Скотт РИТТЕР: «АМЕРИКĂНА ВĂЙЛĂ РАÇÇЕЙ КИРЛӖ МАР»
Раççее халсăрлатма тăрăшни пурнăçланмарӗ. Раççей паян хăй истори кӗнекине çырать
Скотт Риттерпа тӗл пулнăранпа самай вăхăт иртрӗ пулин те сӳтсе явнă ыйтусем кивелмен. Хусана вăл хăйӗн «Гонка разоружения» кӗнекине хăтлама килнӗччӗ. Майăн 15-мӗшӗнче иртрӗ мероприяти. Скотт Риттер – Америка морпехӗ, экс-разведчик, халăхсен хутшăнăвӗсен никама пăхăнман эксперчӗ. Пуринчен ытла Америка çынни пирӗн çӗршывсен хутшăнăвӗсем пирки мӗн шутлани интереслентерчӗ. Каласа хăварар, Скотт Риттер пӗрре мар çапăçăва кӗнӗ тата вилӗме куçа-куçăн курнă çын. Хăй каланă тăрăх, Иракри вăрçăра виçӗ хутчен йывăр аманса леш тӗнчерен таврăнма пултарнă. Апла пулсан çӗр çинчи ӗçӗсем пулнă-ха.
Автор сăмахӗпе, кӗнекене кăларас шухăшпа вăл 45 çул çӳренӗ. Анчах ăна çырма 2019 çулта тин, ядерлă хӗç-пăшала пӗтересси пирки калаçусем лăплансан, май пулнă. Урăхла каласан, Америкăпа Раççей хушшинчи ядерлă хăç-пăшала пӗтерессипе çыхăннă килӗшӳ ӗçлеме пăрахсан. Малтанласа автор кӗнекене вулакансен пӗчӗк аудиторийӗ валли çеç пулӗ тенӗ. «Кӗнеке историн хăйне уйрăм вăхăчӗ, унăн ман пурнăçри вырăнӗ çинчен. Тӗрӗссипе, кӗнекере çырса кăтартнă килӗшӳ ман пурнăçшăн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çав килӗшӳ пулман-тăк, паян эпир сирӗнпе чӗрӗ пулмастăмăрччӗ. Çак килӗшӳ Америкăпа Раççее ядерлă вăрçăран хăтарса хăварчӗ. Паян ун пирки пурте пӗлмеççӗ те, çав шутра ман çемье, юлташсем».
Автор малтанласа кӗнекене 500 экземплярпа кăларнă, Америкăра ăна икӗ кунрах илсе пӗтернӗ. Тепӗр уйăхран татах пичетленсе тухсан каллех çийӗнчех илсе пӗтернӗ. Çакна вăл çынсем тӗрӗслӗхе пӗлесшӗн пулнипе çыхăнтарать. «Мана сутăнни мар, пуринчен ытла мӗн чухлӗ çын вулани кирлӗ. Пӗр экземплярпа кăна тухсан та ăна темиçе çын вулама пултарать вӗт. Çавах, ман шутпа, Раççейре кӗнеке ытларах палăрчӗ», – терӗ Скотт Риттер тӗлпулăва уçса.
Вӗлерес килнинчен ăнланасси патне
– Кӗнекене 2022 çулта вӗçлерӗм. Çав вăхăта тӗнче те улшăнчӗ. Паянхи лару-тăру унчченхи сивӗ вăрçа аса илтерет. Нумайăшӗ паян пирӗн çӗршывсен хутшăнăвӗсем пăсăлнин сăлтавне пӗлме тăрăшать. Тӗрӗссипе, унчченхи лару-тăру начартарахчӗ те. Ку шăпах хӗç-пăшалсăрланассипе çыхăннă килӗшӗве тунă чух, 90-мӗш çулсенче пулчӗ. Пирӗн çӗршывсен хутшăнăвӗсем самай япăхрахчӗ. Пӗр-пӗриншӗн эпир тӗп тăшмансемччӗ. Ядерлă вăрçă пуçлас чикӗреччӗ ун чух. Маншăн та çав çулсенче май килнӗ таран ытларах вырăс салтакне вӗлерес тӗллеврен кирлӗреххи çукчӗ. Хăвăрах ăнланатăр, мӗн тери начар ку. Енчен те малалла та çапла кайнă пулсан килӗшӗве алă пусмастчӗç. Çавăнпа мана вырăс салтакӗсене вӗлерме мар, вӗсемпе хутшăнма вӗренме пуçтарса ячӗç.
Икӗ çул кирлӗ пулчӗ вырăс салтакне вӗлерес килнинчен хăтăлса вырăссене ăнланма пуçлама. Кӗнекере ун пирки тӗплӗ çырнă. Халӗ те йывăр лару-тăруран тухма майсем пур, – терӗ американец хăйӗн кӗнекине вулама сӗнсе.
Скотт Риттер шучӗпе, пӗррехинче мирлӗ лару-тăру йӗркелеме пултарнă çӗршывсем паян та калаçса татăлма пултараççӗ. Анчах мӗнлерех майпа хӗрсе кайнă хутшăнусене йӗркелеме пулать-ха? Мӗнре курать çавна кӗнеке авторӗ?
Скотт Риттер пӗр пытармасăр Америка Раççейрен хăранине каларӗ. Сăлтавӗ – Раççее ăнланманнинче, начар пӗлнинче. Икӗ енлӗ килӗшӳ вара çӗршывсене ӗçтешле хутшăнусем йӗркелеме хистенӗ. Сăмах май, ядерлă хӗç-пăшала пӗтерессипе çыхăннă килӗшӳре сăмах вăтам инçӗшне тата çывăха вӗçекен ракетăсене тӗп тăвасси çинчен пырать. Раççейӗн те, Америкăн та çакăн йышши ракетăсем хатӗр тăнă.
– Раççейӗн пӗр ракети виçӗ боеголовкăран тăратчӗ, вăл туххăмрах Европăна шăлса тăкма пултараканскер. Америкăн ракети вара 12 минутра Мускава çитме пултараканни. Çак хушăра никам та, ниçта та пытанса ӗлкӗреймест. Çавăнпа хӗç-пăшалсăрланасси пирки килӗшӳ тунă та, – терӗ Скотт Риттер. Паллах, Америка килӗшӳ тунипе кăна çырлахман, Раççей чăнах та килӗшӗве пурнăçланине тӗрӗслеме разведчиксене янă, Раççейрен те Америкăна кайнă. Çак шута кӗнӗ те Скотт Риттер. Паллах, Раççей те, Америка та хăй территорине сăнавçăсене кӗртме килӗшесшӗн пулман, сăнавçă шпион та пулма пултарать-çке. Урăхла май çуккипе кăна ятарлă инспекторсене пӗр-пӗрин патне кӗртме килӗшнӗ. Тепӗр инспекци ракетăсене тӗп тунине, вӗсенчен ним те юлманнине тӗрӗслеме килнӗ. Виççӗмӗш инспекци пӗтернӗ ракетăсене мӗнпе те пулин улăштарма хăтланнине тӗрӗсленӗ.
Скотт Риттер каланă тăрăх, килӗшӗве Михаил Горбачевпа Рональд Рейган алă пусиччен пӗр уйăх маларах Раççей сасартăк хăйӗн 20 ытла ракетине чăнах та пӗтерме тивнине çивӗч туйса илсен татăклă утăмран кăштах тăхтаса та илнӗ. Çивӗч вăрттăнлăхра тытакан объектсене американецсене янă хыççăн каялла çул юлман. Американецсем объект тулашӗнче те, шалта та ядерлă ракетăсене тӗп тунине сăнаса тăнă.
– Пӗр вăхăт килӗшӗве алă пусасси те путланас пек туйăнчӗ. Америкăна та, Раççее те килӗшӗве мӗнле майпа пурнăçа кӗртесси шухăшлаттарчӗ. 12 миллион долларлăх рентген установкине вырнаçтарса ракетăсем чăннипех хăрушсăр пулнине тӗрӗсленӗ хыççăн тин лăш сывласа ятăмăр. Раççейӗн вăрттăн объекчӗсене сăнама ун чух эпир 30-ăн килнӗччӗ.
«Кашни çынра тăшман кураттăм»
– Икӗ çул вырăссемпе çума-çуммăн ӗçлерӗмӗр. Хăйсене, çемйисене, юлташӗсене пӗлме пуçларăмăр. Çӗршывпа, ун хулисемпе, чӗлхисемпе, культурисемпе паллашрăмăр, пӗлме пуçларăмăр. Çапла Раççей çыннин чунӗ уçăлма пуçларӗ. Унсăрăн юлташ пулма çук. Американецсемпе вырăссем пӗр-пӗрне лайăх пӗлсе çитнӗ хыççăн тин хирӗçтăрăва çӗнтерме пулать. Эпӗ хам вырăссене вӗлерес шутлă этемрен ăнланакан çын таран утса тухрăм. Çавăнпа дипломатилле хутшăнусем йӗркеленисӗр пуçне туслă хутшăнусем тума тăрăшмалла. Хӗç-пăшалсăрланасси пирки те çӗнӗрен калаçма тивӗ кӗçех. Америкăра халӗ русофоби вăйланса пырать. Мӗншӗн тесен хăратпăр Раççейрен. Унран хăтăлас тесен сире лайăхрах пӗлмелле. Çавăнпа эпӗ Хусана килсен чи малтан сирӗн культурăпа, чӗлхӗрпе, чунăрпа паллашнинчен пуçларăм. Америкăна таврăнсан пуринпе те Раççей пирки калаçăп. Паллах, хирӗçтăруран тăнăçлăх патне çул кӗске пулмӗ. Анчах вăл кирлӗ. Ăна пуçламасан малашлăх хăрушă пулма пултарать.
Скотт Риттер хăй калаçăвӗнче пӗрре мар Раççее вырăссене вӗлерме килни пирки асăнчӗ. Ăçтан çавăн чухлӗ курайманлăх? Америка салтакӗ апла мӗнпе киллертан лайăхрах? Раççей салтакӗ хӳтӗлевçӗ, хăтаруçă чи малтан. Американецсене ăнланма йывăр пире. Паллах, Скотт Риттерпа кун çинчен те сăмах хускатрăмăр. Ун сăмахӗпе, Америка салтакӗ умӗнче Раççей салтакне тӗпрен гуманизм, мораль енчен хуратаççӗ (дегуманизаци, деморализаци пирки пырать сăмах. – Авт.). Раççей салтакӗ вӗсемшӗн усал çуратса янă çынлăхсăр эсремет, апла ун пурнăçӗ ниме те тăмасть.
– Пире çапла вӗрентеççӗ, – малалла калаçрӗ американец, – Тăшманна хăвна пӗлнӗ пек пӗлсе çитсен тин ăна çӗнтерме пултаратăн. Раççее киличчен сирӗн культурăпа, историпе паллашрăм. Кăштах вырăсла калаçма та. Вырăс литературине тӗпчерӗм, экономикăна. Анчах ку мана сире ăнланма, сирте çынна курма мар, тăшман мӗнлереххине пӗлме кирлӗччӗ. Этеме çын пек е тăшман пек пӗлесси пӗр-пӗринчен нумай улшăнса тăрать. Вӗренсе пыни маларах пуçра йӗркеленнӗ матрицăна хывăнса пычӗ. Матрица вара вырăссем начар тесе çирӗплетет. Америкăн хуть хăш салтакӗнчен ыйтăр, вӗсен тӗп задачи – вырăс салтакне дегуманизацилесси. Маншăн вырăс салтакӗ демонччӗ, çын пахалăхӗсемсӗр усал.
Паллах, çакна итлесе ларма çăмăл мар, ăшра тарăху капланса пычӗ.
– Хăçан вара пирӗн çине урăхла куçпа пăхма пуçларăр? – Раççей салтакӗпе халăхне уйăрса тăрас темерӗм.
– Раççее инспекципе килсен кашни çынра тăшман кураттăм. Эпӗ те вӗсемшӗн тăшманччӗ. Пӗрремӗш тӗлпулу пуш хирте пулчӗ. Пӗр енче эпир, тепӗр енче – вырăссем. Мӗн тумалла? Вара пуçа çапса кӗртнӗ морале хирӗç кӗрешме, сирте çынна шырама пуçларăм, – лăпкăн хуравларӗ экс-разведчик. – Темле çиçӗмле хăвăртлăхпа пулса илчӗ çак улшăну. 1998 çул, Çӗнӗ çул каçӗ. Мана хăнана пӗтӗм пурнăçне ман çӗршыва тӗп тума пултаракан ядерлă ракетăсем шутласа кăларассине халалланă совет инженерӗ чӗнчӗ. Мана, вырăс салтакне вӗлерме хатӗрленӗ морпеха, хăй килӗнче йышăнчӗ, çемйипе, кӳршисемпе паллаштарчӗ. Пӗрле ларса апатлантăмăр. Тӗрлӗ кулăшла историсем каласа патăмăр, савăнса култăмăр та, йӗтӗмӗр те. Çакăн чухне эпир пурте пӗрешкел пулнине ăнланса илтӗм. Кайран хулана, ёлка патне кайрăмăр. Çын нумайччӗ унта. Пӗр-пӗрне ăшшăн, чăн кăмăлтан саламлани чӗрене çемçетрӗ. «Мӗнле вӗлерме пулать-ха ку çынсене?» – шутласа илтӗм ун чух. Туслашас килчӗ. Пӗр самантра пулса иртрӗ ăшри улшăну.
Хирӗçтăрăвăн тӗп сăлтавӗ – Раççей пăхăнманлăхӗ
Тӗнчери политика пирки сăмах хускатсан Скотт Риттер Владимир Путин ертсе пыракан Раççей халӗ питӗ вăйлă вăйсене хирӗç тăрса тытăнса юлма кӗрешнине палăртрӗ. «АПШ хăй вăхăтӗнче Борис Ельцина çавăрнă пек хальхи президента та пăхăнтарасшăн. Америка 90-мӗш çулсенче Раççее экономика енчен те, политикăра та пăхăнтарма тăрăшрӗ, хăй контрольне илчӗ. Путин вара кун пекки урăх пулмалла мар тесе çине тăрать. Ку, паллах, Америкăна уртарать, мӗншӗн тесен АПШăна вăйлă Раççей кирлӗ мар. Пире айван Раççей кирлӗ. Çакăнта пытаннă хирӗçтăрăвăн тӗп сăлтавӗ. Эсир ООН пирки ыйтрăр. Шел те, тӗнчери лару-тăрăва вăл татса парасса шанмалли çук. Унта влаçа пилӗк ертӳçӗ çӗршыва панă. ООН паян тăнăçлăхшăн кӗрешекен организацие аса та илтермест, тӗнчери лару-тăрăва та витӗм кӳреймест. Ӗç повесткине унта та АПШ йӗркелесе тăрать. Çакна эсир хăвăр та куратăр. Сергей Лавровăн хутшăнмаллаччӗ черетлӗ ларăва, анчах ун визине тăсма памарӗç. Тӗрӗссипе ура хурасси кашни утăмрах. Раççей повесткăна мӗнле те пулин ыйту кӗртес тесен, сăмахран, Украинăра Америкăн биологилле хӗç-пăшал объекчӗсем пурри çинчен, АПШ çийӗнчех чăрмав кăларса тăратать. Анчах лайăх хыпар та пур: Раççей ытти çӗршывсемпе ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме пултарчӗ. Раççее халсăрлатма тăрăшни пурнăçланмарӗ. Раççей паян хăй истори кӗнекине çырать.
Скотт Риттер Раççее нихăçан та вăрçă кирлӗ пулманнине, вăл агрессор-çӗршыв маррине питӗ лайăх ăнланать халӗ. Хальхи вăхăтра Украина территорийӗнче пыракан çапăçусем Америка провокацине пула пынине те. Çавăнпа вăл АПШ, НАТО Украинăна хӗç-пăшалпа тивӗçтернине хирӗçлесе калаçать. Паллах, Скотт Риттер пире ним çӗннине те пӗлтермерӗ, анчах çак сăмахсене американец калани пӗлтерӗшлӗ. Ун сăмахӗпе, Америка тахçанах Раççее пур енчен хупăрлама тăрăшнă.
– Мӗн тумаллаччӗ Раççейӗн? Паллах, хăйне хӳтӗлеме тытăнмалла. Ятарлă çар операцине пуçламаллахчӗ, унсăрăн вăрçă паян кунта пыратчӗ, – терӗ американец. – Тӗрӗссипе Раççейӗн ядерлă хӗç-пăшал пурри кăна Америкăна ун таврашӗнчи çӗрсене тытса илме, Раççее пур енчен хупăрлама тытса тăчӗ. Украина ку енӗпе чи çемçешки пулчӗ.
Скотт Риттер шучӗпе, лару-тăру çивӗчленсех пырать. «Кам та пулин йăнăш кăна ан тутăр ӗнтӗ, ядерлă вăрçă вăл – компьютер вăййи мар», – тесе асăрхаттарчӗ экс-разведчик.
Паллă ӗнтӗ, Америка хăйне хирӗç калаçакан çынна пуçран шăлмасть. «Тăван çӗршывăра таврăнма хăрамастăр-и?» – тесе ыйтакансем те пулчӗç журналистсен хушшинче.
Скотт Риттер хӗрӗсем çинчен пăшăрханнине пытармарӗ, вӗсем иккӗн унăн. «Эп самай пурăннă ӗнтӗ, ачасен пурнăçӗ ырă пултăрччӗ», – пулчӗ унăн сăмахӗ. Çавăнпа хӗç-пăшалланассине чарса черетлӗ килӗшӳ тăвасси çинчен калаçмалла ун шучӗпе. Скотт Риттер Раççей пирки хăй шухăшӗсене уççăн пӗлтерме тытăнсан Америкăн ятарлă службисене ку килӗшмен. Вӗсем хăйне тата пӗтӗм çемйине тӗп тăвассипе пӗрре мар асăрхаттарнă. Анчах пурпӗрех ку ăна хăратса ӳкермен. Тӗрӗслӗхе çынсем патне çитерни уншăн паян чи кирли, çав шутра çемйине хăрушлăхран сыхласа хăварасси те.
Ун сăмахӗпе, халӗ Америкăра тӗрӗслӗхе МХХсенче те тупма çук, тăван çӗршывӗн журналистикине вилнӗ тесе палăртрӗ вăл. Ӗлӗкрен халăх сассине тӗпе хунăскер, халӗ Правительство хушăвне пурнăçлать имӗш. «Правительствăна килӗшнӗ япаласене каланă чух эпӗ мӗнпур тӗп каналсенчеччӗ: Би-би-си, Вашингтон-пост, Нью-Йорк Таймс, паян ман ун пек майсем çук», – терӗ экс-разведчик.
Журналистсене тӗрлӗ ыйтусем интереслентерчӗç: экс-разведчик хăйӗн тăван çӗршывӗ патне мӗн туйнинчен пуçласа ăна иккӗлле агент тесе шутлани таран.
– Американецсем аслă та мухтавлă наци. Паллах, унта та тӗрлӗ çын пурăнать. Нацие кура çынсем пӗр-пӗринчен самай улшăнса тăраççӗ. Анчах пурне те АПШ Конституцийӗ пӗрлештерет, ăна пурте йышăнаççӗ. Мӗншӗн тесен вăл эпир мӗнле халăх пулнине çирӗплетет. «Эпир Америкăн Пӗрлештернӗ Штачӗсен çыннисем», – сăмахсенчен пуçланать Конституци. «Эпир – пӗр халăх», – тенӗ Авраам Линкольн 1863 çулта, вăл паян та çапла. Юрататăп хам çӗршыва, аслă çӗршыв вăл Америка. Ăна юратнипех тӗрӗслӗхшӗн тăратăп та. Иккӗлле агент тесе халиччен мана никам та каламан. Разведчиксем экс пулаймаççӗ тесе те калаççӗ, çавах ку апла мар.
Темӗн çав?
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев