Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СИВӖ ХӖЛ ХӖРӲ ТУЙĂМ ПИЛЛЕТ

«Варкăшра» Александр Пăрттан «Хӗллехи юратуллă каçсем» кӗнекине тишкерчӗç

 

 

«Варкăшра» Александр Пăрттан «Хӗллехи юратуллă каçсем» кӗнекине тишкерчӗç

Раштав уйăхӗн 20-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубӗн черетлӗ ларăвӗ иртрӗ. Хальхинче кӗнеке тусӗсем Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каçсем» кӗнекине сӳтсе яврӗç. Авторӗ, шел пулин те, тӗлпулӑва килеймерӗ. 

Кӑларӑм Чăваш кӗнеке издательствинче 2021 çулта пичетленсе тухнӑ. Унта пӗр повеçпе тӑватӑ калав тата икӗ камит кӗнӗ. Хайлав пуххине аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ.

«Александр Пӑртта çамрӑксен савӑнӑçӗпе пӑшӑрханӑвне, кулленхи ӗç-хӗлӗпе хутшӑнӑвӗсене ӑста сӑнласа парать. Яш чухне кам ӗмӗтленмест-ши пӗртен-пӗр таса юратӑва тӗл пулса ӗмӗре унпа пӗрле ӗмӗрлеме? Повеçри Валерӑпа Кристинӑна сивӗ хӗл хӗрӳ туйӑм пиллет. Анчах телее упраса хӑварма пултарайӗç-ши савнисем?

Калавсене вуланӑ май тарӑн шухӑша путатӑн, геройсен хуйхи-суйхине чӗре çывӑхне илмесӗр май çук. Сăмахран, «Каçар мана, аннеçӗм...» хайлаври Алюшӑн пӗчӗклех инкекпе тӗл пулма тивет. Пысӑк çухату усал тӗлӗкре çеç тӗлленнӗ пулсан юрӗччӗ те, анчах хӗрарӑмсем тӗкӗре, сӑнӳкерчӗк хашакӗсене хура тутӑрпа ахальтен кармаççӗ çав... Куçа хупсан та инкекрен тараймӑн.

«Вилӗм умӗнхи кӗлӗ» калав этем курайманлӑхӗ, кӗвӗçӗвӗ мӗн таран пысӑк пулма пултарнине кӑтартса парать. Харпӑр хӑй телейӗшӗн çуннипе Геннадий Ильич тем тума та хатӗр: таса çынна айӑпласси, тӗрмене хуптарасси, теприне усал ӗç тума хӗтӗртесси чӑрт сурмалӑх çеç уншӑн. Ун умӗнче пуç таякан та сахал мар. Ара, хуçалӑх председательне итлемесӗр тӑрайӑн-и? Анчах вӗренӗн те вӗçӗ пур. Геннадий Ильича та ӗмӗрех ӑнӑçмӗ. Тулӗк ӳкӗнме кая пулмӗ-ши ун чухне? Пьесӑсем пурнӑçри кӑткӑс пулӑмсене те йӑл кулса йышӑнма хистеççӗ», – уçса пачӗ хăйӗн шухăшне Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Иванова, вăл шăпах çак кăларăм редакторӗ пулнă.

Тӗлпулура филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Ольга Скворцова доцент кӗнекене туллин тишкерчӗ.

– «Хӗллехи юратуллӑ каçсем» хайлава повесть шайнех аталантарса çитерме хутшӑнусене тарӑнрах кӑтартмалла. Автор литература саккунӗсене пӗлни сисӗнет. Сӑнарсене кӑтартса пама тӗрлӗ мелпе усӑ курать вӑл – ӑшри шухӑшлав, ытти сӑнарпа хутшӑнни, çутçанталӑк улшӑнӑвӗ урлӑ сӑнлани... Юратуллӑ туйӑмсем çинчен пӗр евӗрлӗрех çырнӑ. «Хӗллехи юратуллӑ каçсем» повеçри туйӑмсем «Икӗ хурӑна» куçнӑн туйӑнать. Çак танлаштарӑва анлӑлатса пымалла. Писатель интригӑллӑ сюжетсем тума, вулакана илӗртме пӗлет. Автор  вулаканпа пӗрлех пурӑнать тейӗн. Япӑххи пулассине систерекен самантсем вӑйланса пыраççӗ. Çыравçа ытларах тулаш сӑн-сӑпат мар, геройӑн чунӗ интереслентерет. Пӑрттан чӗлхи кӑткӑс мар, анчах çав хӑйне евӗрлӗ ансатлӑхра та илемлӗ çаврӑнӑшсем, диалоглӑ вырӑнсем, ыйтуллӑ-кӑшкӑруллӑ предложенисем тупма пулать. Автор хайлавсен эмоцилӗхне тытса пыма пултарать, – терӗ Ольга Владимировна.

– Александр Пӑртта прозинче те артист, драматург пулни сисӗнет. Вӑл сӑнарсене те ӗç-пулӑм урлӑ сӑнласа парать, прозаик пек ирӗклӗн сарӑлса каймасть. «Каçар мана, аннеçӗм...» калавӗ хамӑн «Чӗкеçӗм, чӗкеç» хайлава аса илтерчӗ. Вулакан чунне пырса тивекенскер. «Икӗ хурӑнӗ», ман шутпа, чун вӗçнӗ вӑхӑтра çырнӑ прозӑлла сӑвӑ. «Сарӑхнӑ сӑнӳкерчӗк» тӗрленчӗк пек, – палӑртрӗ Людмила Сачкова прозаик.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература