Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 35 çул: Алексей Сорокалетов капитанăн паттăрлăхӗ

А. Сороколетов çак операци пирки пӗлтерсен батальон командирӗ ăна сурчăк сирпӗтсех хытă вăрçнă. Подразделенире çухату пулман пулин те. Ыйтăвӗ пӗрре кăна: мӗншӗн ирӗк ыйтман? Çапах та икӗ уйăхран çӳлерехри командирсем Сороколетовăн паттăрлăхне хакланах — ăна Хӗрлӗ Çăлтăр орденне пама йышăннă. Хӗсмет картлашкипе те ӳстернӗ — батальон штабӗн начальникӗ туса хунă.

Алексей Сороколетов капитан Афганистана 1981 çулхи çуркунне лекнӗ. Кабулти салтаксене вăхăтлăх тытакан пунктра ăна десант штурм бригадине кайма хушу параççӗ. Унта вара çулăн кăткăс усатокне сыхлакан подразделенин командирӗ пулма çирӗплетнӗ. 


Ку çул тăрăх кунсерен вăрçă хатӗрӗсем, апат-çимӗç, сӗрмелли-çунтармалли япаласем, хӗç-пăшал тиенӗ машинăсен колоннисем иртнӗ. Пӗр блок-пост патӗнче машинăсене час-часах тăшман тапăннă. Вӗсем питӗ чăнкă сăртăн тайлăмӗнче пулнă, ку вырăнтан çулпа пыракан машинăсене пеме сӗре меллӗ пулнă. Аялтисем вара вӗсене курма пултарайман. Ăçтине пӗлмесӗр-курмасăр хирӗç епле пемелле-ха?


Алексей Сороколетов пӗр уйăха яхăн тӗпченӗ, сăнанă ку вырăна, тăшмана еплерех тӗп тумалли план тунă. Пӗррехинче вăл ирпе ирех, çутăлнă-çутăлман, ГАЗ-66 автомашинăн кузовӗ çине маларах хатӗрленӗ патрон ещӗкӗсем тата хăйăр тултарнă михӗсем тиенӗ. Вӗсене кузов борчӗн хӗррипе хурса тухнă: енчен те сасартăк палăртнинчен малтан çапăçу пуçланас пулсан пульăсем кузоври салтаксене лексе сиен кӳреймӗç капла. 


Сороколетов 12 салтака кузов çине лартнă, ыттисене блок-постра хăварнă. Машина çине темскер тиенине тăшман асăрханах иккен. Анчах та салтаксене кузов çине çӗрлех лартнă Сороколетов. Автомобиль çула тухнă. Кайсан-кайсан маларах палăртса хунă вырăнта темиçе çеккунтлăха чарăннă. Майпа усă курса салтаксем салтаксем командирпа пӗрле кузовран сиксе аннă та пысăк чулсен хыçне пытана-пытана тăшман йăви вырнаçнă чăнкă сăрт çине улăхма пуçланă. Салтаксем çӳлевӗç пек сасăсăр, вăр-вар, систермесӗр çывхарнă тăшман йăви патнелле. Лешсем вара хăйсен сăмси умӗнче шăвакан совет салтакӗсене те, машина сарăннине те курман. Курас тесен вӗсен пытаннă вырăнтан пилӗк таран тухса пăхмалла пулнă. Анчах ку хăрушă — тӳрех персе пăрахӗç. 


Сăрт питӗ чăнкăскер, пысăк-пысăк чулсемлӗ. Чулсем урлă ирте-ирте пирӗн салтаксем командирӗпе пӗрле тăшман тӗпленнӗ вырăнах çитнӗ ӗнтӗ. Малта пыракан граната пăрахмалăх çывăха пырсан ыттисем чулсем хыçнелле йăпшăннă. Малти салтак тăшман йăвинелле граната ывăтнă. Лешсем хăйсем çине кун пек сӗмсӗррӗн тапăнасса кӗтмен паллах. 6 душманран 2-шӗ вилнӗ, ыттисене тыткăна илнӗ совет салтакӗсем. Трофейсене те пӗрлех илсе килнӗ — 1 пысăк калибрлă ДШК пулемет, 1 винтовка, 1 гранатомет тата 2 ППШ автомат.


А. Сороколетов çак операци пирки пӗлтерсен батальон командирӗ ăна сурчăк сирпӗтсех хытă вăрçнă. Подразделенире çухату пулман пулин те. Ыйтăвӗ пӗрре кăна: мӗншӗн ирӗк ыйтман? Çапах та икӗ уйăхран çӳлерехри командирсем Сороколетовăн паттăрлăхне хакланах — ăна Хӗрлӗ Çăлтăр орденне пама йышăннă. Хӗсмет картлашкипе те ӳстернӗ — батальон штабӗн начальникӗ туса хунă. 


Çакăн хыççăн ку вырăнта автоколоннăсем çине урăх никам та тапăнман. Малалла вара Сороколетова йывăр контузи, урине амантни, госпитальте вăрах сипленесси кӗтнӗ... 


Расих ЗАЛЯЛОВ,


Афган вăрçин ветеранӗ. 


Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев