Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул çумӗнчи кану лагерьне çӳрекенсем А.Пушкин пултарулăхне аван пӗлеççӗ

Июнӗн 6-мӗшӗнче, вырăссен паллă поэчӗ Александр Сергеевич Пушкин çуралнă кун, Раççейре пур çӗрте те Вырăс чӗлхи кунне паллă тăваççӗ. Çак кун 11.00 сехетре Тутарстанра «Пушкин нон-стоп» акци пуçланчӗ.

Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчи библиотека та хутшăнчӗ унта. Шкул çумӗнчи кану лагерьне çӳрекен ачасем хутшăннипе «Пропуск в лукоморье» ятпа КВН ирттертӗмӗр.

Акцие хутшăнакансем вырăс поэчӗн пурнăçӗпе тата пултарулăхӗпе паллашрӗç. Тӗп сăнарсем, паллах ӗнтӗ, ăсчах кушак аçипе ылтăн пулă пулчӗç. Ачасем хаваспах А.Пушкинăн хайлавӗсенчи каларăшсене аса илчӗç, ӳкерчӗксем тăрăх мӗнле юмах пулнине пӗлес енӗпе ăмăртрӗç, аслă поэтăн сăввисемпе юмахӗсене вуларӗç. Лагере çӳрекенсене ытларах А.Пушкинăн çутçанталăк çинчен çырнă сăввисем килӗшни палăрчӗ. Ара, çулталăкăн кашни вăхăчӗ пиркиех тӗлӗнмелле чаплă йӗркесем çырнă-çке аслă поэт. Мероприяти кăмăллă та хаваслă иртрӗ.

Ирина ПАВЛОВА.

Çӗпрел районӗ,

Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев