăшăн Раççей мăсăльманӗсен медалӗпе чысларӗ.
2024 çулта иртекен «Алтын минбара» хутшăнма 47 çӗршывран 814 заявка илнӗ йӗркелӳçӗсем, вӗсенчен 51 картина наградăшăн «кӗрешнӗ». Сентябрӗн 6 – 11-мӗшӗсенче 141 фильм пăхнă хусансем. Сцена çине награда илме тухакансем 30 кинематографист пулнă. Шăп çакăн чухлӗ «Сююмбике башни» хатӗрленӗ çӗнтерӳçӗсем валли.
Жюри пайташӗсем номинацире çӗнтернисене наградăсем пама сцена çине улăхрӗç. Конкурса иртнӗ картинăсем интереслӗ, професси тӗлӗшӗнчен вăйлă пулнине палăртрӗç. Кун пек чух, паллах, пуринчен вăйлăраххи çӗнтерет. Тӗслӗхрен, наци конкурсӗнче Гульназ Галимуллинан «Монисто» картини çӗнтерчӗ.
Тулли метражлă кинофильмсенчен куракансенчен нумайăшӗ Салават Юзеевăн «Гора влюбленных» картини çӗнтерет тесе шутланă. Анчах чăнлăх урăхларах килсе тухнă – Салават Юзеев режиссер «Чи лайăх режиссер» номинацире çӗнтернӗ, кино сценарисчӗ – «Чи лайăх сценарий» номинацире награда илнӗ. «Алтын минбарăн» тӗп награди кăçал Якутие кайнă. Гран-прие Алексей Романовăн «Легенда вечных гор» мистикăлла драми çӗнсе илнӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор тата «Татар-информ» информаци агентствин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев