Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Спектакльсене çемьесемпе çӳреме лартаççӗ

Апрельте Хусана Мускаври «Тереза Дурован театрӗ» пӗрремӗш хут икӗ спектакльпе гастроле килет


Апрельте Хусана Мускаври «Тереза Дурован театрӗ» пӗрремӗш хут икӗ спектакльпе гастроле килет

Дуров хушаматпа Раççейре пурăнакансен икӗ ассоциаци — цирк тата кино. Куракан юратакан совет тата Раççей киноçăлтăрӗ — Лев Дуров. Циркра ку хушамат 20-мӗш ӗмӗр пуçламăшӗнчех кӗрлесе тăнă. Дуровсен пилӗк ăрăвӗ цирк аталанăвӗ çине витӗм кӳнӗ.

«Тереза Дурован театрӗн» ертӳçи те пурнăçне театрпа çыхăнтариччен циркра вăй хунă, черчен хӗрача слонсен дрессировщикӗ пулнă. Мăшăрӗпе Сергей Абрамов писательпе пӗрлешни пурнăçне тӗпрен улăштарнă. Тереза Ганнибаловна режиссера вӗренсе тухса театр уçнă. Ку ӗçре ăна легендарлă Юрий Никулин тӗрев панă. Малтанах вӗсем клоунсен Халăхсен хушшинчи фестивальне ирттернӗ, çакăнтан «Клоунада театрӗ» çуралнă. Мускав правительстви творчество интеллигенцийӗ музыкăпа драма театрӗ уçма ыйтса çырнă çырăва йышăнса чăнах та Т.Дурована театр уçма ирӗк панă. Тереза Ганнибаловна кунта та Юрий Никулина тав тăвать. Сӗнӗвне параканӗ те вăлах пулнă, çырăва хатӗрлеме те пулăшнă. Тем вăхăтран Клоунада театрӗн ячӗ улшăннă. Сăлтавӗ мӗнре-ши? Тен, репертуарта клоунада сахалрах вырăн йышăнма пуçланă, музыкăпа драма театрӗн жанрӗсем анлăрах пулнипе-ши? Тем вăхăт «Театриум на Серпуховке» ятпа çӳренӗ вăл. «Тереза Дурован театрӗ» пулса тăнăранпа вăхăт нумай иртмен — 3-4 çул. 

Пӗлтӗр театр хăйӗн 30 çулхи юбилейне паллă тунă. Халӗ çӗнӗ идейăсемпе çӗнӗрен те çӗнӗ спектакльсем хатӗрлет. Театр репертуарӗнче паян 40 ытла спектакль. Тереза Дурова театрăн режиссерӗ, илемлӗх ертӳçи. Артем Абрамов амăшне ялан пулăшма хатӗр ывăлӗ çеç мар, драматург. Театрăн литература пайне илсе пырать. 

Хусана театр пӗрремӗш хут гастроле килет. Апрелӗн 9, 10-мӗшӗсенче Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗнче 18 çултан аслăраххисем валли «Без галош элегантнее» спектакль Владимир Маяковскийпе паллаштарать. Ăна хатӗрлекенсем поэта тăватă тӗрлӗ сăнар пек кăтартатпăр тесе интрига хушрӗç. Спектакльте джаз, Маяковский пурăннă вăхăтри музыка нумаййине,поэтăн синкерлӗ юратăвӗ Лилия Бриг сăнарӗсӗр пуласса пресс-конференцирех пӗлтерчӗç. 
Спектаклӗн драматургине Тереза Ганнибаловна хăй хатӗрленӗ. «Малтанах ума поэт биографине каласа парас тӗллев лартман, çакна спектакль тăршшӗпех пăхăннă. Маяковский сăввисем, каланисем, ун çинчен çырнисем, вăл вăхăтри публикацисем спектакле тытса тăраççӗ», — вăрттăнлăхне уçать режиссер. 
Тереза Дурова гастрольсем пуçланас умӗн ирттернӗ пресс-конференцире театр спектаклӗсене çемьепе çӳреме лартни çинчен пӗлтерчӗ. «Театрăн пӗрремӗш спектаклӗсенче залра ачасем (ытларах хӗрачасем) тата кукамай-асаннесем ларатчӗç. Темӗн вăхăт иртсен залра аннесем те курăнма пуçларӗç. Çемйине театра ертсе килнӗ аттесем спектакль пынă чух вăхăчӗсене буфетра ирттеретчӗç, урама тухатчӗç. Паян театра чăннипех çемье театрӗ теме пултаратăп. Ашшӗ, амăшӗ, ачисем спектакльсене интересленсе пăхнă хыççăн хӗрсе кайсах вăл е ку сценăна, героя сӳтсе яваççӗ», — савăнса каласа парать театр ертӳçи.
Хусана илсе килекен тепӗр спектакль — «Волшебная лампа Аладдина». Апрелӗн 16, 17-мӗшӗсенче М.Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче пулать вăл. Ăна 6 çултан аслăраххисен те пăхма юрать. Лампăри джинн пусма-тавар сутакана пулăшни çинчен каласа паракан юмаха ачаран пӗлетпӗр. 
Аладдин лампи çинчен лартнă спектакль илемлӗ тумсемпе, юрă-кӗвӗпе, тухăçри ташăсемпе куракана тыткăнлӗ. Спектакльти тумсене пӗрре мар «Золотая маска» театр премине илме тивӗç пулнă театр костюмӗсен ӳнерçи Виктория Севрюкова хатӗрленӗ. Унпа журналистсем онлайн мелӗпе çыхăнчӗç. Мӗнле сăнарăн тумӗ чӗрене çывăх пулнине ыйтсан ӳнерçӗ спектакльти чи юратнă, çав вăхăтрах чи йывăррăн хатӗрленӗ тум джинăн пулнине пӗлтерчӗ. 
Театр спектаклӗсене «чӗрӗ» оркестрпа лартаççӗ. Паллах, ку кăткăслатать ӗçе — пӗрре укçа хывса кӗвве çырса фонограммăпа спектакль лартма çăмăлрах пулӗччӗ. Анчах оркестр сасси, «чӗрӗ сасă» кураканшăн хаклăрах тесе шутлаççӗ театр ӗçченӗсем. Этника спектаклӗсене лартнă чух вăл е ку халăхăн музыка инструменчӗсене тупма тăрăшаççӗ. «Аладдин лампинче», тӗслӗхрен, уд, бузуки, сантур, гиджак, саз, томбак, дарбука, даф, карнай — тухăçри халăхсен инструменчӗсене калаççӗ. «Эпӗ çаксенчен нумайăшӗ çинчен илтмен те спектакль лартиччен, — пытармасть оркестр дирижерӗ В.Пехов. — Музыка инструменчӗсене итлеме кăсăк, пăхма та хитре. Çавăнпа та спектакль пынă чух музыкантсем сцена çинчех лараççӗ. Хусанта май килӗ-ши çапла тума?» — канăçсăрланать Василий Игоревич. Театрăн çавăн пекех Инди, Япони, Финлянди тата ытти халăхсен юмахӗсемпе лартнă спектакльсем пур. 
Пурте пӗлетпӗр, юмах-халапсем каласа парса аслисем ачасене авалтан воспитани панă, ырра вӗрентнӗ, усаллине хирӗçлеме хăнăхтарнă. Тӳррӗн, пытарса тăмасăр тунă çакна. Анчах самана улшăнни ӗмӗрсем хушши тӗрӗслев иртнӗ меслете улăштарма хистет иккен. Халь çапла тӳррӗн ăс панине пӗчӗк куракан йышăнмасть. Кунта урăхларах меслетсем шырамалла. 

Литература уйрăмӗн пуçлăхӗ «Аленький цветочек» спектакле тӗслӗхе илсе кăтартрӗ. А.Аксаков юмахӗнче хӗре тăван килне ăсатакан нӗрсӗр услап пуян парнесем парать, хăйне хаклă тум тумлантарать. Анчах халь çитӗнекен хӗрсем çакна тӗрӗс мар ăнланӗç тесе «тӳрлетӳсем» кӗртнӗ спектакле. 
Тискер чӗрчун хӗре çутçанталăк илемӗ çинчен каласа парать, сайра тӗл пулакан кайăксен юррине пӗрле итлеççӗ, нихăçан курман илемлӗ чечексемпе киленеççӗ... 

Р.Гали («Татар-информ» ИА) сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр