Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Специальноçпа — филолог, чунпа — поэт

Николай Трофимович Зимин Будённый районне (халӗ Пăва районӗ) кӗрекен Элшел ялӗнче 1939 çулхи майăн 15-мӗшӗнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Шкул пӗтерсен çулталăк вырăнти колхозра тӗрлӗ ӗçре вăй хунă.

1958 çулта вара Теччӗри Çеçпӗл Мишши вӗреннӗ педучилищӗне вӗренме кӗнӗ. 1960 çулта аллине диплом илсен Тинкешри пуçламăш шкулта ӗç çулне пуçланă. 1962 — 1965 çулсенче Совет Çарӗнче службăра тăнă. Ракетчик. Демобилизаци хыççăн Хусанти В. И. Ульянов (Ленин) ячӗллӗ патшалăх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнă. Филолог.

Учитель ӗçӗ çăмăл мар пулин те Николай Трофимович пурнăç тăршшӗпех икӗ «хăмăт» туртса пынă: ачасене вӗрентсе воспитани панисӗр пуçне литература ӗçне те тума вăй-хал çитернӗ. Мӗн калăн, специальноçпа — филолог, чунпа — поэт.

Николай Зиминăн сăввисем районти, республикăри тата ун тулашӗнчи хаçат-журналсенче пичетленнӗ. Вăл «Пӗтӗм кăмăлтан» (Шупашкар, 2012) кӗнеке авторӗ. «Сторонка родная» (Мускав, 2011) кӗнекене Михаил Ложников поэт вырăсла куçарнă «Родная сторонка» поэми кӗнӗ.

Хӗрӗх çул ытла тӗрлӗ шкулсенче ачасене вырăс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, çав шутран 30 çул директор лавне сӗтӗрнӗ. Çакна та палăртмалла: шкул директорӗн, пӗтӗмпех райком аллинчи çыннăн, обществăлла ӗçсем те пуç тӳпинченех пулнă.

Ачасене вӗрентсе тӗрӗс воспитани парас ӗçри çитӗнӳсемшӗн Н. Т. Зимина тивӗçлӗ наградăсемпе чысланă. Педагог-поэт РСФСР (1980) тата СССР (1987) халăха вӗрентес ӗç отличникӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ (1997).

Николай Трофимович паянхи кун та вӗçевре. Унăн сăввисемпе поэмисем Тутарстанри, Чăваш Енри, Ульяновск облаçӗнчи чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсенче тăтăшах пичетленеççӗ. Ăна 2014 çулта Тутарстанри ЧНКА чăваш чӗлхине сыхлас, культурине, историне, творчествине аталантарас ӗçри хастарлăхшăн Хисеп хучӗ парса чысланă. Çулӗсем хушăнсах пыраççӗ пулсан та вăл хăй ăна-кăна пăхмасăр хастар пурнăçпа пурăнать. Кăçалхи, 2024 çулхи, нарăс уйăхӗнче Шупашкарти «Çӗнӗ вăхăт» типографире унăн çӗнӗ кӗнеки (сăвăсемпе поэмăсен пуххи) «Чун хавалӗ пур чух» ятпа пичетленсе тухрӗ. Çак пулăмпа тата 85 çул тултарнă ятпа саламлатпăр, çирӗп сывлăх сунатпăр юбиляра.

Николай Трофимович таврапӗлӳ енӗпе те нумай ӗçлет. 2023 çулта тухнă Элшел ялӗн «Астăвăм» кӗнеки валли (авторӗсем Николай Зиминпа Василий Цыфаркин) чылай материал шыраса тупса, пухса хатӗрлерӗ. Ку кăларăма элшелсем хапăл туса йышăнчӗç. 

Н. Зимин — Валентин Урташ ячӗллӗ преми лауреачӗ (2015), ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ.

«1941 — 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 20 çул» юбилей медалӗ (1965), «Ӗç ветеранӗ» (1978), «Хусан 1000 çуллăхӗ» (2005) медальсем, йышлă Хисеп хучӗсем Н. Т. Зиминăн кун-çулӗ пархатарлă пулни çинчен калаççӗ.

Николай КАРПОВ, 
журналист.
Пăва.
Н.Зимин архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей