Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулсенче çӗнӗ вӗренӳ çулӗнчен пуçламăш çар хатӗрленӗвне ытларах вӗрентӗç

Раççейри шкулсенче пуçламăш çар хатӗрленӗвӗн калăпăшне ӳстереççӗ. Çакăн пирки РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен «Хăрушсăрлăхпа Тăван çӗршыва хӳтӗлессин никӗсӗсем» предметпа 6 – 11-мӗш классенче пуçламăш çар хатӗрленӗвӗн вăхăтне унчченхи 20 процентран 50 процент таран ӳстереççӗ. Эппин çар хатӗрленӗвӗ çине самай ытларах вăхăт уйăраççӗ.

Çӗнетнӗ программăпа шкул ачисене пилотсăр вӗçекен аппаратăн тытăмӗпе паллаштарӗç, унпа усă курма вӗрентӗç. Çавăн пекех вӗренӳ сборӗсем те пулӗç.

Çавăн пекех çитес вӗренӳ çулӗнчен шкулсенче «Духовно-нравственная культура России» предмет вӗренӳ программине кӗрет. Ун валли 83 паттăра суйласа илнӗ – вӗсен шутӗнче ятарлă çар операцине хутшăннисем те пур.

 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование