Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул пулсан ял пурăнать

Çӗпрел районӗнчи Упи шкулӗ июнӗн 14-мӗшӗнче çуралнă кунне паллă тăвать

Çӗпрел районӗнчи Упи вăтам шкулӗ июнӗн 14-мӗшӗнче хăйӗн çуралнă кунне паллă тăвать. Уяв 10 сехетре пуçланать. Хаклă юлташсем, шкултан вӗренсе тухса кайнисем, ял-йыш, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем! Эпир сире шкул уявӗ ячӗпе йыхрав яратпăр. Инçе çула пăхмасăр, вăхăта шеллемесӗр, мӗнпур ӗçе пăрахса пирӗн пата килессе шанса тăратпăр. Тӗрлӗ çулта вӗренсе тухнисем, шкулта ӗçленисем пухăнса калаçӗç, тахçан курман тусӗсене курса савăнӗç, тӗл пулса асаилӳсене çӗнетӗç. Концерт пăхса киленӗç, çӗнетнӗ хыççăн шкул музейне уçнă çӗре хутшăнӗç. Шкул альбомӗсенче хăйсен класӗсене шыраса тупӗç, пионери вăхăтне таврăнса парттăсем хушшине ларӗç. Пурне те кӗтетпӗр!

 

Иккӗмӗш кил

Шкул – иккӗмӗш кил. Кашни çыннăн хăйӗн пурнăç тапхăрӗнче пӗлӳ илмеллех. Пирӗн мăн асатте-кукаçейсем тăватă класс кăна вӗренейнӗ, паянхи ăрăвăн вара пур майсем те çителӗклӗ. Цифра ӗмӗрӗнче майсем нумай, тăрăшса вӗренес кăмăл çеç кирлӗ. Кунта çӗнӗ юлташсемпе паллашатăн, пӗрремӗш вӗрентекен алăран çавăтса класа илсе кӗрет, вун пӗр çул вăтам пӗлӳ илетӗн. Нумай çӗннине пӗлетӗн çак тапхăрта. Кашни çыннăн хăй вӗреннӗ шкулăн историне, вӗрентекенӗсене пӗлмеллех. Паянхи сăмахăм Çӗпрел районӗнчи Упири пӗлӳ аталанăвӗ çинчен пулӗ.

Архив докуменчӗсене тишкерсен çакă паллă: 186 çул каялла, 1839 çулта, Упи ялӗнче прихут училищи уçӑлнӑ. 1847 çулта чиркӳ çумӗнче чиркӳпе прихут шкулӗ ӗçлеме пуçланӑ. 1903 çулта Андрей Францевич Карчевский помещик тӑрӑшнипе, хӑйӗн укçипе пӗр класлӑ пуçламӑш халӑх училищине уçнӑ, шкул çумӗнче вӗрентекен валли хваттер те пулнӑ.

1903 – 1910 çулсенче Александр Алексеевич Слесарев, Петр Василь­евич Кондратьев, Александр Арис­тархович Антонов, Андрей Степанович Степанов вӗрентнӗ ачасене.

1912 – 1918 çулсенче икӗ клас­лӑ шкул пулнӑ, унта 6 çул вӗреннӗ. Шкул заведующийӗн­че Лукиан Захарович Марков (Хурăнвар Шӑхаль ялӗнчен) ӗçленӗ. Вăл Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесӗн­чи Купня ялӗнче (халӗ Чӑваш Енри  Йӗпреç округне кӗрет) çуралнӑ. Хусанти учительсен семинарине (1910) пӗтернӗ.

1921 çулхи кӗркунне Упири икӗ класлă училищӗне районти кăтартуллă шкул туса хунӑ. Кунта районти учительсем валли пӗлӳ шайне ӳстермелли докладсем вуланă, кӑтартуллӑ уроксем ирттернӗ. Шкул заведующийӗ Михаил Николаевич Дементьев пулнă, Мария Степановна Дементьева, Александра Афанасьевна Дементьева, каярахпа Надежда Прокопьевна Лас­точкина тата Василий Степанович Дементьев учительте ӗçленӗ. 1924 – 1926 çулсенче шкулта К.Н.Зайцев математика вӗрентнӗ.

1934 çултан Упи шкулӗ çичӗ çул вӗренмелли пулса тăнă. 1934 – 1940 çулсенче шкул директорӗн лавне Нина Максимовна Кузне­цова (вăл ӗçленӗ тапхăрта икӗ хутлӑ йывӑç çурт тума пуçланӑ), Петр Васильевич Кузнецов (шкула туса пӗтернӗ) туртнă.

1940 – 1946 çулсенче директор пулса Мария Степановна Дементь­ева ӗçленӗ. Шкул çумӗнче кил-çурт хуçалӑхӗ те пулнă: сыснасем, ӗне, лаша тытнă, пахча пулнă, уйра 2-3 гектар тулӑ акнӑ. Вӑрçӑ вӑхӑтӗнче ачасене кунне икӗ хутчен тӳлевсӗр апат çитернӗ.

Шкулта учительте О.А.Дергуно­ва, Г.Ф.Лысова, Л.Ф.Дементьева, Р.П.Морозова, О.В.Краснова, А.Е.За­харова, Н.И.Шавкина ӗçленӗ. 1943 çулта фронтран А.С.Саландаевпа А.В.Утехин таврӑннӑ, вӑрçӑ хыççӑн шкула Л.В.Дементьев, Н.Г.Хме­лев, В.Д.Мулендеев, А.А.Павлова, В.П.Васильев ӗçлеме таврӑннӑ.

 

Директорсемпе 

завучсем

Директор тивӗçне тӗрлӗ çулта çак ентешсем пурнăçланă: 1946 – 1953 çулсенче – Лев Васильевич Дементьев, 1953 – 1958 çулсенче – Павел Сергеевич Макаров, 1958 – 1961 çулсенче – Николай Григорьевич Хмелев, 1961 – 1980 çулсенче – Василий Егорович Шаталин, 1980 – 1993 çулсенче – Николай Николаевич Музыкантов, 1993 – 1995 çулсенче – Анатолий Иванович Сердцев, 1995 – 2001 çулсенче –Николай Николаевич Хмелев, 2001 – 2017 çулсенче – Венера Михайловна Мошкова, 2017 – 2018 çулсенче – Наталья Анатольевна Гаврилова, 2018 – 2022 çулсенче – Светлана Валерьевна Хованская ӗçленӗ. 

Завуч тивӗçне тӗрлӗ çулсенче О.А.Дер­гунова, П.С.Макаров, ­­Н.Г. Хме­лев, Л.Ф.Лысова, Г.Н.Бахтина, В.В.Юманова, Ф.М.Валеев, М.П.Краснов, Н.Н.Леонтьев, И.А.Михайлова, Л.В.Фомина, В.М.Мошкова, Н.Н.Куракина, А.В.Матвеева, С.В.Хованская, Л.В.Симукова, Н.А.Сердцева, А.П.Чернова, Р.З.Басырова пурнăçланă. 2021 çултанпа директорăн вӗренӳ енӗпе çумӗ пулса А.Э.Ханбикова тăрăшать. 

 

1966 çултан вăтам 

пӗлӳ парать

Л.В.Дементьев директорта ӗçленӗ çулсенче шкул тӑррине тимӗр шăвăçпа витнӗ. Сад ӳстерме пуçланă: 15 улмуççи, 100 вӗрене лартнă. Сад пахчин кӑнтӑр пайне хӳме тытса çавӑрнӑ.

Клавдия Васильевна Цыфар­кина Хурăнвар шкулне куçарнӑ О.В.Краснова вырӑнне нимӗç чӗлхи вӗрентме пуçланă, Клавдия Федоровна Емельянова – биологи.

1934 çултанпа шкулта икӗ сменӑпа вӗрентнӗ. Шкул çурчӗ питӗ кивелсе çитнӗрен «Дружба» колхоз платникӗсем ăна 1956 çулта çӗнӗ никӗс çине те çӗкленӗ, çапах та шкул эксплуатацилеме юрӑхлӑ пулман.

Шкулта тутар класӗсем уçӑлсан ачасене Евдокия Александровна Степановăпа Велли Зиганович Юсупов вӗрентнӗ.

1960 çулта Мария Степановна Дементьева тивӗçлӗ канăва кайнӑ та вырăс чӗлхипе литературине Антонина Степановна Васильева вӗрентме пуçланӑ. Чӑваш чӗлхине – Роза Ильинична Алешина, тутар чӗлхине –  Загит Айнуллович Айзятов, пуçламӑш классене – Виктор Павлович Лухманов, Михаил Осипович Куликов, Серафима Ивановна Альмяшкина, Зоя Андреевна Ермолаева.

1959 çулхи августра шкулта тӗплӗ юсав ирттернӗ. Шкул тавра карта тытса çавӑрнӑ: улма-çыр­ла йывӑçӗсемпе тӗмӗсем, ытти йывăçсем лартнă. Шкул çумӗнчи лаптăк çинче биологи вӗрентекен Клавдия Федоровна Емельянова ачасемпе пӗрле сутмалăх купӑста, хӑяр, помидор çитӗнтернӗ. Сутса тунă укçапа шкул библиотеки валли кӗнекесем, кабинетсем валли кӑтарту пособийӗсем туяннӑ.

1959 çултан ачасем юсанӑ шкул çуртӗнче пӗр сменӑпа вӗренме пуçланӑ. 1961 çулта Упи шкулӗ сакӑр çул вӗренмелли ­пулса тӑнӑ. 

Çак шкулта пӗлӳ илнӗ ентешӗмӗр Петр Васильевич Дементьев пулӑшнипе авиаци заводӗнчи рабочисем пирӗн шкул валли котельнӑй туса хута янă, çурт стенисене шалтан штукатурка тунӑ, тул енчен стенасене чус хӑмасемпе çапса тухнӑ.

1966 çулта Упи шкулӗ вӑтам пӗлӳ паракан учреждени статусне илнӗ. Çӗнӗ парттӑсем, сӗтел-пукан, кӑтарту пособийӗсем кӳнӗ. 1967 çултан çӗнӗ вӗренӳ программипе пӗлӳ пама пуçланӑ. Физикӑпа математикӑна Любовь Николаевна Петровăпа Виктор Михайлович Сябуков вӗрентнӗ; вырӑс чӗлхипе литературине – Анна Михайловна Кондратьевăпа Николай Николаевич Леонтьев; биологие – Михаил Петрович Краснов, Валентина Васильевна Краснова тата Зоя Сергеевна Гультяева; военрук Герман Николаевич Дементьев пулнă; пуçламӑш классене Лидия Михайловна Леонтьевăпа Надя Халитовна Ханбикова вӗрентнӗ.

 

Хальхи вăхăтри шкул

Шкулӑн кивӗ çуртне юсанӑ, кухньӑпа столовӑй çуртне çӗкленӗ, икӗ машина валли гараж тунӑ. Шкул музейӗ çӗнӗ экспонатсемпе пуянланнă.

1993 çулта шкулӑн икӗ хутлӑ йывӑç çурчӗ çунса кайнӑ. Н.Н.Хме­лев ӗçленӗ çулсенче шкулӑн çӗнӗ кирпӗч çуртне çӗкленӗ. Çӗнӗ сӗтел-пуканпа оборудованисем илсе килнӗ. 1997 çулхи сентябрӗн 2-мӗшӗнче шкула чаплӑ лару-тăрура уçнă, вӗренӳ çулӗ икӗ хутлӑ çӗнӗ çуртра пуçланнă. 

2007 çулта Дементьев Петр ­Васильевич çуралнӑранпа 100 çул çитнине анлăн уявланӑ. Шкул çурчӗн стени çине унăн асăну хӑмине вырнаçтарнӑ.

2009 çулта Социализмла Ӗç Геройӗн Сергей Немасевăн асă­ну хӑмине уçнă. 2010 çулта Георгий Тал-Мăрса 115 çул тултарнине уявланӑ.

2013 çулта шкул çумӗнче пир-авӑр мастерскойӗ уçӑлнӑ, ку ­ӗçе пурнăçлама ТР Министрсен ­Кабинечӗн Грантне выля­са илни пулăшнă.

2015 çулта ачасен «Çӑлкуç» фольклор ансамбльне йӗркелеме Культура министерствин Грантне выляса илнӗ. Ушкăна Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Людмила Петровна Сердцева ерт­се пырать.

2022 çулта «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Хальхи вӑхӑтри шкул» регион проекчӗн шайӗнче «Точка роста» центр йӗркеленӗ. Кунашкал центр пур шкулсенче вӗренекенсен информатикӑпа, робототехникӑпа, шахматпа тата пурнӑç хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе хушма пӗлӳ илме май пур.

Грантпа музее çӗнетнӗ

2022 çултанпа шкула Сергей Агафонович Молгачев ертсе пырать. Паян кунта 19 вӗрентекен тăрăшать, 60 ытла ачана пӗлӳ парать. Шкула таврари 5 ял ачи çӳрет.

Шкулти музее Зоя Андреевна Ермолаева йӗркелесе янă, унӑн ӗçне Николай Григорьевич Хмелев малалла тăсать. Учительсене аса илтерекен альбомсем, хаçатсенчен касса илнӗ хыпарсем – пысăк мул. Хамӑр историе эпир те упрӑпӑр!

Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗн гранчӗ пулăшнипе 2025 çулхи пӗрремӗш конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе Упи вăтам шкулӗн «Хамăр историе упратпăр» проекчӗ çӗнтерӳçӗсен йышне кӗнӗ. Çак проект шкулти музей ӗçне аталантарнă çӗре пысăк витӗм пачӗ. Пысăк хавхаланупа ӗçе пуçăннă: пӳлӗме сăрласа илемлетнӗ, музей валли кирлӗ оборудовани туяннă, стендсене çӗнетнӗ, çӗнӗ экспозици йӗркеленӗ тата ытти ӗçсене пурнăçланă.

2016 çултанпа Упи шкулӗ икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗн Петр Васильевич Дементьевăн ячӗпе хисепленсе тăрать.

 

Ентешсемпе

 мăнаçланатпăр!

Упи вӑтам шкулӗ хӑйӗн вӗренекенӗсемпе чӑннипех мӑнаçланма пултарать. Çак пӗлӳ çуртӗнчен нумай паллă çын вӗренсе тухнă: Петр Дементьев – СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ, генерал-полковник, икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ; Сергей Немасев – гидростроитель, Социализмла Ӗç Геройӗ; Ахмет Булатов –сăвăç; Георгий  Зайцев (Тал-Мăрса) – çыравçă; Константин Зайцев – ăсчах (ученăй); Хидаят Султанов – Тутарстан Республикин халăх артисчӗ; Валентина Тарават (Игнатьева) – çыравçă, ТР тата РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ; Анатолий Музыкантов – РФ тата ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ; Иван Саландаев – РФ Журналистсен союзӗн пайташӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ  ӗçченӗ; Иван Павлов – ТР ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ; ТР тава тивӗçлӗ механизаторӗсем – Виталий Цыфаркин, Виталий Ильин, Михаил Цыганов, Василий Ефимов; Людмила Дементьева – ТР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ; ТР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗсем – Мариэтта Шавкина, Людмила Сердцева, Василий Матвеев; ТР тава тивӗçлӗ ветеринари тухтăрӗ – Зинаида Лукьянова; Владимир Лысов – физикăпа математика наукисен кандидачӗ; Элеонора Хованская – РФ наукăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ; Маргарита Дементьева – РФ  тата ТР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ; Вячеслав Дергунов – Тутарстан Рес­публикин тава тивӗçлӗ агрономӗ.

Шкул пулсан – ял пурăнать. Унăн кун-çулӗ малашне те вăрăм пул­тăр. Çапла пултăр!

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Упи шкулӗн архивӗнчи 

сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев